Комментари хушас

18 Утă, 2014

Вăтанатaп

Хăш-пĕр ача питĕ лăпкă - кунашкаллисем йĕри-тавралăха сăнама юратаççĕ. Вĕсем килте хаваслăн выляççĕ-кулаççĕ, ашкăнаççĕ. Çынсемпе хутшăнмалла тăк - ютшăнаççĕ, ним чĕнмесĕр çÿреме пултараççĕ.

Садике, шкула çÿреме пуçласан вара чăн-чăн йывăрлăх кĕтет çаксене.

Вăтанчăклăх сĕмĕ мĕнпе çыхăннă.

  • Ачан харпăр хăй характерĕ - ăна пĕччен те кичем мар. Вăл хăй тĕллĕн выляса тавралăха тĕпчет.
  • Ашшĕ-амăшĕ ытлашшипех ачана тĕрĕслесе тăни. /Ăна ан тыт, кăна юрамасть.../ Çавна май ача пĕлес килнине аталантараймасть.
  • Туйăмлă, черченкĕ характерлă пулни. Анчах та ачана хушса-хистесе ниепле те хăюллăрах тума пулмасть!
  • Пуринпе те кулса калаçма, выляма вăл пачах та тивĕç мар. Хăш-пĕр чухне хăй тавралăхне тĕпчеме ачана самаях вăхăт кирлĕ, тепĕр чухне уйăха яхăн.
  • Ытлашши вĕрентсе, кăтартса, юнаса, чарса ан тăрăр. Ачана хăйне «ĕçлеме» ирĕк парăр. Кÿршĕ-аршă, пĕлĕш унпа тăрăшсах калаçасшăн пулсан сирĕн тивĕç - сăмаха урăххи çине пăрса ярасси. Мĕншĕн тесен вăтанчăк ача хăрама пултарĕ - ку ун характерне хирĕçле ĕçлет.
  • Ачана хăюсăрришĕн, вăтанчăкшăн ан ятлăр, тата хытăрах чĕмсĕрленĕ. Вăл мĕнлерех çирĕп, ăнкаруллă, сисĕмлĕ пулнине калăр. Васкатма кирлĕ мар. Тимлĕ те çепĕç пулсан, ачана хисеплесен, ун шухăшне, кăмăл туйăмне шута илсен пепкĕр вăхăт çитсен хăех хăюлланĕ. Эсир юратса пулăшни çителĕклĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.