Комиссаров-Вантера тăван тăрăха илсе килĕç-и?
"Аллă çул выртать Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют çĕрте. Арăмĕпе хăйĕн шăммисене тăван республикăна куçарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умĕн çырса хăварнă вăл", - çакăн пек çыру илтĕмĕр Пушкăртстанри Стерлитамакра пурăнакан Вячеслав Ерохинтан паян.
Гурий Комиссаров-Вантер 1883 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти учительсен шкулĕнче, Ĕпхÿри тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чăваш фольклористикине, чăваш этнологине, историне тата краеведенине тĕпченĕ. Писатель, публицист, тăлмач, литературовед, чĕлхеçĕ, педагог, философ, историк. Етĕрне уесĕнчи тата Епхÿри вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçленĕ. 1969 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Киров облаçĕнчи Санчурск поселокĕнче пытарнă.
Вера ЭВЕРККИ. Вячеслав ЕРОХИН "Хыпар" издательство çуртне ярса панă сăн ÿкерчĕксем.