Комментари хушас

11 Пуш, 2020

Каллех — парăмсем пирки

Республикăн çут çанталăк газĕшĕн, электричество энергийĕшĕн тÿлемелли парăмĕсем пысăклансах пыраççĕ. Çивĕчлĕхе сирмелли мерăсене юнкун Правительствăн топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн тÿлес ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкерчĕç.

«Газпром межрегионгаз Шупашкар» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов палăртнă тăрăх, потребительсен вăл ертсе пыракан компани умĕнчи парăмĕ 2016 çул пуçламăшĕнчен тытăнса икĕ хут ытла пысăкланнă — 2977 миллион тенке çинĕ. Пĕлтĕр, чăн та, çак туртăма чарма май килнĕ. Анчах ку газпа усă куракан предприятисем хăйсен финанс-хуçалăх ĕçне лайăхлатнипе çыхăнман. Муниципалитетсене республика бюджетĕнчен газ валли субсиди панă — çавă çеç.

Ăшăпа тивĕçтерекен организацисен парăмĕсем питĕ пысăк — 1,8 миллиард тенке яхăн. Çав шутра чылайăшĕ — панкрутсем. Тепĕр тесен, ыттисем те тÿрĕ кăмăллăхпа уйрăлса тăмаççĕ. СУОР, калăпăр, 117 миллион тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Юлашки икĕ çулта кăна парăма виçĕ хут пысăклатма мехел çитернĕ. Шупашкарта пĕлтĕр çеç йĕркеленĕ «Теплосеть» предприяти те теçетке çурă миллион тенкĕлĕх парăма кĕме ĕлкĕрнĕ.

Кияметдин Садыртдинович пысăк парăм пухнă районсемпе хуласене асăнчĕ. Шел, вĕсен списокĕ вăрăм: Элĕк, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсем, Улатăр, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем… Муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене видеоçыхăну мелĕпе итлерĕç те — газовиксен умĕнчи парăм миллионĕсене татмалли çул-йĕр те курăнмасть. Вĕсен шучĕпе, газ тарифĕ ăна çунтарнă май пулакан ăшă энергийĕн тăкакĕсене саплаштарма çитмест. Çийĕнчен парăмсене суд приставĕсем урлă шыраса илеççĕ те — суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли сбор валли нумай тăкакланма тивет.

Суд тенĕрен, Кияметдин Садыртдинович кунашкал ÿпкеве йышăмарĕ: «Сирĕн енчен парăмсене татас кăмăл пуррине туйсан эпир суд приставĕсенчен пулăшу ыйтман пулăттăмăр. Анчах тÿлес кăмăл çук-çке — ирĕксĕртен суд урлă шырама тивет». Вăл тепĕр саманта та палăртрĕ. Парăмсем паянхи пек пысăк пулман тăк — Газпром енчен те республикăна пысăăк пулăшу пуласса кĕтме май пурччĕ: «Республика хывакан кашни тенкĕ пуçне Газпром икĕ тенкĕ инвестици хывма пултарать. Анчах парăм пысăкки пире çакăн валли укçа ыйтма чăрмантарать».

Вăл район-хула пуçлăхĕсем газшăн халăх тÿлемест, çавăнпа ăшăпа тивĕçтерекен предприятсем те парăмсене татаймаççĕ тенипе те килĕшмерĕ. Газпа тивĕçтерекен компани уйрăм çынсемпе тÿрĕ 512 пин килĕшÿ тунă — вĕсен 3,2 миллиард тенкĕлĕх газ сутнă. Çав потребительсен парăмĕ пĕтĕмпе те 56 миллион тенкĕлĕх кăна. Эппин, халăха айăплама тăни вырăнсăр. Хăй те унччен район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнине аса илтернĕ май «тĕп газовик» ÿпкевлĕн каларĕ: «Ун чухне çĕр кăмрăкĕ çунтараттăмăр. Кăмрăка укçасăр памастчĕç. Халь вара хăшĕсем газпа тÿлевсĕрех усă курма юрать тесе шутлаççĕ пулас».

Çĕмĕрле хули пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Олег Николаев çак хулана парăмсене татмашкăн республика бюджетĕнчен те пĕрре кăна мар укçа парса пулăшнине палăртрĕ, анчах ĕç-пуç лайăхланни сисĕнмест. Хулана ăшăпа тата шывпа тивĕçтерме нумаях пулмасть кăна туса хунă çĕнĕ предприятин те пысăк парăм пухма ĕлкĕрнĕ. Сити-менеджерăн пĕрремĕш заместителĕ Елена Тупичева çакна предприяти уйрăм çынсене çулталăк пуçламăшĕнче кăна тÿрĕ килĕшÿсем çине куçарнипе сăлтавлама пăхрĕ, ăшăпа тивĕçтерессине инвестицисем хывма палăртни çинчен каларĕ — проект хатĕрлеççĕ. Анчах регион ертÿçине кунашкал хурав тивĕçтермерĕ. Кăçал проект тунипе кăна çырлахмалла мар, инвестпрограммăна пурнăçлама тытăнмалла, унсăрăн Çĕмĕрле нихăçан та парăм шурлăхĕнчн тухаймĕ. Çавна май вăл Строймина çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ.

Шупашкара илес тĕк, хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов «Теплосеть» парăмĕсене хĕл… ăшă пулнипе сăлтавласшăн пулчĕ. Хĕлĕпе тенĕ пек плюслă температура тăнине кура предприяти потребительсене ăшă энергине сахал сутнă — çавăнпа тăкаклă ĕçленĕ имĕш.

Олег Николаев тарифсен ыйтăвне тĕплĕ тишкермелле тенипе килĕшрĕ пулин те вырăнсенчи влаçсем ĕçлесе çитерейменнине те пайăррăн палăртрĕ. Ун шучĕпе, чылайăшĕн ертÿçисем парăмсене тама республика бюджетĕнчен укçа уйăрнине хăнăхнă та – ку хутĕнче те çапла пуласса кĕтсе лараççĕ. Çав вăхăтрах коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансемпе — управляющи компанисемпе — ĕçлемеççĕ: «Вĕсен ĕçне уçăмлă тума тăрăшмалла. Уçăмлăх пулсан унти ĕçсене тĕрĕслесе тăрасси те ансат пулĕ». Хальлĕхе вара пăтранчăкĕ — ытлашшипех. Ахальтен-им Улатăрта 76 миллион тенкĕпе танлашакан парăма кĕнĕ УКри ĕç-пуç тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ, предприяти ертÿçисен сиене субсидиарлă майпа саплаштарма тивĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.