Комментари хушас

6 Пуш, 2020

Владимир ТЯПКИН: Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тени – хăрушă суя

Вăл чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхин статусне парас ĕçре те палăрнă. Чăваш наци конгресĕн вице-президентне Владимир ТЯПКИНА республикăра чăвашлăхшăн хыпса çуннăшăн тиркекенсем те пур, çавăнпа калаçу унпа уйрăмах кăсăклă пулассăн туйăнчĕ.

— Владимир Геннадьевич, эсир ман пекех — вирьял чăвашĕ, пĕр-пĕрне лайăх ăнланатпăр.
— Эпĕ Муркаш районĕнчи Шашкар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн хамăрăн диалект шăпи питĕ хумхантарать, куç умĕнче çухалса пырать. Вирьял диалекчĕ пур чухне чăваш чĕлхи икĕ хут пуянрах, вăл чăваш литературине икке пайлани мар.
Килĕшетĕп сирĕнпе. «Шу ĕçес килет», — тесен мана та хăш-пĕр чухне тÿрлетеççĕ. Паллах, ли-тературăра вăл «шыв» пулнине пĕлетĕп. Манăн кукамай, анне «шу» ĕçнĕ пулсан манăн мĕншĕн урăхла каламалла-ха?
— Эсĕ чăн-чăн патриот!
Сирех çитеес çук-ха… Эсир, авă, чĕлхене хĕсĕрленине кура суда та çитнĕ.
— Çамрăкрах чухне тата хĕрÿрехчĕ. Тĕрĕсмарлăха курсан вăрçăннă, кăшкăрашнă. Халĕ цивилизаци мелĕсемпе усă курмалла тесе шухăшлатăп. Пĕтĕмпех ансат: кам тĕрĕс, кам тĕрĕс мар — суд татса патăр. 20 çул каялла эпĕ Шупашкарти çурçĕр хĕвел анăç районĕнчи пĕр лавккара хама мĕн кирлине сутуçăран яланхи пекех чăвашла ыйтрăм. Хайхискер: «Скажи нормально», — тесе тавара сутма килĕшмерĕ. Эпĕ кун пирки çăхавсемпе сĕнÿсен кĕнекине çыртăм. Кайран суда патăм — сутуçă потребительсен правине хÿтĕлекен саккуна пăсрĕ- çке. Эпĕ унран конституци чĕлхипе ыйтнăран судра çăмăллăнах выляса илтĕм. Кайран мана Шупашкарти ликерпа эрех завочĕн ун чухнехи гендиректорĕ Геннадий Ватковский хăйĕн патне чĕнсе илчĕ. Вăл мана вăрçать пуль тенĕччĕ. «Эсĕ тĕрĕс тунă. Мана та хамăн наци пирки хĕстерни пулнă», — терĕ. Директора чĕнсе илчĕ, сутуçа ĕçрен кăларма каларĕ, вăл ачине пĕччен ÿстернине те пăхса тăмарĕ. Миçе чăваш учителĕ, артисчĕ, çыравçи, чăваш интеллигенчĕсем тейĕпĕр, чĕлхене хÿтĕлеме çине тăнă е суда çитнĕ?..
Сирĕнсĕр пуçне тепĕр икĕ çынна пĕлетĕп.
— Пил Тымарланпа Илле Иванова. Пурин те суда каймалла теместĕп. Вăй-хăват та, вăхăт та çук. Судлашса çÿрени ырă ĕçех те мар пуль. Эпĕ халь ăнланса çитрĕм: «Скажите нормально», — текенсем айăплă мар, вĕсем тĕрĕсех шухăшлаççĕ. Кун каçипе лавккана кĕрсе тухакан вун-вун çынран пĕри е иккĕшĕ кăна чăвашла ыйтать пулсан ыттисем йĕркеллĕ маррисем-им? Çапла шухăшлама эпир хамăр сăлтав тупса паратпăр.
Шупашкарта ют çĕршыв çыннисем уçнă лавкка нумай. Вокзал çывăхĕнчи пĕр лавккара сутуçăсем, урăх наци çыннисем, клиентсене чăвашла: «Тата килĕр, тавтапуç», — тесе ăсатни савăнтарать мана.
— Тĕп пасарта эпĕ таса чăваш чĕлхипе калаçакан узбек хĕрарăмĕнчен кăна какай туянатăп. «Купи!» — тесе кăшкăракан чăвашсем патне выçса вилес патне çитсен те пымастăп. Эпĕ интеллигенци йышĕнчен мар, театрта, ансамбльте, чăваш чĕлхи учителĕнче… ĕçлеместĕп. Эсир, патшалăхран шалу илекенсем, хăвăр ларнă турата касатăр. Çак политикăна тытса пыма пулăшмастăр. Сăмахран, чăваш хаçачĕсене, театрĕсене… хупсан ăçта ĕçлеме каятăр? Ĕç вырăнне çухатас мар тесе те пулин çак системăна пĕтермелле мар пирĕн.
Ку тĕрĕсех, çавăнпа эпир те тиражсене упраса хăварасшăн…
— Тем тĕрлĕ награда, хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ тава тивĕçлĕ чăвашсен ачисем е мăнукĕсем чăваш хаçачĕсене вулаççĕ-и? Кунĕн-çĕрĕн чăвашлăх пирки калаçатпăр, 90-мĕш çултанпа чăваш чĕлхине хÿтĕлесси пирки тонни-тоннипе хут çырнă. Çавăн пекех меслет кĕнекисем — тоннипе! Кирлĕ-и çавсем? Манăн шухăшпа, чăвашла вĕренме çынна кăмăл кирлĕ. Кашнин хăйне суймасăр татса памалла çак ыйтăва: кирлĕ-и ăна чĕлхе, çук-и? Ыйт-ха — пурте: «Кирлĕ, кирлĕ!» — тесе кăкăр çапаççĕ, пире чĕлхене упрама чĕнсе калаççĕ. Апла мĕншĕн çав çынсемех ачисене чăвашла вĕрентмен, «атте», «анне» тетермен? «Санăн ачусем чăвашла пĕлеççĕ-и?» — тесе ыйтма та кирлĕ мар, кашнин — хăйĕн ирĕкĕ. «Чăвашлăха упрамалла!» — тесе пысăк трибунăран кăшкăракан патне ирĕксĕрех ыйту çуралать: «Чим-ха, эсĕ питĕ лайăх калаçатăн, чĕлхешĕн вилме хатĕр. Анчах ачуна мĕншĕн чăвашла вĕрентмен? «Ман ачана кунта мĕншĕн хутшăнтаратăр? Эпĕ халăхшăн!» — теççĕ вара. Çакăн пек темăсемпе калаçма çынна кăмăл- сипет тĕлĕшĕнчен право кирлĕ. Пули-пулми пустуй калаçакан йышланчĕ. Ĕмĕр влаçра ларнă, наци политикине тытса пынă хăш-пĕр чиновникăн ачисем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ пулсан халăхăн кама курса хавхаланмалла? Ачисене чăвашла вĕрентнĕ пирĕн интеллигентсене пÿрне хуçса шутлама пулать: Марина Карягина, Олег Прокопьев, Валери Туркай, Николай Лукиянов, Илле Иванов, Николай Балтаев… Кама кирлĕ пулнă — ачисене вĕрентнĕ, кирлĕ маррисем пуç ватмаççĕ те. Паллах, чăвашлăхшăн тăрăшни çакăнта кăна курăн-масть. Ĕçпе е укçа хывса аталантаракансем те пур. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, сăмахран, халăх культурипе чĕлхине упраса хăварас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлать, штат тытса тăрать.
Çапла калатăр пулсан сирĕн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен право пур.
— Мана питĕ намăс: ывăлăмсем чăвашла пĕлеççĕ, анчах калаçмаççĕ. Апла пулин те манăн тÿрре тухмалли сăлтав пур: вĕсем çуралнă чухне кун пек политика пулман. Эпир вырăсланма тăрăшнă. Вырăсла хитре калаçма вĕренес килетчĕ. «Как ты хорошо на русском разговариваешь!» — тени чи лайăх комплимент пулнă пирĕншĕн, 70-мĕш çулсенче ÿснисемшĕн. Хĕрĕм çуралнă чухне эпĕ наци аталанăвĕшĕн тăрăшакансен юхăмĕнчеччĕ. Паллах, вĕсене чăвашла ят хутăм, «атте», «анне» теме вĕрентрĕм. Тайпипе Элпи паянхи кун та «атте-анне», «кукаçи-кукамай», «кукки-мăнакки», «мамок» тесе чĕнеççĕ. Тайпи садике кайма пуçласан акă мĕн асăрхарăм: ушкăнра пĕр ача та чăвашла пĕлмест. Вырăсла калаçайман Тайпи никампа та хутшăнайман. Çавна пулах чăвашла тап-таса калаçакан хĕрача вырăсла пуплеме тытăнчĕ.
Кунашкал лару-тăрура мĕн тумалла?
— Пирĕн халь тухтăрсем пек диагноз лартмалла. Кайран сиплеме тытăнмалла. Экспертсем палăр-тнă: кун пек лару-тăрура 70 çултан чăваш чĕлхи çухалма пултарать. 10 çул каялла çапла калаçнă чухне «супер-заслуженнăй» çынсем ман çине сиксе ÿкрĕç: «Мĕншĕн ун пек калатăн?» — теççĕ. Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тени — хăрушă суя, хамăра пĕтерме шухăшласа кăларнă каларăш. Эпир çакăнпа лăпланса пурăнтăмăр та акă мĕн патне çитрĕмĕр — тăван килте ачасем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ. Малтан ял çине шанаттăмăр. Халĕ унтан та сигнал килчĕ: кÿме тĕксе утакан амăшĕсем пепкисемпе чăвашла калаçмаççĕ. Кама шанмалла? Тĕнчере кашни çул темиçешер наци пĕтет, çулталăкра мар, кашни эрнере пĕрер-икшер чĕлхе çухалать. Чăваш чĕлхи çухалнине тĕнче сисмĕ те. Чикан чĕлхи мĕншĕн пĕтмест? Вĕсен хăйсен хаçат-журнал та тухмасть, телевидени-радио та, хăйсен чĕлхипе калаçтаракан садиксемпе шкулсем те çук. «Пирĕн чĕлхене упрама пулăшăр-ха», — тесе ниçта та çыру çырмаççĕ, саккун кăларма ыйтмаççĕ. Çав вăхăтрах вырăсла та лайăх пĕлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе хăйсен чĕлхипе калаçни – аталанма май паракан мел.
Икĕ çул каялла федерацин «Вĕрентÿ» çинчен калакан саккунне улшăну кĕртнĕ хыççăн чăваш чĕлхи урокĕсен шучĕ сахалланчĕ. ЧНК, эсир хăвăр та, чăваш чĕлхишĕн суда çитнĕ çын, ку тĕлĕшпе мĕншĕн нимĕн те тумарăр? Е сирĕн шухăш улшăннă-и?
— Чĕлхене ирĕксĕрлесе вĕрентни усă памасть. Пушшех сиен кÿме кăна пултарать. Эпĕ чĕлхене хăй ирĕкĕпе вĕрентессишĕн. Саккуна паянхи пурнăç ыйтнине кура улшăнусем кĕртнĕ. Пирĕн шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсем 20 çул пулчĕç. Çапах çак тапхăрта 450 пин чăваша çухатрăмăр. Çук, вилмен вĕсем, вырăсланнă! Шкулта вĕрентме пăрахсан пушшех те пĕтет тени тĕрĕс мар. Чеченсене, тутарсене мĕншĕн вăйлă халăх тетпĕр? Тăван чĕлхине вĕренмелле-и е çук-и — вĕсен умĕнче кун пек ыйту тăмасть. Çак ыйтăва парса эпир хамăра хамăр питĕ мĕскĕнлететпĕр. Акă мĕн пирки калаçмалла пирĕн. Чĕлхене хÿтĕлес тесе хăшĕ-пĕри юлашки çулсенче ăçта кăна çыру çырмасть, вăл шутра — Путин патне те. Мĕн тума? Çырăвĕ каялла килет. Чиновниксен хуравĕ килĕшмест. Шухăшлăр-ха: мĕн хуравламалла вĕсен? «Чăвашла пĕлменнисене ĕçрен кăлармалла, кам чăвашла пĕлекенсене шалу хăпартса памалла» темелле-и? Пире хамăр ачасемпе чăвашла калаçма, çырма никам та чарман вĕт!
Нумаях пулмасть эсир Тутарстанри пĕр телеканала интервью панă. Унти журналист каланă тăрăх, пирĕн республикăна малашне чĕлхе тĕлĕшпе йывăр килет имĕш. Ара, çÿлерех асăннă «Вĕрентÿ» çинчен калакан саккуна улшăну кĕртесси пирки халĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пĕрле проект тăратнăччĕ те.
— Олег Алексеевич чăвашла ирĕклĕн калаçать, тăван чĕлхерен вăтанмасть. Влаçра кирек кам ларсан та пире чăвашла калаçма никам та чăрмантармĕ. Тăван чĕлхене вĕренесси шăл тасатнă, апат çинĕ пек куллен пулмалли йăла. Тепĕр хут калатăп: садик те, шкул та мар, чи малтан ашшĕ-амăшĕн ачисене тăван чĕлхене ăса хывтармалла. Эпĕ, сăмахран, укçалла пулсан та чăвашла вĕрентĕттĕм. Ача ют чĕлхе алла илтĕр тесе репетитор тытма укçа хĕрхенместпĕр-çке. Чăвашла пач калаçмалла мар тесе хушу кăларсан та эпĕ çавах ачасемпе килте чăвашла калаçăттăм. Вĕренес темен ачасене ирĕксĕрлесе ăс париччен çав укçана усăллă çĕре ямалла манăн шухăшпа. Республикăра 67% чăваш пурăнать. Эпир вара: «Садикре ачасене чăвашла вĕрентмеççĕ», — тесе макăрса çÿретпĕр. Мĕншĕн садикăн чăвашла вĕрентмеллине эпĕ ăнланмастăп. Эпĕ ку ыйтупа 20 çул ĕçлетĕп. Ывăлсем ÿснĕ вăхăтра, 90-мĕш çулсенче, ушкăнра чăвашла пĕлекен 3-4 ача пурччĕ. Юлашки 10 çулта эпĕ садике çÿретĕп, Элпи шкула кайман-ха. Хĕрĕме ирпе леçнĕ чухне те, каçхине киле таврăннă чухне те сăнатăп: 10 çул хушшинче ашшĕ-амăшĕ ачипе чăвашла калаçнине пĕрре те илтмен! Çак лару-тăрура пуçлăхсен хушу кăларса пире чăвашла калаçтармалла-и? Ун пекки нихăçан та пулмĕ. Эпир хамăр ачамăрсене сăпка юррине вырăсла юрласа ÿстернĕ пулсан мĕншĕн пуçлăхсенчен чăвашла калаçтаракан садик ыйтатпăр? Арбатра Элпи мана хирĕç «атте!» тесе чупса пынине çынсем асăрханă та слона курнă пек тĕлĕнсе кайнă. Мĕншĕн çавăн пек шая анса лартăмăр? Кам чарать пире пепкемĕрсене чăваш ячĕсене пама? Вунă пине яхăн вĕсем! «Атте-анне» тесе чĕнме вĕрентни — ачасен пуç мимине чăваш пулса ÿсме хистекен код вырнаçтарниех. Троллейбусра чăвашла калаçни мăнаçланмалли сăлтав мар. Перекет банкĕнче, бутиксенче, налук инспекцийĕнче, чаплă машинăсем сутакан салонра чăваш чĕлхи янăранине илтес килет… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.