“Ыран мĕн пулассине турă кăна пĕлет...”
Чăваш Енре чиркÿ тĕрмесемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннăранпа çурла уйăхĕнче 25 çул çитет. Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра 9 чиркÿ, 1 часавай, кĕлĕ тумалли 2 пÿлĕм ĕçлеççĕ. Вĕсене Чăваш Митрополийĕн тĕрмери уйрăмĕсем пăхса тăраççĕ. Епархи уйрăмĕн председателĕ - Шупашкарти Христос Чĕрĕлнĕ ятпа хисепленекен чиркÿ клирикĕ Алексий Павлов. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти юсанмалли 6-мĕш колонире «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта чиркÿсем тĕрмесенче ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитнине епле паллă тăвассине сÿтсе яврĕç. Мероприятие чиркÿ ĕçченĕсем, юсанмалли учрежденисен ертÿçисен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, колонисенчи вырсарни шкулĕсен преподавателĕсем, сăваплă çак ĕçе пуçарнă ветерансем хутшăнчĕç. Пухура Алексий протоиерей, Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн ветерансен канашĕн председателĕ Галина Зинина, тĕрмери чиркÿсемпе воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ Вячеслав Степанов, управлени ертÿçин воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Кондин, юсанмалли 6-мĕш колонийĕн ертÿçи Станислав Александров, айăпланнисене воспитани парас енĕпе ĕçлекен ушкăн ертÿçи Иван Веников, пресс-служба ертÿçи Сергей Герасимов тухса калаçрĕç. Малалла вулас...