Комментари хушас

19 Нарăс, 2020

Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест

Çурăм хыçĕнче алăк хыттăн шалтлатса хупăнни Надежда Ивановнăна шартах сиктерчĕ. Вăл урисен вăйĕсем пĕтнине туйса, тăрăнса каяс марччĕ тесе васкавлăн алăк хăлăпĕнчен ярса тытрĕ. Чĕркуççийĕсем чĕтрерĕç. Икĕ хăмăр пысăк куçĕнчен вĕри куççуль тумламĕсем йăрăлтатса шуса тухса кушăрханă çÿхе тутисене йĕпетрĕç. Аллă çултан иртнĕ хĕрарăм пĕтĕм вăйне пуçтарса тÿрленсе тăчĕ. Вăл никам та курмарĕ-ши тесе тавраналла хăраса, асăрханса, шикленсе пăхрĕ. Никам та курăнмарĕ. Вăтăр çул ытла утнă шкул умĕнче ÿсекен ватă хурăнсем тин çеç пуçланнă çумăр пĕрчисемпе темĕн çинчен шĕпĕлтетсе калаçса хĕрарăм чĕрине йăпатрĕ, çав вăхăтрах чунне ыраттарса ячĕç. Унăн çинçе кĕлетки чĕтреме пуçларĕ. Надежда Ивановна шкултан кам та пулин тухма пултарасси пирки шухăшларĕ те аллине хăлăпран хăвăрттăн вĕçертрĕ. Унтан кĕске кастарса хура тĕспе сăрлаттарнă çÿçне тутăр айне васкавлăн майласа чикрĕ, кĕпине туртса юсарĕ, ÿкнĕ сумкине илсе картлашкасем тăрăх чупнă пек анса кайрĕ. Икĕ хутлă шкултан инçе мар пурăнать Надежда Ивановна. Хыпаланса утсан килне вунă минутранах çитет. Çут çанталăкпа киленсе, тавралăха сăнаса утсан хĕрĕх минут та иртет. Паян вара вăл килне чупнă пекех утрĕ. Пуçра янăракан сасăсем, куç умĕнчи хаяр сăнсем чĕрине йĕппе чикнĕ пекех ыраттарчĕç.
— Мĕнле ăнланмастăр-ха эсир, Надежда Ивановна? Çамрăксене çул памалла! Эсир тивĕçлĕ канăва тухни икĕ çул ĕнтĕ. Каçарăр та, паянхи кун ыйтакан тивĕçсене пурнăçласа пыма, мĕнле калас, хевтĕр те, пĕлĕвĕр те çитмест.
Шкул директорĕн Иван Васильевичăн хаяр сасси пÿлĕмре ларакансене сисчĕвлентерчĕ пулас, пурте пуçĕсене уснă. Надежда Ивановна вăтăр çул пĕрле ĕçленĕ директора хирĕçлес тесе ура çине тăма хатĕрленчĕ çеç — лешĕ сылтăм аллине çÿлелле çĕклесе аялалла сулласа илчĕ. Ку хускану ларма сĕнни пулнине ăнланса вĕрентекен каялла ларчĕ.
— Паян, хăвăрах куратăр, ĕçлеме çăмăл мар, вĕрентÿ программине те кашни çул тенĕ пекех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, — вырăнтан тăрса вĕрентекенсем умĕнче утрĕ патвар кĕлеткеллĕ мăнаç директор. Хăй кунта асли пулнине систерес тесе-ши, хушăран хура кăтра çÿçне аллипе хыçалалла якатса ярать. — Кăçал кÿршĕ ялти шкула ача сахаллипе хупрĕç. Вĕсем пурте пирĕн пата вĕренме килчĕç. Çакă пирĕнтен пĕлĕве те, яваплăха та ÿстерме ыйтать. Çакна шута илсе районтан виçĕ çĕнĕ специалист ярса пачĕç. Вĕсем пурте аслă категориллĕ учительсем. Эсир, Надежда Ивановна, юлашки хутчен хăçан хăвăр пĕлĕве ÿстертĕр?
— Эпĕ каясшăнччĕ, мана хăвăр халех мар, тăхтăр кăштах, эсир кайсан ачасене кам вĕрентĕ, терĕр, — Надежда Ивановна кам та пулин хăй хутне кĕрессе шанса директор пÿлĕмĕнче ларакансе-не сăнарĕ. Пурте ун енне хĕрхенсе пăхса илчĕç. Анчах унăн тĕрĕсмарлăхшăн тĕлĕнсе те тарăхса ялтăракан куçĕсене асăрхасан хăшĕсем пуçĕсене чикрĕç, теприсем курман-илтмен пек туса тетрачĕсене ручкăпа сăрлакалама пуçларĕç. Хыçалта ларакан палламан виçĕ çамрăк хĕрарăм çеç ăна вичкĕннĕн сăнаççĕ. Надежда Ивановна вĕсем вĕрентÿ управленийĕ янă «çĕннисем» пулнине ăнланса хăйне алла илчĕ. — Эп паян тесен паян кайма хатĕр вĕренме, ирĕк парăр çеç.
— Кая юлтăр, ĕçлеме килнĕ çынсене каялла ямăп ĕнтĕ, — Иван Васильевич хура куçĕсене выляткаласа вырăнне ларчĕ. Унăн сарлака пичĕ хĕрелсе кайрĕ, сăмси çуначĕсем вылянса илчĕç. — Акă вĕсем, паллашăр. Эльза Ивановна Кириллова, декрета кайнă Мария Петровна вырăнне кĕçĕн классене вĕрентĕ. Людмила Ильинична физик, Антон Васильевич ĕлкĕрсе пыраймасть, пĕрле ĕçлĕç. Валентина Кузьминична Савельева сирĕн вырăна ĕçлеме килет, Надежда Ивановна.
Надежда Ивановна хура вăрăм çÿçне пуç тăррине çавăрттарса хунă хĕрарăма ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таранах сăнарĕ. Лешĕ те шăтарас пек куçранах пăхать. Унтан çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакĕсемпе шаклаттарса вĕрентекенсем умне тухса тăчĕç çĕнĕрен килнисем. Хăйсемпе паллаштарма пуçларĕç.
Надежда Ивановна вĕсене итлес тесен те илтмерĕ. Куçĕсем кĕрен костюм, çутă сарă кофта тăхăннă кăвак куçлă илемлĕ хĕрарăмран пăрăнаймарĕç. Таçта курнă çын пек те туйăнчĕ вăл ăна. Пуçĕнче шухăшсем пăтранчĕç. Ун умĕнче хăйне юратнă ĕçĕнчен яланлăхах уйăракан çын тăрать. Мĕн тумалла халĕ унăн? Ура тапса хăйне ĕçрех хăварма ыйтмалла-и е куçран ÿкмесĕр, пуçа усмасăр, мĕскĕнленмесĕр, чыса- хисепе упраса шăппăн тухса утмалла? Вăл хăйне алла илсе тавралла ларакансене куç айĕн сăнарĕ. Надежда Ивановна пÿлĕмре çук та тейĕн, пурте ди-ректорпа çĕнĕ вĕрентекенсене тимлесе итлеççĕ, сăнаççĕ, паллах, ытларах хăйсем пирки шухăшлаççĕ. Ĕçсĕр юлни, уйрăмах хуçалăхсем арканнă ялсенче, кашниншĕн пысăк йывăрлăх пулнине пурте аван ăнланаççĕ. Килте вара çемье, ачасем. Халĕ тин хирĕçнинчен те усси пулмĕ, директор никампа канашламасăрах, систермесĕрех çынсене ĕçлеме вырнаçтарнă. Сасси те унăн мăнаçлă, сăмахĕсене хыттăн та уççăн, нимĕнле хирĕçлеве те йышăнмастăп тенĕ пек калать. Ăна итленĕ май Надежда Ивановна вăтăр çул каялла пулнине аса илчĕ.
...Вăл та çак чиперккесем пекех çамрăкчĕ, илемлĕччĕ ун чухне. Хитре кĕписемпе костюмĕсем те, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакĕсем те çителĕклех пулнă. Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан ĕçлеме тăван ялах таврăнчĕ. Кÿршĕре пурăнакан, пĕрле выляса ÿснĕ Кирилпа пĕрлешсе икĕ ачаллă пулчĕç. Кирилл ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан ĕçлеме район центрне вырнаçрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе машина та туянса ячĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.