«Хăй кÿмепе, тата каччăпа ыталанса ларать»
Настя çынсем çапла каланине чĕре çывăхне илме пăрахнă
Анастасия Ивановăн хирург çĕççи айне 6 çулта пĕрремĕш хут выртма тивнĕ. Тепре — 8 тултарсан... Тухтăрсен тимсĕрлĕхне пула тĕрĕс-тĕкел çуралайманскер ДЦПпа нушаланать. Ултă уйăхрах çут тĕнчене килнĕ Настя 850 грамм çеç тайнă. Тин çуралнă пепкене икĕ уйăх ытла больницăра вырттарнă, анчах тухтăрсем вăл чирлине çулталăк иртсен çеç палăртнă.
«Эпĕ — пукане»
Хĕр пĕрчи — çемьери çав тери кĕтнĕ пĕрремĕш ача. Амăшĕ Настя пуçне тытайманран больницăна тăтăш чупнă, шурă халатлисем лăплантарнă: «Палăртнă вăхăтран иртерех тата вăйсăртарах çуралнăскертен мĕн кĕтетĕр? Вăхăт çитсен тантăшĕсене хăваласа çитĕ, аталанĕ. Веçех йĕркеллĕ пулĕ». Амăшĕ хĕрĕн чирĕ пирки çулталăк та сакăр уйăхран çеç пĕлнĕ. Пĕр вĕçĕм тухтăрсемпе курнăçнă, операцисем пуçланнă... «Иккĕмĕш операци хыççăн йĕркеллĕ ларма пултартăм. Унччен пур енчен те минтерпе тĕкĕлемесен тÿнсе каяттăм. Йăмăк çуралсан, вăл кăшт çитĕнсен урама пĕрле уçăлма тухаттăмăр. Эпĕ кил картишĕнчех ÿсрĕм темелле, çынсенчен ютшăнман, хĕр туссем ман тавра пухăнса вылятчĕç. Килтен тухас умĕн анне яланах йăмăка мана пăрахса хăвармалла мар тесе асăрхаттаратчĕ. Ара, эпĕ кÿмепе-çке-ха, утаймастăп. Хушăран чÿречерен пăхатчĕ хăй. Хама тантăшсенчен кая туйман, мана яланах вăййа явăçтаратчĕç: сăмахран, резинкăпа сикнĕ чухне ăна урапа тытса лараттăм е куртка таврашĕпе сумкăсене сыхлаттăм. Эпĕ сакăр çулта чухне аннепе атте уйрăлчĕç, йăмăкăмпа иксĕмĕре кукамайпа анне пăхса çитĕнтерчĕç. Анне ĕçре чухне кукамайпа урама тухаттăмăр, çывăхри çуртсенчи кинемейсемпе сак çинче калаçса лараттăмăр. Тăрук çумăр çума пуçласан вĕсем мана киле йăтса кĕме пулăшатчĕç...» — каласа кăтартрĕ Шупашкарта çуралнăскер.
Пĕчĕкрех чухне Настя сывалмалли асамлă мел пуррине шаннă. Çитĕнерехпе чăнлăха лăпкăн йышăнма, пурнăçа юратма вĕреннĕ. Çуллахи лагере, уяв-мероприятие ытларах чухне кукамăшĕ Елизавета Егорова илсе çÿренĕ. Ташă каçĕсене те кайнă. Настя çамрăксем ăнланмасăр тинкернине курмăш тунă. Ватăскер, вăл халĕ 83 çулта, паянхи кун та мăнукне май килнĕ таран пулăшать. Урамра амăшĕпе çавăтăнса утакан ачасем Настьăна тимлĕн сăнанă, çитĕннĕскер мĕншĕн халĕ те кÿмепе ярăнни пирки хыттăн калаçнă. Хăш-пĕр чухне хĕрача кÿреннĕ те. Халĕ, паллах, пурнăç çине урăх куçпа пăхать вăл. Хăй пирки Настя çапла калать: «Эпĕ — пукане, мĕншĕн тесен мана ăна пăхнă пекех тимлемелле».
Пĕррехинче реабилитаци тухнă вăхăтра 17 çулти хĕрпе инкек пулнă — вăл хытă аманнă. Пĕрле сипленекен яш ăна кÿмепе ярăнтарма тăнă та тĕксе картлашка патнех çитнĕ, анчах каялла чакса ĕлкĕреймен: Настя кÿмерен тухса ÿкнĕ... Пуçĕпе хытах çапăнсан тăнлавĕ тĕлĕнче шăмă шатăртатса хуçăлнă сасса паянхи кун та лайăх астăвать. Ун чухне тăнне çухатманран тĕлĕнет. Настьăн пуçĕ аманнă, сăмси хуçăлнă. Ку инкек хыççăн унăн ÿт температури чылай çул 37 градус ытла тытăнса тăнă. Тухтăрсем сăлтавне палăртайман. «Манăн пурнăç çавнашкал — ирĕксĕрех Турра ĕненме пуçлатăн. Кун пек шăпаллă кирек мĕнле çын та çавăн патне çитĕ тесе шухăшлатăп. Аманнă хыççăн çÿлти хăватсене кĕлтурăм, çветтуйсем пирки кĕнекесем вуларăм. Пурнăçа тата хама мĕнле пур, çапла йышăнма вĕрентĕм. Сывă мар алă-урана та юратмалла», — терĕ Настя.
Ачине алла тытайманшăн хурланнă
Çынпа хутшăнма кăмăллакан Настя килне интернет кĕртсен виртуаллă сетьре чылай тус-юлташ тупнă. Пĕррехинче палламан каччă çырса янă. «Çырах, çырах. Наччасра сана хĕр тупса парăп ак», — шухăшласа илнĕ пике. Вăл хĕр тусĕсене хăйĕнпе хутшăнма тăнă яшсемпе пĕрре мар паллаштарнă. Унашкаллисем халĕ — ултă çемье, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Настя çумне самантрах «евчĕ» хушма ят çыпăçнă, хĕр тусĕсем йĕкĕтсемпе ун урлă паллашма тăрăшаççĕ. Хăйĕнпе хутшăнас кăмăллă каччăсене мĕншĕн тусĕсемпе явăçтарнин сăлтавне Настя ăнлантарчĕ. Вăл сусăр пулнине, кÿмепе çÿренине пĕлсен яшсем тÿрех çухалнă, çыхăну татăлнă.
Настя Евгенипе икĕ çул ытла интернетра, телефонпа калаçнă. «Эпĕ кÿмепе çÿрекен хĕр», — пĕлтернĕ. «Ку темех мар», — хуравланă Евгений. Настя çавах ăна тусĕсемпе паллаштарма хăтланнă, анчах лешсем тиркенĕ. Çав тапхăрта Женьăн ĕçĕ те пулман... «Никама та качча илмесен хамах пыратăп», — шÿтленĕ Настя. Вĕсен туслăхĕ çирĕпленнĕ. Çуллахи пĕр кун Йĕпреç районĕн каччи Шупашкара кăнтăрлачченех çитнĕ. Паркри тĕлпулăва Настя амăшĕпе Любовь Анатольевнăпа килнĕ. Çамрăксем калаçнă вăхăтра вăл çывăхри сак çинче нуски çыхса ларнă. Каярахпа Евгений Шупашкара куçса килсе ĕçе вырнаçнă, Настьăпа тăтăш тĕл пулма пуçланă, ăна уçăлма илсе тухнă. Аманнă хыççăн шикленекен хĕре Женя кÿмене пĕлсе тыткалани тĕлĕнтернĕ. Туслăх майĕпен романтика хутшăнăвĕсене куçнă. Анчах Настя çемье çавăрасси пирки шухăшламан, иккĕленнĕ. Йăмăкĕ Мускава кайнă чухне Настя ăна пĕчĕк çыру тыттарнă та Матрона турăшĕ умне хума ыйтнă. Хут листи çине вара икĕ сăмах çеç çырнă: «Пурăнма пулăш». Темиçе кунран тĕлĕкре Матронăна курнă хĕр. «Ăна качча тух, вăл сан аллу-уру пулса тăрĕ», — тенĕ Çветтуй.
Женьăпа Настя виçĕ çул каялла мăшăрланнă. Хĕр туя ахаль шурă кĕпе çеç тăхăннă. Перекетлĕскер кафере уявлама та кăмăл туман, килте çывăх тăванĕсемпе пухăннă. Сăмах май, Евгение пĕрремĕш тĕлпулăва чечек те илсе килме хушман. Çамрăк мăшăр ача пирки нумай калаçнă, йывăрлăхсене сÿтсе явнă. 2017 çулта Настя çие юлнине пĕлнĕ, тÿрех гинеколог патне учета тăма кайнă. «Пăрахатăн-и е хăваратăн-и?» — ыйтнă унран. «Çурататăп», — çирĕппĕн хуравланă амăшĕ пулма хатĕрленекен Анастасия. Вăл йывăрлăхпа чăрмав сахал мар, яваплăх капашсăр пысăк пуласса ăнланса çак утăма тума йышăннă. «Хавшак сывлăха пăхмасăр ача çуратса хама каппайчăк пек кăтартас тĕллев пулман манăн. Хăть пĕр ачана пурнăç парнелесшĕнччĕ. Вăл сывă, тĕрĕс-тĕкел çураласса эпĕ иккĕленмерĕм. Токсикоз питĕ аптăратрĕ, апат йĕркеллĕ çиеймерĕм, шыв та ĕçеймерĕм. Пĕтĕм кĕлетке шыçăнчĕ. Ура виçи — 35-мĕшччĕ, ача çуратма вара кукамайăн 38-мĕш виçеллĕ аттипе кайрăм. Çăмăлланиччен аннепе Президент перинаталь центрĕнче нумай выртрăмăр. Тухтăрсем питĕ лайăх пăхрĕç, раштавăн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене пирĕн пăхаттир Артем килчĕ. Сакăр уйăхрах çуралчĕ. Пирĕншĕн чи телейлĕ кун пулчĕ. Аннепе мăшăра, кукамая тав туса пĕтерейместĕп, йăлтах вĕсем тăрăшнипе çапла лайăх пурăнатăп. Упăшка ĕçрен декрет отпускне кайса ывăла çулталăк çурă тултариччен пăхрĕ. Ача çуратмалли çуртран киле çитсен пепкене алла йĕркеллĕ тытайманран хурланса йĕтĕм. Çавăн чухне хам сусăррине питĕ аван туйрăм», — калаçу çăмхине сÿтрĕ 34 çулти Анастасия.
Ашшĕ пекех патвар
Ача çуратмалли çуртра ĕçлекенсем, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем унран куç илмен, Настьăн амăшĕпе упăшкинчен тĕлĕннине пытарайман. «Эсĕ ЭКО турăн-им?», «Ача çуратма епле шикленместĕн? Упăшкупа хутшăнусем япăхланасран, сана пăрахса каясран хăрамастăн-и?» — ыйтнă вĕсем. «Малашне курăпăр. Кашкăртан хăрасан вăрмана çÿремелле мар. Эпĕ тăватă стена хушшинче ларнă е талăкĕпех диван çинче выртнă тăк лайăхрах пулĕччĕ-ши? Пурнăç тĕшши вара ăçта? Çывăх çынсем тăрăшнипе çеç пуç усмастăп. Ашшĕ- амăшне сывлăх енчен хавшак ачисене обществăна хăнăхтарма сĕнетĕп. Ку вĕсене питĕ кирлĕ. Женьăпа хĕрпе каччăлла тĕл пулнă чухне пире сăнакан сахал марччĕ урамра. Çынсем çавнашкал. Пĕррехинче эпĕ — кÿмере, Женя сак çинче лараттăмăр, ыталарĕ. Такам шăтарасла пăхнине туйрăм. Инçех мар икĕ пике мана сÿтсе явать-мĕн: «Хăй кÿмепе, тата каччăпа ыталанса ларать». Чăннипе, ку маншăн кулăшлаччĕ. Çавнашкал самантсенче хама кинофильмри сăнар пекех туятăп. Ара, мĕн чухлĕ тимлĕх-çке ман тавра», — йăл кулчĕ Настя. Малалла вулас...
Нина ЦАРЫГИНА.
Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.