Комментари хушас

28 Нарăс, 2020

Чакман минимума халь саккун хÿтĕлет

Патшалăх Канашĕн паян уçăлнă черетлĕ вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче депутатсем теçетке ытла саккун проектне тишкерсе йышăнчĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Çав шутра — пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси. Тÿрлетÿсене ырларĕç. Çапла вара 2019 çулхи тăваттăмĕш кварталшăн хайхи «минимум» чакмĕ — умĕнхи кварталти шайрах юлĕ. Çавна май пурăнма кирлĕ виçерен килекен, çăмăллăхлă чылай категорие паракан пособисемпе тÿлевсен виçи те чакмĕ. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, çакă республикăра пурăнакан 107 пин çынна пырса тивет.

Сесси икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕшĕнче, пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, депутатсем республика бюджетне кĕртмелли улшăнусене тишкерĕç, çавăн пекех шалти ĕçсен министрĕн ШĔМĕн 2019 çулхи ĕç-хĕл çинчен тăвакан отчетне итлĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.