Комментари хушас

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ирхине Правительство членĕсемпе курнăçрĕ, Министрсен Кабинетне отставкăна яни çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтерчĕ.

Указ пирки министрсем капла та пĕлетчĕç ĕнтĕ, кун йĕркине палăртмасăр тĕл пулас тенине вара Олег Алексеевич çак йыша сывлăх сунас, указа алă пусни «кирлĕ процедура пулнине» пĕлтерес тенипе сăлтавларĕ. Çав вăхăтрах министрсене пурне те хăйсен тивĕçĕсене малалла пурнăçлама сĕнчĕ — çĕнĕ йышăнусем пуличчен, «и.о.» статуспа.

Çав «çĕнĕ йышăнусем» вăрах кĕттермĕç, республика ертÿçи вĕсем çывăх вăхăтрах пулассине çирĕплетрĕ — «вăраха ямасăр татса пама тăрăшăп». Малтан министр тивĕçĕсене пурнăçлакан кашни çынпа тивĕçлĕ консультацисем пулĕç, Олег Николаев кашнин вăл е ку должноçри шăпине вĕсем хăйсем яваплă сферăсенчи ĕçсене мĕнле йĕркеленине кура татса парĕ.

Паллах, пурне те çĕнĕ Правительствăра камсем пуласси интереслентерет. Хуравĕсем çук-ха, анчах Олег Алексеевич вăрттăнлăх чаршавне кăшт кăна сирчĕ. Министрсен тивĕçĕсене пурнăçлакансемпе калаçнă май вăл татăклăн каларĕ: «Сиртен чылайăшĕпе малалла ĕçлĕпĕр».

Умри плансем пирки каланă май вăл пурне те ĕçĕн хальхи хăвăртлăхне чакарма мар, пачах тепĕр майлă — тата та пысăклатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе Владимир Путин тĕслĕхĕ пур: Федераци Пухăвне янă çырура пысăк тĕллевсене тин кăна палăртрĕ — «вĕсене пурнăçлама пикенчĕ те — питĕ хăвăрт». Çак хăвăртлăха вăл Раççей субъекчĕсенчен те, муниципалитетсенчен те кĕтет.

Олег Николаев Конституцие улшăнусем кĕртессин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, умра çавăн пекех — влаçăн пĕр пĕтĕмĕшле тытăмне йĕркелессипе çыхăннă пысăк ĕç. Вăл чылай чух шăпах влаçăн регион тата муниципалитетсен шайĕнчи сыпăкĕсен чиккинче нумай ыйту çуралнине палăртнă май вĕсене çураçтармалли çинчен каларĕ. Çавăн пекех наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтасси пирки асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен ку халăх пурнăçĕн пахалăхне тÿррĕнех пырса тивет. Çынсен пурнăçĕн шайĕ вара — влаç ĕçне хакламалли тĕп индикатор.

Кĕске тĕл пулăва Олег Алекссеевич пурне те ĕçшĕн тав тунипе вĕçлерĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: