Комментари хушас

11 Нарăс, 2020

Олег Николаев пилĕк çуллăх план хатĕрлеме сĕнет

Çуракине хатĕрленесси тата республикăн адреслă инвестици программи — çак тата ытти ыйту ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă тĕп темăсем пулчĕç.

Унта пурăнаççĕ, кунта вĕренесшĕн…

Министрсен Кабинечĕ çĕнелсе пыни куçкĕрет. Тунтикунхи канашлура, акă, çĕнĕ вице-премьерсен речĕ хушăнчĕ — Алла Салаева Моторинпа, Ноздряковпа юнашар пукана йышăнчĕ. Çапла вара вăл та Правительствăна иккĕмĕш хут таврăннисен списокне пуянлатрĕ темелле. Юрĕ, ку сăмах май тенĕ пек пултăр.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра пĕрремĕш класа 17 пин ача килĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене шкулсене илме ыйтса çыракан заявленисене электронлă майпа йышăнассине мĕн пур шкул йĕркеленĕ — чăрмавсем çук.
8,7 пине яхăн заявка йышăннă та ĕнтĕ. Интереслĕ самант: Шупашкарти Çĕнĕ хулара пурăнакансенчен кăна — 433 заявка. Унта тăвакан чи пысăк шкулта кăçал 1-мĕшсен 15-17 класне уçасшăн.
Ыйту тухса тăнă: Шупашкарти тăхăр шкулта заявленисен шучĕ кирлинчен чылай ытларах иккен. 1-мĕш шкул, калăпăр, 255 ачана йышăнма пултарать, 1-мĕшсен тăхăр класне йĕркелеме палăртнă, заявкăсен шучĕ вара — 342. 5-мĕш гимназире 125 вырăн — 293 ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене унта вĕрентесшĕн. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков хăш-пĕр çĕрте çĕнĕ классем уçмалли майсемпе усă курассине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр те çапла тунă: 59-мĕш шкулта мастерскойсене гаража кăларса темиçе класс уçнă. Анчах кăçал çапла майпа та тăватă класран ытла йĕркелеме çук. Аплă тăк мĕн пур ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне тивĕçтереймесси халех паллă — шăпăрлансен урăх шкулсенче вĕренме тивĕ.
Ача ăçта пурăннине кура ăна çывăхри шкула вырнаçтарма право пур. Хăшĕсем çак майпа усă курса чееленме пăхаççĕ. Амăшĕсем ачисемпе пĕрле шкул çывăхĕнчи çуртсенче регистрациленеççĕ — çак туртăм вăй илсех пырать. Çавна май Алексей Олегович суя пропискăллă çынсене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçлессине çирĕплетрĕ. Ячĕшĕн каламасть пуль — Олег Николаев та ку енĕпе хула влаçĕсене право хуралĕн органĕсен енчен пулăшма чĕнсе каларĕ.

Усă курманни ан пултăр

Çуракине мĕнле хатĕрленнипе ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Техника кăçал уя ака уйăхĕн пĕрремĕш декадинчех тухать-тĕр. Уйра юр хулăнăшĕ пĕчĕк — 5-10 сантиметр кăна /пĕлтĕр 20-25 сантиметр пулнă/. Тăпра 30-70 сантиметр тарăнăш кăна шăннă. Çакă та ĕçсене васкатма хистесси паллă.
Çурхи культурăсене 305 пин гектар акса хăвармалла. Кĕрхисене кăрлач вĕçĕнче тĕрĕсленĕ — калчасен тĕп пайĕ хальлĕхе йĕркеллех. Япăх хĕл каçни — 3% ытларах кăна. Тепĕр тесен, хĕл вĕçленмен-ха, çавăнпа нарăс вĕçнелле калчасене тепре тĕрĕслĕç.
Акмалли вăрлăх çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем хатĕрлес енĕпе малалла ĕçлемелле. Çав шутра — йÿçеклĕх пысăк лаптăксене извеçлес тĕлĕшпе те. Ку енĕпе ĕçлекен пĕртен-пĕр карьерăн лицензи вăхăчĕ вĕçленсе пырать те — ыйтăва татса памалла. Министр тепĕр карьер уçас ыйтупа ĕçленине те палăртрĕ — вăл Куславкка районĕнче, ăна уçсан таврари хуçалăхсене извеçпе тивĕçтерессипе çыхăннă транспорт тăкакĕсем чакĕç.
Сергей Геннадьевич усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки те пайăррăн каларĕ. Çулталăк каялла вĕсен республикăри пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 45 пин гектарпа танлашнă. Пĕлтĕр 18 пинне çаврăнăша кĕртме планланă та — çак тĕллеве туллин пурнăçлама май килмен, 14 пинне сухаланă. Кăçал та ку енĕпе çине тăрса ĕçлесшĕн — 15,5 пин гектара сухаласшăн. Çапла вара хыт хура ярса илнĕ çĕрсен çивĕч ыйтăвне икĕ çулта татса парасшăн.
Паллах, унта-кунта «çерем çĕрсем» пурпĕр юлма пултараççĕ. Çав шутра — аслă çулсен хĕррипе. Шăпах çав çĕрсем ытларах чухне пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке пăсаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ — уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Министр шучĕпе, «хăй вăхăтĕнче вĕсем çав лаптăксене АЗСсем, çул хĕрринчи сервис валли хаклăпа сутăпăр тесе туяннă» — усă курмаççĕ, халь мăян-пиçен алхасать.

Сĕнÿсем бюджетра сăнарланĕç

Республикăн адреслă инвестици программине 2019 çулта мĕнле пурнăçлани, 2020 çулхи плансем çинчен вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа пачĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăна кĕртнĕ объектсем валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 6,66 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку çулталăк лимичĕн 88,9% танлашать. Пĕтĕмпе — çичĕ теçетке ытла об±ект. Çав шутра строительство ĕçĕсен пурнăçланă пайĕ ытла та пĕчĕккисем те пур. Ĕçсем юлса пыраканнисен шутĕнче Иван Борисович шкулсемпе садиксене, газ котельнăйĕсене, Правительство, филармони çурчĕсене, Шупашкарти Университет урамĕнчи çулсене, виççĕмĕш çурма ункă-çула проектлассине, ыттисене асăнчĕ.
Чăрмавсене строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Грищенко /ирхинехи планеркăра вăл та, «тĕп юрист» Наталья Тимофеева та пурччĕ-ха, вĕсене должноçран хăтарасси çинчен калакан указсене Николаев канашлу хыççăн алă пуснă-тăр/ проектсен пахалăхĕ япăххипе те сăлтавларĕ. Ку вара хамăрăн проект институчĕ çуккипе те çыхăннă — архитектура енĕпе ĕçлекен тытăмсем халь пурте уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.