Комментари хушас

6 Нарăс, 2020

Чăваш спортсменĕсем те палăрчĕç

Çак кунсенче Санкт-Петербург хулинче арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинче Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн йывăр атлетика енĕпе пысăк ăмăрту иртет.

ЦСКА «Инженерная» спорт комплексĕнче Раççейри 50 ытла регионтан 300 ытла спортсмен килсе çитнĕ. Çак ăмăртура çĕнтерекенсем ака уйăхĕн 1-12-мĕшĕнче Мускавра иртекен йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионатĕнче хутшăнма пултараççĕ.

Ăмăртура пирĕн чăваш спортсменĕсем те палăрнă - вĕсен пĕр ылтăн тата пĕр кĕмĕль медаль!

Пъедесталăн çÿллĕ картлашки çине Раççей спорт мастерĕ Наталия Шайманова хăпарма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Яна Кондрашова (Мускав облаçĕ), виççĕмĕшĕ - Алла Кайтукова (РСО — Алания).

«Кĕмĕл» медале тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Александра Козлова тивĕçрĕ. Пĕрремĕш картлашка çине Ольга Те (Мускав/Омск облаçĕ), виççĕмĕш картлашка çине Татьяна Алеева (Кемер тата Новосибирск облаçĕсем) хăпарчĕç.

Спортсменсене тата вĕсен наставникне — Раççей тава тивĕçлĕ тренерне Геннадий Иванова саламлатпăр!

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: