Вилĕмпе куçа-куçăн
Муркаш районĕнчи Виталий Семенов мирлĕ тапхăрта çара кайнă май çапăçăва кĕрессе, вилĕмпе куçа-куçăн тăрасса шухăшлама та пултарайман. Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче совет çарне Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул çитнĕ май вăл иртнине каллех куç умне кăларчĕ.
Çара савăнса кайнă
«Пирĕн вăхăтра каччăсем çара кайма тивĕçнишĕн савăннă. 1979 çулхи кĕркунне Муркаш районĕнчи çар комиссариачĕ повестка тыттарсан эпĕ те хĕпĕртерĕм. Çĕршывра лару-тăру лăпкă пулнăран пăшăрханман. Çывăх çынсенчен вăрах вăхăтлăх уйрăлма тивни кăна чĕрене хурлантарчĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче районтан 20 çамрăк çула тухрăмăр. Канашра пирĕн çулсем уйрăлчĕç. Мана Украинăри зенит полкне ячĕç.
Икĕ уйăхран салтаксене Хĕрлĕ пÿлĕме пуçтарса Афганистана ярассине хыпарларĕç. Унччен эпĕ вăл ăçта вырнаçнине те йĕркеллĕ пĕлмен. 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Совет çарне Афганистана кĕртсе янине, унта вăрçă пынине пиртен пытарнă. Тăван тăрăхран аякка тухса курман 18-19 çулсенчи яшсем чикĕ леш енне кайма тÿр килнишĕн савăнчĕç: ют çĕршывсене курса çÿреме çул уçăлать-çке», — калаçăва пуçларĕ Виталий Иосифович.
Салтаксене Афганистан чиккинчи Термез хулине илсе çитернĕ. 1980 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче унти çар округĕнче 45-мĕш инженер-сапер полкне йĕркеленĕ пулнă. Салтаксем икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн самолетпа Кабула вĕçнĕ. Кашнине автомат, патронсем тыттарнă.
«Самолетран тухнă-тухман пите вĕри сывлăш çапрĕ. Янкăр хĕвел çутинче куçа уçса пăхаймăн. Бронетранспортерсемпе Парван провинцири Чарикар хулине çитрĕмĕр. Сăртсен айĕнчи тÿрем вырăна палаткăсем лартса пурăнма тытăнтăмăр. Кашнинче 50-шар çын. Каярахпа икĕ казарма турĕç. Анчах унта офицерсемпе штаб вырнаçрĕç. Эпир салтаксем палаткăсенчех юлтăмăр. Çулла — шăрăх, хĕлле – сивĕ. Вутă, солярка çунтарса ăшăннă.
Полкра 1 пин çын ытла пулнă. Мана çыхăну взводне вырнаçтарчĕç. Командирсем патĕнче вĕçĕм телефонпа лармаллаччĕ. Ниçта тухса кураймăн. Ко-мандира мана автовзвода куçарма ыйтрăм. Водитель прави пуррине кура полк командирĕн заместительне, унтан Саланг ту каççин /перевал/ пуçлăхне илсе çÿреме шанчĕç. Маларах унта машинăсем çапăннипе салтаксемпе офицерсем нумай вилнĕ-мĕн. Эпир хĕлĕпе ансăр çул çинче йĕрке туса тăнă. Çу çитсен кăна полка таврăнтăмăр. Кĕçех ĕмĕтленни çитрĕ, мана ЗИЛ-130 машина уйăрса пачĕç, автовзвода илчĕç. Эпир Термеза юрăхсăра тухнă хатĕр-хĕтĕр, тимĕр-тăмăр турттарнă, унтан вара çар çыннисем валли тĕрлĕ таварсем тиесе таврăннă. 50 машинăпа 100-е яхăн çын çула тухнă. Малтан тата хыçалтан икĕ бронетранспортер пынă. Кашни кабинăра автоматчиксем ларнă. Те çамрăк пулнăран, те вăрçăра пулса курманран питех хăраман».
Душмансен капкăнĕнче
«1981 çулхи августăн 14-мĕшĕнче машинăсемпе Термеза кайма тухрăмăр. Командировка икĕ эрнене тăсăлатчĕ. Баглан провинцири Хинджан хулинчен иртсен пире постра тăракан салтаксем чарчĕç те умра душмансем засадăра ларнине асăрхаттарчĕç. Пирĕн командир çамрăк майорччĕ. Пĕрремĕш хут çула тухнăскер лару-тăру çивĕчленнине ăнланаймарĕ пулас, колоннăна чармарĕ. Пире душмансем пытаннă вырăнтан машинăпа хăвăрт иртсе кайма хушрĕç. Газ педалĕ çине мĕн пур вăйран пусса çулпа ыткăнтăмăр. Çул çаврăнăçĕнчен пăрăнтăмăр кăна малта пыракан машинăсене гранатометпа пеме тытăнчĕç. Сăрт çинче пытаннăскерсем çунтараççĕ çеç. Кĕçех малти бронетранспортер çунма пуçларĕ. Хыççăн пыракан ЗИЛ-131 та ту хысакне пырса тăрăнчĕ. Виççĕмĕшĕ тарăн çырмана анса кайрĕ. Ман умра Василий Бондаренко пыратчĕ. Граната лекнĕрен кузовĕ турпас пек сирпĕнчĕ. Душмансем ăçтан пенине асăрхасан автоматпа хирĕçле шатăртаттартăм. Сасартăк сылтăм пĕçĕрен, алăран, чĕре патĕнчен хыттăн чиксе кайрĕ. Куç хуралса килчĕ... Тăна кĕтĕм. Пăхатăп: тумтир хĕп-хĕрлĕ юн, сурансем чăтма çук ыратаççĕ. Тăшмансем еннелле пеме хăтлантăм — автомат ĕçлемест, газ педальне пусатăп — машина каймасть. Юнашар Борис Дрибной старшина хăраса ÿкнĕ, шăпăрт ларать. Ăна та хырăмран амантнă-мĕн. «Сик хăвăртрах!» — кăшкăртăм ăна. Автоматпа кабинăран шыв юхса вырта-кан канава сикрĕм. Ун урлă каçса тăм хÿме çумне йăпшăнтăм. Хыççăнах Борис та çитсе выртрĕ. Автоматне машинăрах пăрахса хăварнă-мĕн вăл. Манăн вара пемест — патрон пĕтнĕ. Ытти чухне ялан кĕсье тулли чиксе çÿренĕ ăна. Тыткăна илнĕ салтаксене моджахедсем асаплантарса вĕлернине калатчĕç. Çавăнпа пире вĕсен аллине лекме хушман. Кĕсьере ялан патронсем чиксе çÿреме, пĕр пульлине хамăр валли хăварма çирĕп асăрхаттарнă.
Йывăр самантра кĕсьере пĕр патрон та çук. Çул çине пуçа çĕклесе пăхрăм: БРДМ-2 çунать, юнашарах машина ĕçлесе ларать, манăн ЗИЛ вара канавра. Кабинăри патрон йĕннине илмешкĕн шыв лупашки тăрăх шуса кайрăм. Çĕкленмесĕрех машина алăкне автомат аврипе уçрăм. Чÿрече ванчăкĕ шăплăха хускатса чанкăр! тăкăнчĕ. Сасса илтсе каллех машинăна пеме тытăнчĕç. Тăхлан пульăсем алăка ала пек шăтарчĕç. Патрон йĕннине автоматпа туртса антарса каялла шурăм. Бориспа хÿме çумне пытанса выртрăмăр. Тăмран тунăскер тăхлан пульăран, снаряд ванчăкĕнчен сыхлаймĕ. Çул айĕпе шыв пăрăхĕ выртать. Бориса унта кĕртсе ятăм. Хам вара ун хĕрринче автоматпа вырнаçрăм.
Пăхатăп: çунса ларакан БРДМ-2 майĕпен сас пама тытăнчĕ. «Водителĕ вилнĕ-ха, урине педале çаклатнă-ши?» — шухăшларăм эпĕ. Анчах йывăр техника сасартăк тапранса кайрĕ. Кайран унăн водителĕпе госпитальте тĕл пултăмăр. Вăл каласа панă тăрăх, граната ăна пуçран амантнă-мĕн. Юн юхнăран, аманнăран куçĕ курми пулнă. Юнашар ларакан радист вара машинăпа çÿреме пĕлмен. Водитель руле ăна тыттарнă, педальсем çине хăй пуснă. Çапла майпа тамăкран çăлăнса тухнă вĕсем.
Бронетранспортер тухса тарчĕ, эпир вара çаплипех сивĕ шывра ларатпăр. Сурансем чăтма çук ыратаççĕ, юхан шыв юнпа хĕрелсех тăрать, анчах бинтпа çыхаймастăп, сыхă тăмалла. Çулпа икĕ бронетранспортер пере-пере хăвăрт иртсе кайрĕ, душмансен аллине çакланасран чарăнма хăрарĕç пулас. Вăй пĕтсе килчĕ, мĕн тумаллине те пĕлместпĕр. «Пĕтрĕмĕр, вилтĕмĕр иккен», — пуçра вĕçĕм шухăш çаврăнать. Санитарсем тÿрех сурансене çыхма тытăнчĕç. Кайран мĕн пулса иртнине астумастăп — тăна çухатнă.
Пире Хинджанри санчаçа илсе кайма тухрĕç. Машина хытă пынăран çул пăрăнăçĕнче ту хысакне чутах сикмерĕ, пысăк чултан тепле майпа çакланса юлчĕ. Санчаçа илсе çитерчĕç. Вĕри çĕр çине матрассемпех кăларса хучĕç. Анчах çар тухтăрĕ пире йышăнмарĕ. Ман çине пÿрнипе тĕллерĕ те: «Ку 15 минутран ви-лет, ман ăна мĕнпе пулăшас? Госпитале илсе кайăр», — терĕ. Те йывăр сурансене пула, те тухтăр сăмахĕсем чĕрене витернĕрен каллех тăна çухатрăм.
Куçа уçрăм та бронетранспортер урайĕнче выртатăп. Ман урлă салтака хунă, сывламасть. Ура патĕнчи те вилнĕ. Ак тамаша, мана леш тĕнчене вăхăтсăр ăсатнă иккен. Тăна кĕнине кура васкавлăн госпитале илсе çитерчĕç, операци туса снаряд ванчăкĕсене кăларчĕç. Урара юлнинчен тăван тăрăха таврăнсан, Муркашри тĕп больницăра, хăпма тиврĕ».
Мана асăнса та ĕçнĕ
«Госпиталь палаткăсенче вырнаçнăччĕ. Операци хыççăн эрнеренех Бориспа пĕрле больница тумĕпех госпитальтен тухса тартăмăр. Кабула каякан машинăпа ларса хамăр полка çитрĕмĕр. Унта салтаксем строя тăнă, вилнисене асăнса салют параççĕ. Тарса килнĕрен ыттисен куçĕ умне курăнма хăрарăмăр, автопарка кайрăмăр.
Взвод командирĕ мана курсан тÿрех йĕрсе ячĕ, ыталаса илчĕ. Вăл пире душмансем тапăннă кун колоннăри 8 çын пурнăçран уйрăлнине пĕлтерчĕ. Вилнисен списокне мана та кĕртнĕ- мĕн. Ман япаласене палаткăран йăлтах пуçтарнă, кравате урăх çын йышăннă. Пĕрле пурăннисем пире асăнса та ĕçнĕ. Юрать, хурлăхлă хыпара килтисене пĕлтерсе ĕлкĕреймен. Мана тÿрех санчаçа хучĕç: тÿрленеймен сурансем пÿрленсе юхма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Санчаçра полк командирĕ манран мĕн пулса иртнине тĕплĕ ыйтса пĕлчĕ. Автоколонна командировкăран таврăнайманччĕ, çавăнпа çул çинчи инкек пирки йĕркеллĕ пĕлмен вăл. Ун чухне хальхи пек телефонсем пулман çав. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.