Патшалăх ыйтать, анчах хăй пама васкамасть
«Вĕрентÿ министерствинчен те ыйтнă, хула администрацийĕнче те пулнă — пирĕн ыйтăва татса пама май çук теççĕ», — пăшăрханса калать Шупашкарта пурăнакан Светлана Федотова. Ниçта та пулăшу тупайманнине кура ытларикун вăл ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсĕне вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йĕркеленĕ йышăнура пулчĕ.
Ыйтăвĕ темле кăткăс та мар пек. Хĕрарăмăн виçĕ ачи 55-мĕш шкулта вĕренет, кĕçĕнни вара — 46-мĕшĕнче. Кĕçĕннин те аслисемпе пĕр шкулах çÿрес килет — меллĕрех те, аслисен енчен хÿтлĕх-пулăшу та пулĕ. Олег Алексеевич Федотовсен унашкал право пуррине пĕлет: кĕçĕннине аслисемпе пĕр шкулах ямалли саккуна йышăнассишĕн хăй те сасăланă. Чăн та, çав саккун положенийĕ 1-мĕш класа каякан ачасене пырса тивет, ку тĕслĕхре вара шăпăрлан 3-мĕш класа çÿрет ĕнтĕ. Паллах, чăрмав вăл çÿреме пуçламалли класра ача ахаль те нумаййипе çыхăннă. Тепĕр енчен, Светлана Алексеевна пĕлнĕ тăрăх, çав класра 31 ача — «пĕр партăн çурри пушă — унта лартма пулать вĕт-ха». Регион ертÿçи ыйтăва Федотовсем ыйтнă пек татса пама шантарчĕ. Халех мар тăк — кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача 55-мĕш шкулта вĕренме пуçлатех.
Савкосем те — нумай ачаллă çемье. 6 ачаллăскерсем патшалăхран хваттер кĕтеççĕ: аслисем çитĕннĕ ĕнтĕ – хваттер кĕтсе илеймеççĕ. Галина Петровна кĕçĕнни çуралсан хула влаçĕсем пĕр çулталăк çурăран хваттер пулĕ тесе шантарни çинчен калать. Пĕчĕк Савко кĕçех 7 тултарать ĕнтĕ — шантарни тÿрре тухман. Халь пурăнакан виçĕ пÿлĕмлĕ, 72 тăваткал метрлă хваттерĕн 3/4 пайĕ кăна Галина Петровна харпăрлăхĕнче, çавна май тепĕр пайĕн хуçисем кăмăлсăрри каламасăрах паллă — Савкосем ачасен пурăнмалли условийĕсем тивĕçтермеççĕ тенине ăнланмалла.
Вĕсене тимлĕ итленĕ хыççăн Олег Николаев виçĕ ачаллă çемьесем те нумай ачаллă шутланнине палăртрĕ, анчах, ун шучĕпе, пилĕк тата ытларах ачаллисем — пачах урăх категори. Çавна май вăл унашкал çемьесене хушма çăмăллăхсемпе тивĕçтересси çинчен шухăшласа пăхма та хатĕр. Савкосене те пулăшмаллах. Паллах, хваттерпе тивĕçтересси — пĕр кунра татса памалли ĕç мар. Çапах çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă тăвакан «Ачасене хÿтĕлемелли кун тĕлне сирĕн ыйту тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тума тăрăшăпăр» тенине Савкосем питĕ хавхаланса йышăнчĕç.
Александрпа Андрей Ефимовсем те хваттер ыйтăвĕпех килнĕ. Вĕсем — тăлăхсем, ача çурчĕпе сывпуллашнă хыççăнах патшалăх вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Андрей федераци саккунĕн тивĕçлĕ йĕркисене те вуласа пачĕ. «Çарта пултăмăр — хамăрăн саккунпа пăхнă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларăмăр. Патшалăх хăй вара пирĕн умра саккуна пурнăçлама васкамасть», — теççĕ каччăсем. Вĕсем суд урлă та тĕрĕслĕх шыранă, унта тăлăхсем майлă йышăну тунă, анчах суд йышăнăвĕ те пурнăçланмасть.
Олег Алексеевич вĕсене питĕ лайăх ăнланать. Анчах тăлăхсене хваттерпе тивĕçтересси Чăваш Енре кăна мар, Раççей шайĕнче те питĕ çивĕч. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр тăлăх 45-47 çула çитнĕ — çав-çавах хваттерсĕр. Республикăра ку ыйтăва федераци бюджетĕнчен çакăн валли уйăракан укçа çителĕксĕрлĕхĕ те ура хурать. Тăваткал метрсен вăтам хакĕ Мускав паракан укçаран пысăкрах — çавăнпа строительсем тăлăхсем валли хваттер тума васкамаççĕ. Çак ыйтусене татса пани çивĕчлĕхе сирме тивĕç. Çийĕнчен кĕçех республика бюджетне улшăнусем кĕртмелле — тăлăхсен нушине те шута илесшĕн.
Шупашкар районĕнчи Çатракассинче пурăнакан Алина Маловăна вара шыв нуши йышăнăва килме хистенĕ. Ял пысăклансах пырать — 425 кил, анчах — шывсăр: «Çынсем хăйсем тĕллĕн çăлсем чаваççĕ, анчах унти шыв ĕçме юрăхсăр — сĕт пек шурă. Çавăнпа ĕçме, апат хатĕрлеме пурте савăтсемпе хуларан турттараççĕ». Хăй вăхăтĕнче ял çыннисен çурри водопровод валли укçа та пухнă, проект та тунă — лав пурпĕр вырăнтан тапранман. Водопровод валли 88 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн. Олег Николаев ку ыйтăва та тĕплĕ тишкерме, Строймина, район администрацине тивĕçлĕ хушусем пама шантарчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.