Комментари хушас

19 Нарăс, 2020

Алла-аллăн ĕç ăнать

Ăста фермер

Сăмахăма Николайпа Лидия Макаровсен кĕçĕн ывăлĕ Олег çинчен хускатасшăн. Вăл иртнĕ çул «Фермер ĕçне пуçăнакан» конкурса хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Грант укçи-тенкипе тĕрлĕ агрегат, ĕне выльăх туяннă. Паянхи куна унăн 50 яхăн пуç. «Эпĕ ашлăх выльăх ĕрчетес çул-йĕре суйласа илтĕм. Ĕçлеме пуçлани çулталăк та çитмен-ха. Тупăш пирки хальлĕхе калаçма та кирлĕ мар. Тепĕр уйăхран ĕнесем пăрулама пуçлаççĕ. Ун хыççăн пăрăва сахалтан та 18 уйăх усрамалла», — калаçăва пуçăнчĕ Олег Николаевич.

«Сĕтпе куллен тупăш илме пулать. Ашлăх выльăха усрани тупăш кÿрет-ши паян?» — кăсăклантăм эпĕ. «Ман шутпа, сĕтпе аш-какайран пĕр пек тупăш илетĕн. Çитменнине, ĕç сахалрах. Ашлăх ĕне выльăха сумалла мар. Сĕчĕ пăру валли çеç. Унсăр пуçне вăл, «герефордская» ăрат, сивĕрен хăрамасть, апат тиркемест, ÿт лайăх хушать. Эпĕ ăна Канаш тăрăхĕнчен туянтăм», — пулчĕ хурав.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан çамрăк пĕр вăхăт Мускавра строительствăра вăй хунă. Кунта ĕçлени ăна пурнăçра чылай пулăшнă. Пÿрт-çурт тăвас, ăна юсаса илемлетес тĕлĕшпе вăл, чăн та, маттур. Ашшĕ-амăшĕ тунă çурта кермен пек илемлетнĕ. Ял çыннине те пулăшать Олег. Ахальтен мар ылтăн алăллă çамрăка ял-йыш хисеплет, сума сăвать.

Ют çĕрте ĕçлесе пурăнни çамрăкăн кăмăлне кайман, тăван тăрăха таврăнса, тĕпленсе пурăнма ĕмĕтленнĕ вăл. Çавна май фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшланă. Телее, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. «Фермерсене çакнашкал пулăшу кÿни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Патшалăха уншăн пысăк тав. 3 млн тенке ĕçлесе илес пулсан сахалтан та 5-6 çул вăй хумаллаччĕ манăн. Гранта тивĕçеймен пулсан та эпĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Тепĕр лайăх пулăм пирки те асăнмасăр иртейместĕп: иртнĕ çул Гена тете Пуянкассинче 130 пуç вырнаçмалăх ĕне ферми хута ячĕ. Вăл ăна «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăпа турĕ. Ман валли вара кивĕ витесем юлчĕç. Эпĕ выльăха халĕ унта тытатăп», — тăсăлчĕ калаçу çăмхи. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.