Çурт илемĕ — ача сассинче
Тин пиçнĕ яшка шăрши тĕпелтен алкумнех çитнĕ — сăмсана кăтăклать. Оксана Петровна, ачасем шкултан киле таврăниччен яланах вĕри апат хатĕрлеме хăнăхнăскер, хăй сисмесĕрех сехет йĕпписем çинелле пăха-пăха илет. «Часах кĕçĕннисем Мадинăпа Руслан çитмелле», — теме ĕлкĕрчĕ кăна — кĕçĕн алăк шашулкки уçăлса хупăнни илтĕнчĕ те. Чăнах та шăпăрлансем вĕçтерсе çитрĕç. Кĕçĕн Каçалта пурăнаканскерсене Комсомольски салинчи 2-мĕш шкула ирхине ашшĕ машинăпа леçет, уроксем хыççăн вара лешсем çуранах таврăнаççĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр килĕштерсе пурăнакан Оксанăпа Андриян Козинсем чылай çул каялла çемье тăрук çапла пысăк йышлă пулса тăрасса чухламан та-и тен? Игорьпе Женя çут тĕнчене килнĕ хыççăн пурăна-киле хĕр «шыраса пăхма» кăмăл пулнă-ха кил ăшши управçин. Анчах хăйсен виççĕмĕш «кайăкне» кĕтсе илес вырăнне... ют варта тĕвĕленнĕ виçĕ пепкешĕн ашшĕ-амăшĕ пулса тăма пÿрнĕ.
«Пепке вăл хатĕрри те пулать...»
Козинсем пĕрлешсенех Андриян Витальевичăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле унăн тăван килĕнче пурăнма тытăннă. Çулсем иртнĕ май Кĕçĕн Каçалтах çĕр лаптăкне тивĕçнĕ те хăйсене ятăн çурт хăпартма тытăннă. Мал ĕмĕтлĕ çемье икĕ хутлă хăтлас тенĕ ăна. Йывăрлăхсене пăхмасăр кирпĕч çумне кипĕч хунă, кашта çумне кашта çапнă — строительство ĕçне вĕçне-хĕрне çитернĕ. Ялта хушма хуçалăх тытса пурăнакан çемьере çитĕннĕскерсем хăйсен «йăвине» выльăх-чĕрлĕхсĕр, сад-пахчасăр курма пултарайман паллах. Майĕпен хуралтăсем те хăпартнă çапла. Аслă ывăлĕ Игорь шкултан вĕренсе тухса хулана кайсан, кĕçĕнни Женя тăххăрмĕш класс хыççăн техникума каяс кăмăллине палăртсан икĕ хутлă капмар кил-çурт пушанса юласран чунтан пăшăрханнă.
— Çемьене ача илме чи малтан Женя сĕнчĕ. Сывлăх кăшт хавшанă май операци тунăччĕ мана. Ывăлăм урай çăватчĕ. «Анне, хĕр кирлех сана», — шÿтленçи тăвать хайхискер. «Халĕ, кунашкал лару- тăрура-и?» — эпĕ унпа чăнлăха пуçа илсех калаçрăм. «Ачасем хатĕррисем те пулаççĕ вĕт», — терĕ 11-12 çулти шĕвĕр.
Ун чухнехи калаçу патне темиçе çултан татах таврăнасса никам та шухăшламан. Анчах пĕррехинче çурхи каникулта Женя хăйĕн студент пиччĕшĕ патне хулана темиçе кунлăха кайсан ашшĕпе амăшĕ пÿртре сас-чÿ çитменнине туйса аптрасах çитнĕ.
— Эпĕ сана тахаçанах калатăп вĕт — ача илмелле, — аса илтернĕ тахçанхи шухăшне Женя.
Çакăн хыççăн канăç паман ыйтăва аслă ывăлĕпе сÿтсе явнă хĕрарăм. Игорь хирĕçлемен. Мăшăрĕпе сăмах хускатсан лешĕ малтан шухăша ырласах йышăнма васкаман. Тем вăхăтран Андриян Витальевич та килĕшнĕ. Козинсем Комсомольски район администрацийĕн опекăпа попечительство уйрăмне ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă пĕр хĕре хăйсен çунатти айне илме хирĕç маррине пĕлтернĕ.
— Пĕр хĕр вырăнне... виçĕ ача сĕнчĕç. Пĕр тăвансене пĕр-пĕринчен уйăрас теменнипе çыхăннă ку, — аса илчĕ çичĕ çул каялла пулса иртнине кил ăшшин управçи. — Сăн ÿкерчĕксемпе паллашрăмăр. Мăшăр малтанах нимĕн те чĕнмерĕ. Кăшт вăхăт иртсен тепĕр хут кăтартма ыйтрĕ те: «Мĕн тăсмалли пур вăхăта — кайса илер эппин», — терĕ.
8 çулти Катя, 4 çула çитмен Мадинăпа 1 çул та 2 уйăхри Руслан çĕнĕ кил-йышра малтанах ютшăнни куç кĕрет. Мадина çыхăнуллă калаçайман, Руслан — вăйĕ çитменрен утайман, кĕлеткепе ăс-тăн аталанăвĕ ÿсĕмпе пĕр килмен.
— Ун чухне эпĕ Раççей пенси фончĕн районти управленийĕн специалистĕнче вăй хураттăм. Ирсерен ĕçе каймалла — ачасене кампа хăварас? Колхоз саланнă хыççăн Мускав тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă мăшăрăмшăн аяккалла çул хупăнчĕ. Катя шкула çÿретчĕ, йăмăкĕпе шăллĕ вара — килте. Вĕсене кун каçа пăхакан кирлĕ вĕт. Тата выльăх-чĕрлĕх чылай усраттăмăр. Хушма хуçалăхра хĕрарăма ачисемпе кăна ĕçлесе çитерме йывăр. Мăшăр хуçалăха малалла аталан-тарасшăн талпăнчĕ. Çапла 2015 çулта вите лаптăкне пысăклатрăмăр, выльăх шутне ÿстертĕмĕр /хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх — 30-а яхăн пуç. — Авт./, фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, — Оксана Петровна çемье йышланнă май хуçалăха та аталантарнине çирĕплетрĕ.
«Эпĕ — амăшĕ»
— Чĕр чуна та шел. Ача вара кушак çури мар. Ăна пĕр йышăнтăн тăк «кирлĕ мар» тесе калаймăн. Мĕн пур яваплăха туйса, чун ăшшине хамăрăн пепкесенчен те ытларах пама тăрăшса малалла талпăнатпăр. Вĕсене ахаль те çăмăл мар шăпа пÿрнĕ, çавăнпа пурнăçне илемлетес тесе май пур таран тăрăшатпăр. Пăшăрханмасăр пулать-и вара? Акă пĕррехинче, ун чухне ача йышăннă çемьесемпе икĕ эрнелĕхе Словение канма кайнăччĕ, Катьăна çухатрăмăр. Сăранран çĕленĕ япаласем сутакан чаплă лавккара хăш хушăра çумран хăпса ĕлкĕрнĕ вăл? Вăл пĕр кĕтесре укçа енчĕкĕ тытнă та ăна уçать-хупать. Ачасем пăрçа пек сапаланма пултарнине унччен малтан курман-пĕлмен-ха та, — калаçăва тăсать кил хуçи ăш пиллĕ мăшăрĕ.
Оксана Козина районти ача йышăннă ашшĕ-амăшĕн канашне ертсе пырать. Кунашкал çемье пуçĕсен пĕрле калаçса уçăмлатмалли тупăнсах тăрать. Вăхăтран вăхăта ачасемпе пĕрле экскурси-похода, тĕп хулара иртекен мероприятисене тухса çÿреççĕ — çак ĕçе йĕркелессине лара-тăра пĕлмен амăшĕ хăйĕн çине илнĕ.
— Акă нарăс уйăхĕ — ĕнесем пăруламалли тапхăр — ирттĕр-ха, черетлĕ çул çÿреве чĕнĕп пурне те. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче ушкăнпа Хусана аквапарка çитсе килес ĕмĕт пур. Пĕрле тĕл пулса калаçсан, ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнса кăмăлĕсене уçсан малалла пурăнма хăват хушăнать, — О.Козина хастарлăхĕ чăннипех «тăкăнса тăрать» тейĕн.
Паллах, хальхи вăхăтра фермер хуçалăхне тытса пыма, хут ĕçне йĕркелесе пыма вăхăт кирлĕрен тата ача-пăчана тимлĕхсĕр хăварма пултарайманран хĕрарăм ытти ĕçе çÿремест. Тĕрлĕ органа çитсен хăйĕн должноçне кăтартма ыйтсан вăл мăнаçлăн: «Эпĕ — амăшĕ», — теме хăнăхнă. Çак сăмахăн тĕшшине, ахăртнех, туллин хăй кăна ăнланать. Талăкра миçе сехете тăсăлать-ши асăннă «должноçри» ĕç? Çакă та кашни амăшĕшĕн — тĕрлĕрен.
— Игорьпе Женя салтака кайса килчĕç. Кĕçĕнни инçех мар — Йошкар-Олара — хĕсметре тăчĕ, ун патне темиçе хутчен çитме май тупрăмăр. Игорь çар тивĕçне Хабаровскра пурнăçларĕ. Унта вăхăт пирĕннипе танлаштарсан 4 сехет маларах пырать. Эпир ирхине тăваттăра вăранса выльăх-чĕрлĕх патне тухатпăр. 4 сехет те 15 минут çитсен Игорь шăнкăравлатчĕ. Телефон сассине илтиччен вите-не кĕместĕмĕр, пÿрт алăкĕ умĕнчи крыльца çинче лараттăмăр. Пĕррехинче юлташĕ салтакран таврăнни çинчен каларĕ те — сасси çĕтрĕ. «Ывăлăм, эпĕ сан пата пыратăп!» — куççуле аран чарса хыттăн каларăм. Çийĕнчех интернетра çула тухмашкăн билет шырама тĕв турăм. «Çук, анне, эсĕ килĕн те кайăн, манăн вара юлмалла», — терĕ Игорь. Эх, çур çул куç типмерĕ вĕт! Никам та ан систĕр тесе ĕне сума тухсан макăраттăм, — амăшĕн чунĕ алă тупанĕ çинчи пек палăрать çак сăмахсенче.
Халĕ Козинсен аслă ывăлĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, ĕçлет. Куçăн мар майпа И.Яковлев Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет. Сăмах май, Женя та çавăнтах ăс пухать. Кашни эрне вĕçĕнчех тăван ялне васкать Игорь. Унта хăйне аслисем те, йăмăкĕ-шăллĕ те кĕтнине туять вăл. Ашшĕ ывăлĕсене техникăна мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă та — çĕр çинче аппаланмалли тапхăрта мĕн пур ĕçе Козинсем хăйсен машини-тракторĕпе пурнăçлаççĕ. Евгений — Комсомольски салинче пушарнăйра вăй хурать. 1 талăк ĕçленĕ хыççăн виçĕ кун — килте. Çав хушăра килти хуçалăхра тăрмашать. Аслисене кура кĕçĕннисем те — Катя, Мадина, Руслан — ĕç çумне çыпăçаççĕ. Акă вун пĕрти Мадина канмалли кун амăшĕ чуста хурасса кĕтсе кăна тăрать. Умне саппун çакать, тутăр çыхать те: «Эпĕ халь сан пекех, аннеçĕм», — тесе кукăль-çăмах унать. Хĕрсем кил ăшшин управçисем пулмаллине шута илсе амăшĕ ал ĕçне хăнăхтарать вĕсене. Çыхма, тĕрлеме, темĕн тĕрлĕ илемлĕ композици ăсталама вĕренеççĕ — тахçан учитель пулма ĕмĕтленнĕ Оксана Петровнăн пултарулăхĕ чăннипех тĕрлĕ енлĕ.
Чун канăçне ĕçре тупаççĕ
Çуллахи вăхăтра вара Козинсен туслă та ĕçчен çемйине тепĕр «чир» ерет: вĕсен пахчи — пуриншĕн те тĕслĕх. Помидор, чечек миçе сортне çитĕнтернине татăклăн хăйсем те пĕлмеççĕ. Ăçтан кăна туянмасть- ши, çырăнса илмест-ши вĕсене çут çанталăка кăмăллакан кил-йыш?!
— Ĕçлесе киленÿ илнине ачасем кураççĕ- туяççĕ. Алла телефон тытса е компьютер умне вырнаçса сывлăхне сиенлетиччен уçă сывлăшра вăхăта усăллă ирттерни хăйсемшĕнех паха. Ан тив, хальлĕхе кăткăсрах ĕçе ан пурнăçлаччăр — хамăр çумра кĕшĕлтетни пур пĕрех аван. Тавралăха юратас туртăм çакăнтанах пуçланать, — ĕçрен самантлăха пушаннă Андриян Витальевич та мăшăрĕпе пĕр шухăшлине палăртрĕ. Малалла вулас...
Ирина ПУШКИНА.