Комментари хушас

5 Пуш, 2020

Урокра ĕç вĕрет

«Ĕç çынна илем кÿрет», — тесе ахальтен каламан. Шкулта технологи урокĕнче хĕрачасем тĕрлĕ япала çĕлеме вĕренни ашшĕ-амăшĕшĕн епле паха-çке. Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕлÿ çуртĕнче 6-мĕш класри чиперуксемпе хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче тĕл пултăм.

Услови çителĕклĕ

Технологи урокĕсене ертсе пыракан Оксана Васильева ачасем-
пе 25 çул ĕçлет. Ку шкулта вара — вăл уçăлнăранпа — 2002 çултанпа.
Çак тапхăрта миçе хĕр-упраçа тумтир çĕлес ăсталăха вĕрентмен-ши?
Вĕсемпе районти кăна мар, республика шайĕнчи конкурс-олимпиадăра
малти вырăнсене час-часах йышăннă. Кăçал та унăн вĕренекенĕ регион-
ти ăмăртуран призер пулса таврăннă. Апла пулсан, Оксана Вениаминовнăн
ĕçĕ курăмлă.
— Çĕвĕ машини, утюг урокра кашни ача валли çителĕклĕ. Ача-
сем кĕçĕн класрах йĕппе çип тытма вĕренеççĕ пулин те кашнинех
хăвăрт пулмасть çĕлесси. Пурпĕрех тăрăшаççĕ. Çĕвĕ машинисем
вĕренекен хĕрачасем валли шăпах меллĕ, час-час çĕмĕрĕлмеççĕ
вĕсем, йĕп хуçăлсан кăна. Программăпа килĕшÿллĕн, тĕрлесси, çĕлесси,
пĕçерме вĕренесси — хĕрачасем кирек хăш ĕçе пурнăçлама та кăсăклан-
сах тытăнаççĕ. Ку савăнтарать паллах. 5-8-мĕш классенче вĕренекен-
сем çÿреççĕ технологи урокне. Шăпах çак ÿсĕмре хĕрачан ĕçе хăнăхмалла-
çке, пирĕн шкулта ку енчен услови те çителĕклĕ, ĕç пÿлĕмĕсем çутă, — ĕçĕ-
хĕлĕпе паллаштарчĕ Оксана Васильева вĕрентекен.

Тимлĕ итлесен – ĕçлеме çăмăлрах

— Технологи урокне питĕ кăмăллатăп. Мĕншĕн тесен тĕрлĕ япала çĕле-
ме вĕренетпĕр. Пĕлтĕр ĕлкине хамăр касса саппун çĕленĕччĕ. Вăл питĕ хи-
тре пулчĕ, анне те мухтарĕ. Килте кухньăра ĕçленĕ чухне ăна ума çака-
тăп. Халь туника çĕлеме тытăнтăмăр. Малтан Оксана Вениаминовна до-
ска çине схема ÿкерсе ăнлантарать. Тимлĕ итлесен, учебникра çырса кăтартнипе паллашсан ĕçе тытăнма çăмăлрах. Ма-
нăн малашне кофта çĕлеме вĕренес килет. Килте пирĕн икĕ çĕвĕ маши-
ни: электричествăпа тата алпа çавăрса çĕлемеллисем. Анчах хальлĕхе вĕсен
умне ларса курман-ха эпĕ. Часах анне мана шанма тытăнĕ тесе шухăшлатăп. Уро-
кра пĕрремĕш хут çĕвĕ машини умне ларсан хăранăччĕ, халĕ хăнăхрăм.
Çавăнпа технологи урокне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — каласа кăтартрĕ 6-мĕш
класс хĕрĕ Александра Дмитриева. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.