Комментари хушас

16 Утă, 2014

Лайăх ят мулран паха

Алла çава тытнă Валентина Семенова Мучар ял (Елчĕк районĕ) урамĕпе васкать. "Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче те канасшăн мар сутуçă", – пуçра тÿрех вĕçсе илчĕ шухăш. Тинтерех кăна лавккара паллашнăччĕ унпа. "Çулма мар, çавана туптама парасшăн", – терĕ пире сăмах хушнă май.

Çырма хĕрринче пурăнакан Сильвестр Николаевич Краснов патне çул тытнă-мĕн вăл. Вăл çеç-и? Кил хуçалăхĕнче сенĕк аври лартмалла-и, кĕреçе хăйрамалла-и е ытти ĕç тумалла-и – ăстаçăран пулăшу ыйтаççĕ. Тĕплĕ те паха тăвать вăл ĕçе. 81 çулти ватă килте пĕр самант та ахаль лармасть. Хăй каланă тăрăх – çур çĕр иртни пĕр е икĕ сехетре выртать те тăваттăра вăранать. "Кун пек сахал çывăрнипе хăвăра кунĕпе йывăр туймастăр-и?" – ыйтмасăр чăтаймарăмăр эпир. "Куратăр вĕт, çÿретĕп", – ăшшăн хуравларĕ вăл.

Епле ăмсанмăн çакăн пек маттура? Ăна пăхатăн та шухăша каятăн: унăн çулне пурăнса çитсен мĕнле пулăпăр-ши?

Пĕчĕклех хăр тăлăха юлнă Сильвестр Николаевич. Малтанах Свердловск облаçĕнче пурăннă вĕсем. Вăрçă пуçланас умĕн ашшĕне чукун çул çинче вĕлереççĕ. Вĕри чунлăскер пуçлăхсене çăласшăн пулнă, инкеке сирсе янă, анчах хăйĕн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă. Çакăн хыççăн амăшĕ ачисемпе тăван яла таврăннă. Юрать инçете тухса кайиччен ашшĕ килне сутман. Питех те йывăр çулсенче амăшĕ те пурнăçран уйрăлса каять. Ултă çулти арçын ачана кÿршĕри хĕрарăм пăхса çитĕнтерет.

Сильвестр Николаевичăн ывăлĕ вăл пурăннă вырăнта çĕнĕ çурт çĕклеме хатĕрленет, никĕсне янă та ĕнтĕ. Çуртпа юнашар гараж, теплица пуласса пĕлтерчĕ ватă. Теплицăра хĕлĕн-çăвĕн пахча çимĕçĕ çитĕнтересшĕн.

Хăйĕн кил хуçалăхĕпе те паллаштарчĕ. Çурт умĕнчи пахча карти алăпа ăсталанăскерех пулĕ терĕмĕр. Йăнăшман иккен. Тимĕр карта çинчи пĕчĕк çаврашкасене пенсионер хăй касса кăларса илемлетнĕ. Пахчара – 14 шăнкăрч йăви. Спорт вăййисен Олимпиади 2014 çулта иртнĕрен шăпах çавăн чухлĕ ăсталанă вĕсене ватă. Йăвасене иленнĕ кайăксем ирĕн те каçăн юррипе савăнтараççĕ.

Ара, ыр çынна епле савăнтармăн? Çырма хĕрринчи пушă выртакан çĕр çинче Сильвестр Николаевич кăçал 360 тĕп хыр лартнă. Ачисемшĕн пăшăрханнă пек пăшăрханать вĕсемшĕн. "Çум курăкне йăлтах çулмалла марччĕ. Шăрăхра пĕчĕкскерсене хÿтĕленĕ пулĕччĕç", – тет. Аяларахри çырмара вара унăн вăрманĕ ешерет. Кунта йăлт хăй лартнă йывăçсем. Самай çитĕннисем чăтлăх пулнă. Çамрăкраххисем те пур. Кунти хырсем те лайăх тымарланнă. Курăк хушшинче вĕсене уйăрса илме те хĕн. Пĕтĕмпе лартнă йывăçсен шутне палăртма йывăр. Тепĕр тесен, мĕне кирлĕ вăл? Чипер çитĕнччĕр кăна.

"Хамăн хыççăн лайăххи, ырри хăварас килет. Хам лартнă йывăçсем илемсĕр мар, хитрен юлччăр, хăрăк-харăк ан пултăр", – тет ветеран.

Чăн та, темĕн тума та ĕлкĕрет вăл. Пыл хурчĕсем тытать. Мастерскойри пÿлĕмсене кĕрсе курнă май унта вăл тăтăшах ĕçленине те ĕнентĕмĕр. Алла çава тытса курăк çулма тухать.

Темиçе çул каялла çак çын çурма вилĕ пулнă тесе кам калĕ? Аран çăлса хăварнă ăна тухтăрсем. Ун хыççăн вăл икĕ костыльпе тăватă уйăх çÿренĕ, ларма пултарайман. Вилĕме парăнтарса çĕнĕрен çын пулнă. Шăпах çавнашкал çынсем тытса тăраççĕ мар-и пурнăçа?..

Ирина Никитина.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.