Комментари хушас

30 Кăрлач, 2020

«Республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвасчĕ»

Паян Шупашкарти Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа паллаштарчĕ.

Çак мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район-хула пуçлăхĕсем, общество хастарĕсем, журналистсем хутшăнчĕç. Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Патшалăх Думин депутатне Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма шаннă. Çав Указпах Михаил Игнатьева ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнчен хăтарнă. Мероприятие уçнă май Игорь Комаров Олег Николаева чăваш çĕрĕнче лайăх пĕлнине палăртрĕ: «Вăл кунта çуралса ÿснĕ, унăн ĕç биографийĕ пĕтĕмĕшле илсен республикăпа çыхăннă».

Полпред Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатса пыма тĕллев лартнине аса илтерчĕ. Çакăн пирки çĕршыв Пуçлăхĕ наци проекчĕсенче те, Çырура та палăртнă. Тĕп тĕллевсен шутĕнче — ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсене анлăлатасси, экономикăна вăйлатасси. «Олег Алексеевич пилĕк ача ашшĕ пулнă май йышлă çемьесене патшалăх енчен пулăшни мĕн тери пĕлтерĕшлине лайăх ăнланать. Вăл Чăваш Енри влаç органĕсенче тата экономика секторĕнче ĕçлесе курнă, регионти лару-тăрăва та, кунти экономика аталанăвĕн майĕсене пĕлет», — терĕ Игорь Комаров.

Вăл Чăваш Енре ял хуçалăхĕ лайăх аталанса пынине пĕлтерчĕ. Пирĕн регион Атăлçи тăрăхĕнче çĕр улми, сĕт туса илес енĕпе лидерсен шутĕнче. Чăваш Енре туса илекен ял хуçалăх таварне 37 çĕршыва ăсатаççĕ. Социаллă сферăра та ырă улшăну нумай. Полпред Чăваш Енре юлашки икĕ çулта çĕнĕ 5 шкул тата 16 садик уçнине каларĕ. Регионта 3 çултан аслăрах ачасене пурне те садиксенче вырăнпа тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Тĕллев — 3 çултан кĕçĕнреххисен черетне пĕтересси. Çавăнпа шкулчченхи учрежденисем тата хăпартмалла, хушма вырăнсем йĕркелемелле. Шкулсем тăвас тата пуррисене юсас енĕпе те ĕçлемелле. Игорь Комаров Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ те йĕркеллĕ аталанса пынине палăртрĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕ пĕлтĕр 73 çулпа танлашнă. Юлашки 7 çулта 200 ытла ФАП тунă. Васкавлă медицина пулăшăвĕн службин автопаркне тĕпрен çĕнетнĕ.

«2020 çул — Чăваш Еншĕн юбилейлă çулталăк. Регион Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвать. Çавна май влаç органĕсен çынсем хăйсен пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулнине туйма пултарччăр тесе тăрăшмалла», — терĕ Игорь Комаров. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçĕн хăвăртлăхĕпе динамикине сыхласа хăвармаллине палăртрĕ: «Тата, паллах, регионти йывăрлăхсене татса парас енĕпе тăрăшса ĕçлемелле: уйрăммăн илсен халăх тупăшне пысăклатасси, пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси».

Олег Николаев Раççей Президентне Владимир Путина хăйне шаннăшăн тав турĕ. Чи малтан татса памалли тĕллевсен шутĕнче вăл наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнин тухăçлăхне ÿстерессине, Президентăн çу уйăхĕнчи указĕсенче палăртнă кăтартусене чăна çавăрассине асăнчĕ. «Ку енĕпе пирĕн пурин те — влаç органĕсен тата муниципалитетсен, бизнесăн, общество пĕрлешĕвĕсен — тачă çыхăнса ĕçлемелле. Хальхи граждан обществин институчĕсен республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвас, пĕтĕм шайри бюджетсен кашни тенкипе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештермелле», — терĕ Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Игорь Комаров Олег Николаева çĕнĕ ĕçре ăнăçу сунчĕ. «Чи кирли — халăхпа çыхăну ан татăлтăр, çынсен ыйтăвĕсем тимлĕхсĕр ан юлччăр. Вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать», — çирĕплетрĕ полпред. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Паянах Правительство çуртĕнче Игорь Комаровпа Олег Николаевăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне сÿтсе явнă.

ПИРĔН СПРАВКА

Олег Алексеевич Николаев 1969 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. 1985 çулта Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ, 1998 çулта — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне. 1991-1992 çулсенче «Монолитстрой» пĕрлешÿре тимĕр-бетон тата строительство конструкцийĕсен монтажникĕнче, 1992-1996 çулсенче — «Бодигард» обществăра водительте, «Текстильмашра» хăрушсăрлăх службин специалистĕнче, «Восход-1» предприятин техник-строителĕнче, тĕп бухгалтерĕнче, «Спецсвязьстрой» обществăн тĕп бухгалтерĕнче ĕçленĕ. 1996-2000 çулсенче — «Телефонстрой» обществăн тĕп бухгалтерĕ, директор заместителĕ, 2000-2002 çулсенче — «Пĕчĕк бизнесăн лизинг компанийĕ» обществăн директорĕ. 2002-2004 çулсенче ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин предпринимательсен ĕç-хĕлĕн аталанăвĕн департаменчĕн ертÿçи, министр заместителĕ пулнă. 2004-2008 çулсенче — «Телефон-Строй» обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ, «АЛЗА» обществăн директорĕн экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен заместителĕ. 2008-2009 çулсенче — Пĕтĕм тĕнчери ĕçтешлĕхĕн центрĕн директорĕ, «Россия» ассоциацин вице-президенчĕ. 2009-2013 çулсенче «Мособлбанкра» операци офисĕн управляющийĕнче, банкăн Шупашкарти филиалĕн директорĕнче ĕçленĕ. 2013-2015 çулсенче «Открытие» банкра тăрăшнă, проект ертÿçи пулнă, каярахпа «Ханты-Мансийский банк Открытие» проект ертÿçи пулнă. 2011 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи авăнччен — Чăваш Республикин 5-мĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ. 2016 çулхи авăн уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн 7-мĕш суйлаври Патшалăх Думин депутатне суйланнă /«Справедливая Россия» партирен/. 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕччен — Думăн национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ.

ШУХĂШ

Юрий КИСЛОВ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:

«Справедливая Россия» партин Олег Николаева республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана лартассипе çыхăннă сĕнĕвне Владимир Путин Президент йышăнни тĕрĕсех темелле. «Единая Россия» саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаçра халĕ те малти вырăнсене йышăнать. Эпир влаçа парас теместпĕр — кун пирки иккĕленмелли çук. Хăш парти лайăххине хамăр ĕçпе кăтартăпăр. «Енчен те «Справедливая Россия» Чăваш Ен халăхне хавхалантармалла ĕçлеме пуçлать тĕк — эпир ку партие чи малтан ырлăпăр. Манăн шухăшпа, эпир хамăрăн тĕллевсемпе идейăсемшĕн кĕрешнĕ май Владимир Путинăн идейисене, наци проекчĕсене, хамăрăн партин проекчĕсене пурнăçа кĕртĕпĕр. Пирĕн вăй — пĕрлĕхре. Чăваш Енре пурăнакансем çакна çывăх вăхăтрах туйса илĕç тесе шухăшлатăп.

www.hypar.ru.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Cap.ru  сăн ÿкерчĕкĕ.