Комментари хушас

12 Нарăс, 2020

Мал ĕмĕтлĕ фермер

Шăмăршăри Валерий Кузнецовăн фермер хуçалăхĕ 2017 çулта йĕркеленнĕ. Вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса грант çĕнсе илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе мăйракаллă шултра выльăх, трактор туяннă, сĕт пăрăхĕ, чĕр тавара сивĕтмелли хатĕр вырнаçтарнă. Çулталăкран çак хуçалăх тилхепине вара Александр Егорова шанса панă. Çавна май халĕ фермер хуçалăхĕ те унăн ячĕпех.

Выльăх шучĕ ÿсет

Александр Петровичпа сăмахланă май çакна пĕлтĕм: а с ă н н ă х р е с ч е н /фе р м е р / хуçалăхĕ сĕт туса илессипе ĕçлет. Паян унта пĕтĕмĕшле 125 пуç ĕне выльăх шутланать, вĕсенчен 52-шĕ — сăвăнаканни. Выльăх шутне ÿстерес тĕлĕшпе Çĕнĕ çул умĕн Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхран «голштинская» ăратлă 23 пушмак пăру илсе килнĕ. Малашне те çак çул-йĕрпе ĕçлессине палăртрĕ Александр Егоров. Çавна май ĕне выльăх пуçне çулсерен ÿстерсе пырасшăн. «Патшалăха сĕт парса пурнăçа саплаштарма пулать-и?» — ыйтрăм фермертан. «Сĕт укçине вăхăтра тÿлесе пырсан, ман шутпа, ĕç йĕркеллех пулмалла. Чĕр тавар хакĕ çеç чакса ан кайтăр. Паллах, çуркунне енне кăштах йÿнелет-ха ĕнтĕ. Сĕте малтан Чĕмпĕртен килсе илсе каятчĕç, хакĕ пĕчĕкрехчĕ. Халĕ вара Комсомольскинчи «КМК» ял хуçалăх кооперативĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Вĕсем паян чĕр тавара 23 тенкĕпе /1 литрне/ йышăнаççĕ», — пулчĕ хурав.
Выльăх апатне хуçалăх çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлет: утă-улăмран пуçласа силос таранах. Курăк ешерме пуçласан кĕтÿ çаран çине тухать. «Малтан кĕтÿç тытаттăмăр. Халĕ вара электрокĕтÿçпе усă куратпăр. Çакă самаях укçа-тенке перекетлеме пулăшать. Унсăр пуçне кĕтÿç шыраса халран каймастăн. Ку ĕçе питех кăмăлламаççĕ çав», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи. Коллективра паян 8 çын тăрăшать. Ĕççи вăхăтĕнче ытларах та.
Выльăх шутне ÿстерсен малашне пăрусем валли вите тума та шухăш пур ертÿçĕн. Паллах, шухăшпа шур пÿрт лартаймăн. Çавăнпа та çемье ферми йĕркелемешкĕн кăçал конкурса хутшăнма кăмăл пуррине палăртрĕ Александр Петрович. «Патшалăх пулăшăвĕпе ĕне выльăх, çĕнĕ техника туяннă пулăттăмăр», — терĕ вăл.

Хир çум курăкран тасалать

Асăннă фермер хуçалăхĕ « Ш е м у р ш и н с к и й » с о в х о з никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ темелле. Чăн та, совхоз хыççăн «Шанс» пĕрлешÿ туса хунă. Унăн пурлăхне туянса ĕçлеме тытăннă хуçалăх. Машина- трактор паркне çĕнетме шухăш пур ертÿçĕн. Техника хальлĕхе çителĕклĕ-мĕн, анчах чылайăшĕ «тивĕçлĕ канура» ĕнтĕ. Паллах, çĕнни тухăçлăрах тата хăватлăрах. «Тепĕр комбайн туянсан аван. Мĕншĕн тесен çĕр лаптăкне те ÿстерме кăмăл пур.
Çумăрлă çанталăкра пĕр комбайнпа ĕлкĕрсе пыма хĕн. Юрать, пĕлтĕр типĕ пулчĕ», — кăмăллăн калаçрĕ Александр Егоров.
Паян хуçалăх 650 гектара яхăн çĕрпе усă курать. Унта куккурус, тĕшĕллĕ культурăсем, пăрçа, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсемпе выльăх-чĕрлĕх валли усă кураççĕ. Ытлашшине сутаççĕ те.
«Эпир кĕркунне100 гектар тулă акса хăвартăмăр. Хальлĕхе лару-тăру аванах-ха. Пĕлтĕр вара 150 гектар кĕрхи тулăран 30-шĕ çеç юрăхлă пулчĕ. Ыттине пăсса акма тиврĕ. Ытларах элита вăрлăхпа усă курма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр пăрçа, урпа, сĕлĕ вăрлăхĕсем пĕтĕмпех элита пулчĕç. Кăçал та çавăн йышшинех туянасшăн, хальлĕхе хуçалăхсемпе килĕшÿсем тăватпăр. Элита вăрлăхшăн патшалăх субсиди те парса пулăшать.
Çуракине хатĕрленсе çунтармалли- сĕрмелли материалсем туяннă. Удобренин пĕр пайне кĕркуннех илнĕ, анчах вăл çителĕксĕр, туянма тиветех. Сăмах май, кăçал вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен йÿнĕрех. Çĕр çыннишĕн çакă та аван», — хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать Александр Петрович.
2018 çулта лаптăксене пĕтĕмпех кĕркунне сухаласа хăварнине асăнчĕ вăл. Иртнĕ çул вара çуррине çеç. Мĕншĕн тесен тепĕр çуррине çуракинче тÿрех, сухаламан çĕр çине, акса пăхасшăн. Ку тĕлĕшпе вĕсем ятарлă сеялка та туяннă. Паллах, ку ĕçе тăкаксене чакарас тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Ара, уй-хире сухаласа, культиваци туса, сÿрелесе, катокласа мĕн чухлĕ çунтармалли-сĕрмелли материал тăкакланать, саппас пайĕсем те кирлĕ. Çакă вара пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă.
«Таса çĕртме /черный пар/ валли 2017 çулта 50 гектара яхăн çĕр хăварса пăхрăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ фермер. — Унта тухăç аван пулчĕ. Май пулсан кăçал та 100 гектар хăварас шухăш пур. Каннă çĕр тухăç ытларах парать, хир те мăянран, ытти çум курăкран тасалать, тикĕсленет. Мĕншĕн тесен ăна темиçе хут сухалама тивет-çке. Каярахпа çав лаптăка кĕрхи тулă акрăмăр. Питĕ лайăх çитĕнчĕ, анчах шăрăх çанталăк кансĕрлерĕ, пиçсе çитеймерĕ. Пĕлтĕр вара çакăнта урпа, люцерна акса хăвартăмăр. Тухăç лайăх пулчĕ. Удобрени те питех сапман. Халĕ тепĕр 100 гектар ытла çĕр илтĕмĕр. Ăна официаллă майпа йĕркелесе çитерсен таса çĕртме валли лаптăк хăварас шухăш пур. Пĕрре çĕр канать, тепре хир тасалать».

«Çĕр ĕçне кăмăллатăп»

Александр Егоровшăн фермер ĕçĕ ют мар. Ашшĕ-амăшĕ те хăй вăхăтĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вĕсем виçĕ ачине пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Александр çемьере асли пулнăран «ĕç лавĕ» ун çине ытларах та тиеннĕ. Галина Михайловнăпа Петр Федорович тыр-пул çитĕнтернĕ, ĕне выльăх тытнă. Халĕ хăйсен фермер хуçалăхне хупнă, ывăлне Александра пулăшаççĕ. Сĕнÿ-канашпа çеç мар, ĕçпе те.
«Район центрĕнче çуралса ÿснĕ пулин те çĕр ĕçне кăмăллатăп эпĕ, — терĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăк. — Атте-анне ĕç-хĕлне малалла тăсатăп. Фермер ĕçĕнче мана пулăшса пынăшăн вĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Чăн та, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн хулара та пурăнса пăхрăм, анчах чун канăçне тупаймарăм, яла таврăнтăм. Кун-çула фермер ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Хуçалăх çулсеренех лайăх енне улшăнса пыни хама та савăнтарать. Акă, сăмахран, пĕлтĕр фермăсене икĕ çĕнĕ транспортер вырнаçтарма пултартăмăр. Ытти хатĕр-хĕтĕре те ерипен çĕнетсе пырасшăн». Çакна та палăртмалла: Александр Петрович, пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, çăкăр еплерех çитĕннине курма ачисене те хире илсе тухать. Ĕççи вăхăтĕнче вара хăй мĕн пур техникăпа ĕçлеме пултарать: тепĕр чухне комбайн штурвалне тытма та, машинăпа вăй хума та тивет. Ку енĕпе «Нива» вĕрентÿ центрĕ хăй вăхăтĕнче тракториста, комбайнера вĕренме ятарласа ушкăн йĕркеленĕ иккен. Фермер хуçалăхĕнчи ĕçченсем пурте унта пĕлÿ илнĕ. «Вĕренни çăкăр ыйтмасть», — теççĕ халăхра. Ялта ку профессисем питĕ кирлине пурте пĕлеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.