Комментари хушас

14 Нарăс, 2020

Сухалне кварталта пĕрре касать

Унăн картинисенчи тĕп сăнарсем — ял çыннисем, ĕç паттăрĕсем, искусство деятелĕсем… Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕр-çĕр портрет ÿкернĕ. Художник çут çанталăк илемĕпе киленет, тавралăх ачашлăхне сăнлать, вăрман сассипе савăнать. Калас сăмахăм — Николай Карачарсков çинчен. Сумлă художник паян — пирĕн редакци тĕпелĕнче.

— Николай Прокофьевич, юбилей тĕлне кашни художник курав йĕркелет. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир те курава хатĕрленетĕр. Унта мĕнле ĕçсем пулĕç?
— Çапла, хамăн юбилей кунĕнче, нарăсăн 14-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче курав уçăлĕ. Унта 1955 çултан пуçласа ÿкернĕ чи лайăх ĕçсене тăратăп — 400-е яхăн. Хамăр музейре манăн 100 ытла ĕç упранать. Çавăн пекех манăн картинăсем Мускаври галерейăсенче нумай. Хамăр республикăри музейсемпе галерейăсенче те пур. Портретсене хуçисене парнеленĕ. Уйрăм выставкăсем Шупашкарта, Мускавра тата ытти хулара иртнĕ. Юлашки хут çакнашкал курав 5 çул каялла уçнăччĕ. 1986 çулта тин уçăлнă Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ятарлă курав ĕçленĕччĕ. Куракансем 500 ытла ĕçпе киленме пултарчĕç. 50 çулхи юбилей тĕлне Мускавра йĕркеленĕ курав та асрах.
Хальхи вăхăтра мĕн ÿкеретĕр?
— Çĕнĕ ĕçсенчен пĕри — «Неиисусный чин» картина. Унта Кирилл Патриарха сăнларăм. Ку ĕç куравра пулĕ. Хальхи вăхăтра Надежда Павлова балеринăна ÿкеретĕп. Çур ĕмĕр каялла вăл пин-пин çынна хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Шел те, юлашки çулсенче ăна манчĕç. Чăваш Енре те унăн портретне никам та ÿкермерĕ. СССР халăх артисчĕсене Максим Михайловпа Борис Маркова манас марччĕ. Вĕсене те ÿкертĕм, портречĕсем опера театрĕнче çакăнса тăраççĕ.
Эсир тăван ялăра час-час çÿретĕр. Шадриха паян мĕнле пурăнать?
— Шел те, ял сÿнсе пырать. Ĕлĕк унта 122 килччĕ, халĕ 37 çурт ларать. Вĕсенчен 7-шĕнче кăна хĕл каçаççĕ. Ыттисене çулла килсе каяççĕ. Унта хамăр ялсем çукпа пĕрех: Çĕмĕрлерен куçса килнисем… Ватăсем кăна. 1991 çултанпа яла кашни эрнере каятăп, унта виçĕ кун пурăнатăп. 1995 çулта клуб пулнă çуртра галерея уçнăччĕ, анчах 2005 çулта вăл çунса кайрĕ. Вутра 100 ытла картина кĕлленчĕ. Çурта çĕнĕрен 2010 çулта турăм. Иккĕмĕш хутра — галерея, пĕрремĕшĕнче пурăнмалли пÿлĕмсем. Пирĕн икĕ хутлă шурă çурт халĕ пушă вырăнта пĕчченех ларать. Çултан 100 метрта. Йĕри-тавра — вăрман, хир… Ялта çавăн пекех часавай евĕрлĕ палăк турăм, шалта 1,5 метрлă виçĕ турăш /Турă Амăшĕ, Çăлавçă Иисус тата Çĕнтерÿçĕ Георгий/ çакăнса тăраççĕ тата вăрçăра вилнисен списокĕ. Пирĕн ялтан фронта 130 çын кайнă, вĕсенчен 65-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă, ыттисем тав-рăннă. Турăш ÿкересси — питĕ кăткăс ĕç. Унпа питĕ нумай лармалла, вăл хăвăрт пулакан ĕç мар. Ку енĕпе ятарласа ĕçлеместĕп, ыйтсан кăна ÿкеретĕп.
Ялта картинăсем ÿкеретĕр-и?
— Паллах. Ялта — çăтмах, Турă ырлăхĕ. 900 гектар уй сарăлса выртать. 30 çул сухаласа акмаççĕ. Тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсет: хурăн, хыр... Ял варринче те паркри пекех йывăçсем кашлаççĕ. Ял çумĕнчех вăрман хумханать. Кĕркунне унта кăмпа пуçтарма тухатăп. Милĕк тăватăп. Канмалли кунсенче мунча хутса кĕретĕп. Мăшăрăм пурăннă чухне пахча çимĕç лартса çитĕнтереттĕмĕр. …
70-мĕш çулсенче эсир «Ял шуçăмĕ» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ.
— 20 çул ытла ĕçлерĕмĕр. Кунашкал ушкăн пирĕн çĕршывра çукпа пĕрех. Хĕлĕн-çăвĕн ялта пурăнаттăмăр. Юрать, вырăнти колхозсен ертÿçисем пулăшса тăчĕç. Ушкăн 1971 çулта чăмăртанчĕ. Эпĕ пĕччен 1960 çултанпах ялсене çÿренĕ. Чи малтанхи те асрах: Хыркассинче пĕр уйăх ĕçлесе пурăннăччĕ. Эпĕ ун чухне союза та кĕменччĕ. Телее, аван тÿлетчĕç: пĕр куншăн — 1 тенкĕ. Манпа пĕрле Виктор Немцев пыратчĕ. Эпир унпа питĕ туслăччĕ. Пĕрле нумай ÿкернĕ. Малтанхи кунсенче вăл пĕрмай эпĕ мĕнле ĕçленине сăнатчĕ. Борис Белоусов, Николай Ануфриев, Николай Яковлев, Николай Кошелев, Азарий Соловьев… Юрий Зайцев пĕр тапхăр пирĕнпеччĕ. Евгения Вдовичева, Павел Григорьев-Савушкин кайран килчĕç. 7-8 çын пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Пурте питĕ пултаруллăччĕ, хăшĕ- пĕри фронтра пулнă. Ялти пĕр лаптăка та ÿкермесĕр хăварман пулĕ: пĕри пĕве хĕрринче ларатчĕ, тепри вăрмана ÿкеретчĕ, виççĕмĕшĕ портрет тăватчĕ…
Эсир Патăрьел районĕнчи «Гвардеец», Вăрнар районĕнчи «Янгорчино», Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхсенче ĕçлекенсене, ял çыннисене нумай ÿкернĕ. Ялсенче галерейăсем уçнă. Вĕсем халĕ ĕçлеççĕ-и?
— Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕрпелти галерея чи пуянни: унта фронтовиксен 92 портречĕ, çавăн пекех Раççейри паллă художниксен 50 ĕçĕ упранать. Вăл культура çуртĕнче вырнаçнă. Унта хăй вăхăтĕнче культура министрĕпе Михаил Швыдкойпа Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров пулса курнă. Портретсене курсан вĕсем питĕ тĕлĕннĕччĕ. Пăрачкаври галерея /унта 100 ытла картина/ 32 çул куракансене савăнтарать. Етĕрне районĕнчи галерея ялти музейре хÿтлĕх тупнă, унта та пирĕн çĕршыври тĕрлĕ ÿнерçĕн картинисем упранаççĕ. 1989 çулта Айдак хуçалăхĕнче Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш симпозиум ирттертĕмĕр, унта 25 художник хутшăннăччĕ. Пĕр уйăх ĕçленĕ хыççăн курав йĕркеленĕччĕ. Çавăн хыççăн ялта галерея уçрăмăр. Тепĕр симпозиум 1990 çулта Муркаш районĕнчи «Ударник» колхозра иртнĕччĕ. Виççĕмĕшне 1991 çулта Çĕрпелте йĕркелерĕмĕр.
Художникăн миссийĕ мĕнре?
— Ÿнерçĕ çын пурнăçне илем кÿрет. Унăн тĕллевĕ — обществăри çитменлĕхсене хитрелетмесĕр кăтартасси. Çав чăнлăха ялсенче шырарăм. Халăх валли ĕçлетĕп. Шел те, юлашки çулсенче чылай художник çынсем патне тухма пăрахрĕ, картинăсенче вĕсем çывăх тăванĕсене, кил умĕнчи йывăçсене е хваттерти чечексене сăнлаççĕ. Вĕсене пирĕн республика пурнăçĕ интереслентермест. Çавăнпа вĕсен шухăшлавĕ те ансатланать, ĕçĕсенче халăха хумхантаракан ыйтусене хускатмаççĕ. Манăн шухăшпа, мĕнле тĕнчере пурăнатăн, çавăн çинчен çырмалла-ÿкермелле. Шел те, паян художник ĕçĕпе те питех кăсăкланмаççĕ. Куравсене сайра хутра чĕнеççĕ, картинăсене туянакан сахал. 1990 çулччен выставка хыççăн выставкăччĕ, пирĕн ĕçсене галерейăсем валли илетчĕç.
Эсир чылай ĕçе натурăран ÿкернĕ. Ку мелпе ĕçлеме йывăр мар-и?
— Маншăн йывăр мар. Геройсемшĕн çăмăл мар паллах, эпĕ ĕçленине темиçе сехет пăхса лар- ха. Вĕсемпе калаçаттăм, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлеттĕм. Хăшĕ-пĕрин темиçе хут та килме тиветчĕ, мĕншĕн тесен хĕрÿ ĕç вăхăтĕнчех чĕнсе илеттĕм. Телее, ĕçрен пăрăнса çÿрет тесе никам та вăрçакан пулман. Ăнланатчĕç. Малтан кăранташпа ÿкереттĕм, кайран сăрăпа илемлететтĕм. Паллах, ĕçе çав самантрах вĕçне çитереймен. Малтан питне ÿкереттĕм, унтан — аллине… Ушкăн портречĕсем тумашкăн хирте курса çÿреттĕм, фермăпа йĕтеме, автопарка çитеттĕм. Интереслĕ ÿкерчĕк урамра та нумайччĕ. Чи кăсăклă самантсене фотоаппаратпа ÿкереттĕм, кайран картина тăваттăм. Фотоаппарат яланах çумраччĕ. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ çак мелпе ĕçлет, уçă сывлăшра ĕçлекен сахал. Хăш-пĕр ĕçе туса пĕтерсенех Мускава ăсататтăм, вĕсене тÿрех курава тăрататчĕç. Çав выставкăсем çинчен телекуравпа кăтартатчĕç. Ял çыннисем унта хăйсене курсан эх! савăнатчĕç, пырса тав тăватчĕç, хăнана чĕнетчĕç.
Эсир вулама юратни пирки илтнĕччĕ…
— Çамрăк чухне нумай вуланă. 5-рех вулама вĕреннĕ. Аппа Любка шкултан букварь илсе килнĕччĕ, унпа пĕрле вĕренеттĕм. 8 çулта 1-мĕш класа кайрăм, шкулчченех шутлама-çырма лайăх пĕлеттĕм. Урокра Киплингăн 300-400 страницăллă кĕнекисене вăрттăн вулаттăм. 1-мĕш класрах 3-мĕш класс программине пĕлеттĕм. Анастасия Ивановна учитель ман валли Кудеиха библиотекинчен кĕне-кесем илсе килетчĕ. Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне анне Пăрачкаври библиотекăран кĕнеке йă-татчĕ. Эпĕ ун валли хут çине кĕнеке ячĕсене çыраттăм, вĕсене пасарта та туянатчĕ. 15 çул тĕлне вырăс классикине вуласа тухрăм. Каярахпа ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсене шĕкĕлчеме тытăнтăм. Юлашки çулсенче куç япăхланнипе вулаймастăп, картина ÿкерме те йывăрланса пырать. Çамрăк чухне эпĕ писатель пулма ĕмĕтленеттĕм, 8 çулта сăвă çырма пуçларăм. Художник профессийĕ пирки тĕлленмен ача чухне. Халĕ те кĕске калавсем çыратăп: паянхи пурнăç, палланă çынсем, ĕç çинчен... Калăпăр, ялта пусă чавни, шурăм пуç тухни, анне ирхи апат пĕçерни пирки… Картина ÿкернĕ чухне те хамăн шухăшсене хут çине çырса пыратăп. Çырнине пухса кĕнеке кăларасчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.