ЙЫВĂР ВĂХĂТРА ЫРĂ ВИТĔМ КŸРЕÇÇĔ
Хĕрарăмсене климаксăн йывăр палăрăмĕсене çăмăллатма эмел курăкĕсем пулăшаççĕ. Вĕсен пуххисемпе пĕр уйăхран кая мар, кирлĕ пулсан ытларах та сипленмелле. Пĕри пулăшмасан теприне суйламалла.
♦5-шер пай шăлан çырлине, лачака тип курăкне /сушеница топяная/, катăркас /боярышник/ чечекĕпе çырлине, сĕлĕ çăнăхне, 4 пай мелисса курăкне, 3,5-шер пай шăши кикенекне /череда трехраздельная/, хăмла пучахне, 3 пай сив курăкĕн /цикорий/ тымарĕпе курăкне, 2,5 пай шĕпĕн курăкне /чистотел/, 2 пай чăрăш тăррине /хвощ полевой/, 0,5 пай укроп вăррине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 8 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
♦Климакс тапхăрĕнчи ытла та канăçсăр палăрăмсенчен хăтăлма 125 миллилитр кагора 150 грамм пыл тата 100 грамм алоэ сĕткенĕ ярса пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта 5-7 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 2 чей кашăкĕ-1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3-4 эрне.
♦3-шер пай хура катăркас /крушина/ хуппине, упа çырлин /бузина черная/ чечекне, пылак тымара /корень солодки/, 2-шер пай календула чечекне, аслати курăкĕн /фиалка/ чечекне хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ чĕр тавара термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Ирсерен тата каçсерен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
♦Е тепĕр тĕрлĕ курăксен пуххинчен çак мелпех шĕвек хатĕрлесе ĕçмелле. 3 пай хура катăркас хуппине /варвиттине туртăм пулсан ун вырăнне 3 пай петрушка тымарĕ илмелле/, 2 пай фенхель вăррине, 1-ер чей кашăкĕ пĕтнĕке /мята/, шурă армутине /полынь горькая/ хутăштармалла.
♦Вĕрилентерсен катăркасăн /боярышник/ аптека настойкине кунне 3-4 хут 25-30-шар тумлам ĕçмелле.
♦Пĕр виçепе кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, хаяр утине /шалфей лекарственный/, чăрăш тăррине, пĕтнĕке, мелиссана, шурă омелăна, катăркас çырлине илмелле. 1 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-4 хут çуршар стакан сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.
♦Хытă тарлаттарсан пĕр виçепе илнĕ хаяр утине, пĕтнĕке, чăрăш тăррине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.
♦Пуç ыратсан, ыйхă вĕçсен, кăмăл пусăрăнчăк пулсан 3-шер пай мелиссана, омелăна, 2,5-шер пай сив курăкĕн тымарне, хĕрлĕхен курăкне /кипрей/, 2-шер пай пĕтнĕке, катăркас çырлине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 6-8 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
♦Пуç ыратсан пĕр виçепе илнĕ мелиссана, пĕтнĕке, хĕрлĕхен курăкне, кориандр вăррине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха 0,5 литр спирта тата 20 миллилитр шыва ямалла, пĕр талăкран сăрăхтармалла. Ыратнă чухне унра йĕпетнĕ тутăра тăнлавсем, ĕнсе çине хумалла.
♦Нервсем пăлхансан, ыйхă вĕçсен, депресси, неврастени аптратсан пĕр виçепе илнĕ хăмла пучахне, пĕтнĕке, сар çип утине /зверобой/, мелиссана, кушак курăкĕн тымарне, катăркасăн чечекĕпе çырлине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15-20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 1 стакан сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.
♦Климакс вăхăтĕнче уйăх хушши ыратса килсен 2,5 пай кăвак хăмла çырлин çулçипе чечекне, 2-шер пай ырă шăршăллă ясменникпа чĕре курăкне, 1,5 пай лачака тип курăкне, 1 пай катăркас чечекне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 10 кун, 4-5 кун кансан тепĕр курс ирттермелле.