Комментари хушас

20 Нарăс, 2020

Арçынсен сылăхĕшĕн тăрăшса

74 çулти Иван Андреев Шупашкарти Медицина васкавлă пулăшăвĕн больницинче Арçын сывлăхĕн центрне уçнăранпа хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме темиçе хутчен те килнĕ. Тĕп хулан Çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пурăнаканскер хăйне çирĕплетнĕ поликиникăрах кунашкал уйрăм йĕркеленĕшĕн, тухтăрсем пациентсене кăмăллă йышăннишĕн чăннипех хĕпĕртет. Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме именекен арçынсенчен тĕлĕнет те.

— Ватлăхра темĕнле чир-чĕр те аптратма пултарать. Вĕсем шала каясран сыхлансан кайран нушаланмалла пулмĕ. Специалистсемпе канашласа сиплеве вăхăтра пуçлани те кăткăс операцисенчен хăтарĕ, — палăртать шухăшне ырра шанма хăнăхнă Иван Петрович.

Республикăра «Арçынсен сывлăхĕ тата нумай пурăнаслăхăн социаллă хастарлăхĕ» проект пуçарнăранпа Чăваш Енре 8 пине яхăн арçын сывлăхне пуçламăш тапхăрта тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев малтанхи пайĕ этемлĕхĕн вăйлă çурри йышĕнче терапевт анкета ирттерессипе çыхăннă. Хăш-пĕр ыйту хуравĕсем чир-чĕр çинчен систернине кура сывлăхăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнне кĕрекен пациентсене палăртнă. Унашкаллисене — 2000-е яхăн çынна — медицина ансăр специалисчĕ патĕнче тĕрĕсленме сĕннĕ. Хăшĕ-пĕрне стационарта сипленĕ, 150 арçынна операци тума тивнĕ.

Медицина васкавлă пулăшăвĕн больницин тухтăрĕсем юлашки вăхăтра арçынсен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕслессине йăлана кĕртеççĕ. Акă нумаях пулмасть «Элара» обществăра ĕçлекен арçынсен тÿлевсĕр çакнашкал сăнав витĕр тухма май пулнă. 200 ытла çын предприяти хутлăхĕнчех тивĕçлĕ анализсем панă, УЗИ-тĕрĕслев витĕр тухнă. Хăйсен арçын сывлăхĕ çинчен пĕтĕмлетÿ çав кунах алла илнĕ. Çитес кунсенче çакнашкал ĕç-пуçа В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче йĕркелĕç.

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: