Комментари хушас

29 Нарăс, 2020

Ветерансене — тӳлевсĕр шăнкăрав

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Ростелеком» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата Ленинград блокадине тӳссе ирттернисене вырăнти, хăйĕн зонинчи тата хуласен хушшинчи стационар телефон çыхăнăвĕшĕн тӳлеттермĕ. Çакна компани президенчĕ Михаил Осеевский Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци канашĕнче пĕлтернĕ.

«Пирĕн çĕршывра пурăнакансенчен чылайăшĕ, уйрăмах аслă ăру, халĕ те килти телефонпа усă курать. Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитнĕ май «Ростелеком» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пур ветеранне те, эпир Петербург компанийĕ пулнине шута илсе Ленинград блокадине тӳссе ирттернисене те, вĕсем халĕ хуть те ăçта пурăнсан та, телефон çыхăнăвĕпе тӳлевсĕр усă курма май туса пама йышăнчĕ. Ку çăмăллăх çу уйăхĕн 1-мĕшĕнченех пуçланĕ», — палăртнă «Ростелеком» президенчĕ Михаил Осеевский.

Ĕçе пурнăçлас тĕллевпе вăл Раççей Федерацийĕн субьекчĕсен влаç органĕсенчен пулăшу ыйтнă: вăрçă ветеранĕсен тата Ленинград блокадине тӳссе ирттернисен тĕрĕс адресĕсене тупмалла.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.