100 çулти ватă балалайка калать
Елчĕк районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 10 салтак пурăнать. Вĕсенчен чи асли — Энтепере пурăнакан Тихон Табаков. Çак эрнере вăл 100 çул тултарчĕ.
Елчĕк район администрацийĕн ертÿçи Николай Миллин вăрçă ветеранне Тихон Табакова çуралнă кунпа саламланă, вăл çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртнă.
Тихон Григорьевич 1942 çулта фронта тухса кайнă. Воронеж çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, минометчик пулнă. Салтак вăрçă кунĕсене манмасть. Пĕррехинче мина унпа юнашарах ÿкнĕ, анчах çурăлман. Çакна вăл асамлă çăлăнăç тесе йышăннă. Шанчăк ăна халĕ те пулăшать. Тихон Табаков чылай çул ялти чиркÿре чан çапакан пулнă, ырми-канми колхозра ĕçленĕ. Хисеплĕ ватă кăçатă йăвалать.
Пĕр ĕмĕре Тихон Григорьевич хаваслă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, хăнасемпе пĕрле «Катюша» юрланă, балалайка каласа савăнтарнă.
Ольга КАЛИТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.