Комментари хушас

5 Нарăс, 2020

Потребительсен прависене хÿтĕлес ыйтусемпе канашларĕç

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Иванов потребительсен прависене хÿтĕлессипе патшалăхпа муниципалитет органĕсем 2019 çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Надежда Луговская хăй ертсе пыракан Роспотребнадзор управленийĕ потребительсен прависене хÿтĕлесе пĕлтĕр Чăваш Енре пурнăçланă ĕçсем, тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарта потребительсен прависене хÿтĕлессипе тунă мероприятисем çинчен пĕлтерчĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Иванов интернетпа саккас парса продукци туянакан-сутакан потребительсен прависене хÿтĕлес тĕллевпе республикăра йышăннă мерăсене тишкерчĕ. Çавăн пекех ку енĕпе тăвакан ĕçсемпе Роспотребнадзор управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри 8613-мĕш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Олег Николин, Раççей Почтин республикăри управленийĕн директорĕн заместителĕ Екатерина Петрова паллаштарчĕç.

Ларура пассажирсене илсе çÿрекен автотранспортăн ĕç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

— Патшалăх тата муниципалитет органĕсем ертсе пынипе потребительсен ыйтăвне туллин тивĕçтерсен те вĕсен кăмăлĕ лайăхрах пулĕ, — терĕ Олег Николаев. — Ку тĕллеве тĕрлĕ майпа, çав шутра нумай енлĕ сервиссемпе, пурнăçламалла.

Ларура координаци канашĕн кăçалхи ĕçсен планне çирĕплетрĕç. Олег Николаев республикăн тивĕçлĕ органĕсенчен вĕсене вăйлатма ыйтрĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: