Комментари хушас

6 Нарăс, 2020

Тренялĕнче альпаксем те пур

Муркаш районĕнчи Тренялĕнче пурăнакан Виктор Мальчихин фермер хуçалăхĕнче йыш хушăннă: кил хуçи Калуга облаçĕнчен виçĕ альпак тата заанен йăхĕнчи икĕ качака илсе килнĕ.

Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин пĕлтернĕ тăрăх, илсе килсенех альпаксемпе качакасене вăтăр кунлăха карантина вырнаçтарнă. Çак тапхăрта чĕр чунсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ, прививкăсем тунă.

Палăртмалла: альпаксене ытларах чухне паха çăмĕшĕн усраççĕ. Вăл сурăхăнни пекех ăшă, анчах чылай çăмăлрах. Чĕр чунăн какайĕ те паха шутланать: унра, ытти выльăхпа танлаштарсан, холестерин самай сахалрах.

Кĕске шурă çăмлă заанен качакисене сĕт суса илессишĕн тытаççĕ. Ытларах чухне çак чĕр чун мăйракасăр пулать.

Ирина АЛЕКСЕЕВА. Forum.na-svyazi.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: