Комментари хушас

6 Нарăс, 2020

Мунчарах чĕри тапма чарăннă

Ираида Петрова — Чăваш Республикин професси патологийĕн центрĕн ертÿçи. Вăл профессипе çыхăннă чирсене тĕпчет, вĕсен сăлтавĕсене палăртать.

Ĕç условийĕсем витĕм кÿреççĕ

— Ираида Витальевна, эсир опытлă специалист. Çынна пĕрре курсах вăл ăçта ĕçленине тата унăн чирĕсене палăртаятăр-и?
— Çук /кулать/. Кун пекки кинора çеç пуль. Медсестран хĕп-хĕрлĕ алли тăрăх вăл латекслă перчетке тăхăнса ĕçленине тавçăратăп. Кăвакарнă пÿрнесем пациент чĕтренекен япаласемпе ĕçленине палăртаççĕ. Технологи аталанман, ытларах алă вĕççĕн ĕçленĕ чухне çын ăçта тата кам пулса тăрăшнине тавçăрма пулатчĕ- тĕр. Дояркăсене — алă лаппи тăрăх, атă ăстисене курпун тăрăх пĕлеттĕм.
Чăваш Енре професси чирĕсемпе çыхăннă статистика мĕнлерех?
— Малтанах «професси чирĕсем» ăнлава уçăмлатар. Вĕсене Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Професси чирĕсем сиенлĕ производство витĕмĕпе аталанаççĕ. Хими промышленноçĕнче, йывăр ĕçре, аллергенсемпе тата канцерогенсемпе çыхăннă тытăмра тар тăка-кансем шар кураççĕ. Организмра унччен тĕлĕрнĕ чир вăранать, вăй илеет. Халĕ пурнăçĕ çавнашкал, пĕрмай таçта васкатпăр. Стреслă лару-тăрăва пула нервпа психика, чĕрепе юн тымарĕн чирĕсем / аритми, кардиалги, гипертензи, инфаркт, геморрой/ аталанаççĕ. Вăхăтра тата тĕрĕс апатланманнине пула гастрит, холецистит, колит, панкреатит, дисбактериоз аптăратма пуçлаççĕ. Сахал хускалнине пула час-часах сахăр чирĕ вăй илет.
Статистикăна йĕрлетпĕр. Республикăра лару-тăру çакнашкал: 2018 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 10000 ĕçлекен пуçне 0,26 кунашкал тĕслĕх лекет.
Республикăри чи сиенлĕ, сывлăхшăн хăрушă специальноçсене асăнăр-ха.
— Ĕç условийĕсене тишкермелле. Талăкĕпе компьютер умĕнче ларакан программистăн куç çивĕчлĕхĕ чакать. Стреса пула нерв тытăмĕн чирĕсем вăй илеççĕ. Кунĕпех компьютер сĕтелĕ умĕнчен тăмасан унăн ĕçĕ сиенлĕ. Пачах урăхла тĕслĕх илер. Витĕр вĕрекен çил çинче ĕçлекен, уçă сывлăшпа сывлакан сварщик хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнать. Унăн организмне нимĕн те сиенлетмест. Калăпăр, специальноç пĕрех пултăр, анчах условисем расна. Заводра кивĕ оборудовани умĕнче ĕçлекен рабочи промышленноç аэрозолĕпе сывлать. Хăрушсăрлăх техникине шута илсе хута янă цехра ĕçлекен çыннăн ÿпкине вара сиенлĕ хутăшсем лекмеççĕ.
Сывлăхшăн хăрушă специальноçсен шутне промышленноç альпинизмне кĕртмелле. Çÿллĕ çурт тăрринче ĕçлекенсем ÿксе аманма пултараççĕ. Унсăр пуçне ОМОН подразделенийĕсенче тăракансене, взрывниксене палăртмалла. Снаряд çурăлнипе аманмаççĕ пулсан та унран тухакан сиенлĕ хутăшсене сывласа наркăмăшланас хăрушлăх пысăк.

Тухтăртан нимĕн те пытармалла мар

— Пациентсенчен ытларах чухне мĕн илтме тÿр килет?
— Заводра такамран сиенлĕ ĕçре тăрăшнăшăн санаторире канма май пуррине илтеççĕ те медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма шут тытаççĕ. Профпатолог вĕсен ĕç кĕнекине тĕплĕ тĕрĕслет. Хăшĕ-пĕри пĕр вырăнта нумаях та ĕçлемен иккен. Çавнашкаллисем пысăк шалуллă ĕç шыраççĕ, тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Вĕсен чирĕ ăçта ĕçленĕ чухне тата хăçан вăй илнине калама хĕн. Çын пĕр заводра вун-вун çул ĕçлесен професси чирĕн малтанхи паллисене палăртма, сывлăха çирĕплетмешкĕн сиплев ирттерме пулать.
Х ă ш ĕ - п ĕ р и м е д и ц и н а тĕрĕслевĕ витĕр васкаса тухать те ĕçе пуçăнать. Тепĕр чухне çакна «галочкăшăн» ирттернĕн туйăнать.
— Медицина тĕрĕслевĕ витĕр хăçан тухаççĕ? Организаци пуçлăхĕ ярсан. Вăл ĕç условийĕсене йĕркелет, ĕçлекеншĕн явап тытать. Тепĕр чухне тухтăрсене ÿпкеленине илтетĕп. «Эсир ăна тĕрĕсленĕ, ĕçлеме ирĕк панă. Вăл чирлĕ иккен, шаннă ĕçе пурнăçлаймасть», — теççĕ. Медицина ĕçченĕсене айăплама кирлĕ мар. Ĕç сĕнекенĕн — чăннине, тĕрĕслев тухаканăн мĕнле лару-тăрура ĕçлеме тивессине пытармалла мар. Гипертонипе /юн пусăмĕ ÿсни/ аптăраканшăн вăй хума юраман ĕç çук, анчах вăл противогазпа ĕçлеймест. Чĕре чирĕпе аптăракан çын та шыва чăммалли ĕçсене тăваймасть.
Шкул çумĕнчи çуллахи лагерьсене пăхса тухар-ха. Унта ĕçлес тесен учительсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, справка илмелле. Вĕрентекенсем специалистсен пÿлĕмĕсене кĕрсе тухаççĕ, анализ параççĕ те ĕçе пуçăнаççĕ. Ачасемпе ĕçлекенсен тĕплĕнрех тĕрĕслев витĕр тухмалла пек туйăнать. 
— Вĕрентекенĕн инфекци чирĕ тупăнсан ĕçлеме юрамасть. Гонорейăпа, трихомонадăпа чирлисене никам та ачасемпе хутшăнма ирĕк памĕ. Тепĕр хут калам, медицина тĕрĕслевне организаци ертÿçи палăртнипе ирттеретпĕр. Лагерьте йывăр ĕçлемелле пулсан директор çакна палăртатех, педагога тĕплĕнрех тĕрĕслеме ыйтать.
Юлашки çулсенче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхĕ еплерех?
— Пĕлетĕр: усал шыçă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансен шучĕ ÿсет. Çут çанталăк вараланни, тĕрĕс мар апатлану, стреслă лару-тăру çын организмне сиен кÿреççĕ. Вируслă гепатит, туберкулез, холера чирĕсем «чакрĕç», анчах урăххисем вăй илчĕç. Юлашки çулсенче çынсен сывлăхĕ начартарах тесе калаймастăп. Ку таранччен усал шыçă чирĕсене анлă сÿтсе явман. Халĕ пациентăн çак чир пулма пултарассине те шута илеççĕ. Çут çанталăк тасамарланнине шута илсен усал шыçă чирĕсем малашне те аталанĕç.

Çăмăллăхсене тивĕçеççĕ

— Професси чирне палăртма йывăр-и?
— Тепĕр чухне тĕрĕс диагноз лартма йывăр. Ĕç кĕнекине, санитари условийĕсене, ĕçри сиенлĕ факторсене тишкеретпĕр. Çавăнпа малтан диагноз палăртатпăр. Чир чăнах та ĕç условийĕсемпе çыхăннă пулсан çăмăллăхсем пулĕç. Сывлăха сиен кÿрекен вырăнта тăрăшакансене сĕт параççĕ, вĕсене ытларах кантараççĕ. Кардио- тата онкодиспансерта ĕçлекен рентгенологсем çак çăмăллăхсене тивĕçеççĕ.
Ĕçе вырнаçас тĕллевпе çын хăйĕн чирĕсене пытарма пултарать. Пуç мими суранлансан общество транспорчĕн водителĕнче ĕçлеме юрамасть. Авари пулсан çакă çиеле тухать, организаци пуçлăхĕн явап тытма тивет.
— Пуç çинчи суран тĕрлĕрен пулать. Пĕр-икĕ сехетренех ура çине тăрса чупакан та, эрнипех выртакансем те пур. Организаци ертÿçин тимлĕ пулмалла. Çын сурана пула вăрах сипленнине пĕлсен чир сăлтавне ыйтса пĕлмелле, медицина тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвне тишкермелле. Тухтăрсем суран организма сиен кÿменнине ĕнентерсен ĕçе йышăнма юрать.
Анчах инкек сиксе тухсан ĕçе илекене айăплаççĕ, явап тыттараççĕ-çке-ха.
— Çавăнпа ĕçе вырнаçсанах хăрушсăрлăх техникипе паллашаççĕ. Инструкцие пăхăнманни инкек патне илсе çитерет. Рабочи сисчĕвленменни, хыпаланни шар кăтартаççĕ. Çакнашкал тĕслĕх тем чухлех. Тĕслĕхрен, ĕçлекен çын муфтăна лайăх çирĕплетмен те газпа наркăмăшланнă. Касакан хатĕрсемпе ĕçленĕ чухне алла чикмелле мар. Организаци ертÿçин кăна мар, ĕçлекенĕн те яваплăрах пулмалла. Столовăйне кайма май çук пулсан килтен апат илсе килмелле. Тĕрĕс апатланмасан вар-хырăм чирĕсем аталанаççĕ.
Эпир хамăра упрамастпăр. Пĕр тĕслĕх асрах. Водитель сакăр сехет машинăпа килнĕ. Канмасăрах вĕри мунчана кайнă та… чĕри тапма чарăннă.
Кунĕпе компьютер умĕнче ĕçлекенсене мĕн сĕнетĕр?
— Ĕçе хăрушсăрлăх техникипе паллашнинчен пуçламалла. Пÿлĕмре компьютерсене тĕрĕс вырнаçтармалла. Вĕсен хушшинче пĕр метр çурă пулмалла. Тĕрĕс пукан суйламалла. Кашни 40 минутран куçа кантарма гимнастика тумалла: çÿлелле-аялалла, сылтăмалла- сулахаялла пăхмалла. Унтан куç шăрçине малтан — сехет йĕппи куçнă май, унтан тепĕр май çавăрттармалла. Кашни хăнăхтарăва 6-8-шар хут тумалла. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.