«Хĕрарăмшăн ĕçлесе пурăнтăм»
Кÿкеçри ваттисен çуртне Владимир Язиков ниçта кайма çуккишĕн, пĕччен пурăнайманнишĕн килмен. 65-ри арçын кунта канать, сывлăхне çирĕплетет. Хăтлă условиллĕ пÿлĕмшĕн укçа тÿлесе пурăнма шел мар ăна. Унăн ачи-пăчи çук, арăмĕсенчен уйрăлнă, ашшĕ-амăшĕ ку тĕнчере çук, пĕртен-пĕр çывăх тăванĕ шăллĕ Саша пĕлтĕр вилнĕ.
«Ăслăччĕ, çамрăкчĕ…»
Владимир Юрьевич Пăрачкавра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, кайран кĕçĕн классен учителĕ пулнă. Хăлхи лайăх илтме пăрахсан пыл хурчĕ ĕрчетнĕ. Амăшĕ сыр тăвакан мастерта ĕçленĕ. Владимир шкула «3» паллăсемсĕр вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕнĕ. «Профессипе эсĕ кам?» — тесен çапла хуравларĕ вăл: «Пĕтĕм ĕçе ăста». /Мĕншĕн çапла каланине каярах ăнлантăм./
Хăй вара инженер-механик дипломне илнĕ. Вăл вăхăтра ку спе-
циалист пур çĕрте те кирлĕ пулнăçке. Техникăна ачаран юратасси
ашшĕнчен куçнă иккен. Ывăлне вăл нумай ĕçе вĕрентнĕ. Институт
хыççăн Володьăна направленипе Чикмене (Козьмодемьянска) янă.
Çулталăк çурăран салтак атти тăхăннă. Уссурийскра танк çарĕнче
тăнă вăл. «Эпĕ вĕреннĕ институтра çар кафедри çукчĕ, çавăн-
па салтак пурнăçне эпĕ ыттисемпе танах астиврĕм», — аса илчĕ
«чунпа эпĕ халĕ те танкист» текенскер. Киле вăл лейтенант па-
кунĕпе таврăннă.
Икĕ эрне каннă хыççăн пĕр курсра вĕреннĕ юлташĕ чĕннипе
Пăрачкаври «Мелиораци» ПМКна тĕп механике ĕçе вырнаçнă. «Ăс-
лăччĕ, çамрăкчĕ… Сельхозхимие тĕп инженера куçрăм. 3 çул иртсен
хамăр салари профтехучилищĕне /ПТУ/ пысăкрах шалупа астарса
преподавательте ĕçлеме чĕнчĕç.
Кайран 7 çул директорăн заместителĕ пултăм», — инженертан педа-
гог пулса тăнине каласа пачĕ Владимир Язиков.
Пулас мăшăрĕпе Евгенийăпа студент чухне юлташĕсен
туйĕнче паллашнă вăл. Хĕр те Пăрачкав районĕнчен, ун чух-
не пединститутра вĕреннĕ. Анчах вĕсем савнисем пек çÿремен.
Володя çартан таврăнсан салара çав хĕре ăнсăртран тĕл пул-
нă. Женя райхаçат корреспонденчĕ иккен, пĕр кинемей патĕ-
нче хваттер тара тытать. Çакăн хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне куçран
вĕçертмен. Пĕрлешсе 20 çул пурăннă, пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ.
/Тухтăрсем Евгенийăна урăх ача çуратма хушман./ Анчах хăйĕн 20
çулхи çуралнă кунĕнче ывăлĕ Юра хыпарсăр çухалнă.
Сăр хĕррине кайсан
Ун чухне Юра хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут отпуска тухнă. Вăл
Пăрачкавра гипс шахтинче компрессор машинисчĕ пулнă. Çурал-
нă куна çут çанталăкра паллă тумашкăн юлташĕсемпе пухăн-
са кайнă. Кимĕпе Сăр урлă ишсе каçнă. Савăннă, ĕçнĕ-çинĕ… Кай-
ран пĕр кимĕ тата Юра çухалнă. Мĕн пулса иртнине никам та та-
тăклăн калайман. Каччăн виллине тупайман. Çавăн чухне ашшĕпе
амăшĕ епле ухмаха тухман-ши? Владимир Юрьевич хăй пĕр уйăх
ытла кашни кун юхан шывпа ишсе ывăлне шыранă. Водолазсене те
чĕннĕ, ял-йышпа вăрманта ура пусман вырăн хăварман. Шупаш-
картан йытăсем те илсе килнĕ. Анчах кăлăхах. Никам та пулăшай-
ман. Ку инкек 2002 çулта пулнă. Кайран Володьăпа Женя уйрăлнă.
Сăлтавне арçын каларĕ: «Арăм тем ухмахланма пуçларĕ… Эпĕ
кунĕн-çĕрĕн ĕçреччĕ». Вăй питти арçыннăн вăхăчĕ
ытларах ĕçре иртет. Владимир Юрьевич пек анлă профильлĕ
специалистăн — пушшех те. ПТУран кайнă хыççăн вăл «ГиПор»
/Пăрачкав гипсĕ/ организацире механикре тăрăшнă. Рудник
хута ярассишĕн тăрăшнă специалистсенчен пĕри вăл. Лайăх
ĕçленĕшĕн хисеп хучĕсем, алла çыхмалли сехет те тивĕçнĕ вăл.
Кайран ку ĕçре тĕшмĕртнине кура ăна пуçлăхсем хистесех Мускава
илсе кайнă. Шахта тăвакан управленийĕн «Шахтспецстрой» тре-
стăн тĕп инженерĕн должноçне панă ăна. Çавăн пекех вăл тĕп
энергетик, тĕп проектировщик та пулнă. «Çĕршывра нумай-нумай çĕрте шахтăсем уçăлчĕç. /Кайран
пĕчĕккĕн хупăнса пычĕç вĕсем./ Трестра 126 шахта хăвăлĕччĕ.
Эпĕ ĕç пÿлĕмĕнче ларманпа пĕрех. Пĕр çу Урала кăна 15 хут-
чен самолетпа вĕçрĕм. Пăрачкаврипе танлаштарсан, темиçе хут
пысăк шахтăсем пурччĕ, вĕсем 1,5-2 çухрăм тăсăлатчĕç. /Пăрач-
кавра 50-шар метрлă 2 хăвăл пулнă./ «Шахтспецстрой» — Совет Со-
юзĕнче шахтăсен строительствипе ĕçлекен пĕртен-пĕр органи-
зациччĕ. Эпĕ 15 çул ĕçленĕ хушăра аварисем пулнине астума-
стăп, шахтăсем сывлăхшăн та сиенлĕ марччĕ», — аса илчĕ Влади-
мир Юрьевич.
Укçана вăрттăн кăларса илнĕ
Мускавра ĕçлесе пурăннă чухне вăл хăйсен районĕн хĕрарăмĕ-
пе Александрăпа çывăх хутшăнма тытăннă. Вĕсем унчченех пĕр-
пĕрне палланă-ха. Пĕр кунхинче Александра Володьăн телефон
номерне çын урлă ыйтса пĕлнĕ те ун патне шăнкăравланă. «Пĕрре
килчĕ, иккĕ… виççĕмĕшĕнче пурăнма юлчĕ», — çапла каласа пачĕ
Владимир. Сашăн Пăрачкавра 15-ри ывăлĕ Игорь пĕчченех юлнă,
амăшĕ ăна вĕрентсе кăларас, ура çине тăратас тесех Муска-
ва çÿренĕ, пĕр çемьере ача пăхнă. Кайран Володьăпа Алексан-
дра ЗАГСа кайса çырăннă. Вĕсем 7 çул пурăннă хыççăн уйрăлнă.
«Ывăлпа кăна пурăнас килет теме тытăнчĕ. Паянхи кун та иккĕшĕ
Мускавра. Сашăпа эпĕ хутшăнмастăп. Эпĕ уншăн, ывăлĕшĕн
йăлтах турăм. Пăрачкаври хваттерне юсаса патăм. Крыма канма
илсе кайрăм. Укçасăр лартман, вĕçĕмех параттăм пулин те вăрт-
тăн кăларса илетчĕ. Сиссен асăрхаттарсан: «Игорь валли», — тесе
тÿрре тухатчĕ. Кун хыççăн пĕр хĕрарăмпа та çыхланас килмест»,
— терĕ арçын.
2013 çулта «Шахтспецстрой» треста Питĕрти фирма туяннă,
штата кĕскетнĕ. Владимир Язиков ĕçсĕр юлнă. Лайăх пĕлĕшсем
пулăшнипе вăл ют çĕршыври фирмăпа çыхăнса Мароккăна ĕçлеме
тухса кайнă. Çав тăрăхра шыв тĕлĕшпе питĕ йывăр лару-тăру
пулнине кура пĕве, ун тавралла каналсем чавнă. Пирĕн çĕршыв-
ран 11 специалист, вăл шутра Владимир Юрьевич тĕп механик
пулса, çав ĕçе хутшăннă. Шалу лайăх тÿленĕ. Владимир Юрье-
вич каланă тăрăх, пирĕн укçа çине куçарсан уйăхсерен 180 пин
тенкĕ илнĕ.
Тĕнче вăл самаях касса çÿренĕ. Алжира, Кубăна, Ливана, Брази-
лие, Вьетнама… командировкăна консультант евĕр çÿренĕ.
130 пин тенкĕлĕх — ылтăн эреш
Марокко хыççăн Мускаврах техника юсакан мастерта ĕçленĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван салана таврăннă.
— Пенси 15 пин тенкĕ илетĕп, — тени тĕлĕнтерчĕ.
— Эсир пысăк укçана хăнăхнă та халĕ мĕнле пурăнатăр? — ыйтма-
сăр чăтаймарăм.
— Вăл укçапа эпĕ усă курнă тетĕр-и?
— Кам тата?
— Хĕрарăмсемшĕн ĕçлесе пурăнтăм! Мароккăра ылтăн
йÿнĕччĕ. Арăм валли 130 пин тенкĕлĕх эреш туянса килтĕм, —
иккĕмĕш арăмĕ аванах «сунине» палăртрĕ арçын. Ĕçлеме пăрах-
нă хыççăн, пенсие тухсан, вăл ăна кирлĕ мар пулса юлнă.
Пĕрремĕш арăмне Владимир Юрьевич ун пек иртĕхтермен,
укçа-тенкĕ ун чухне сыпăнтаркаласа пурăнмалăх кăна çитсе
пынă. Авлансанах çамрăксем Володьăн тĕп килĕнче амăшĕ-
пе пĕрле пурăннă. /Ашшĕ ун чухне вилнĕ ĕнтĕ./ Кайран Сельхоз-
химире ĕçленĕ чухне арçынна 3 пÿлĕмлĕ хваттер панă, анчах хăт-
лă условисемсĕр пулнă вăл. ПТУна куçсан ăна 2 пÿлĕмлипе улăш-
тарнă. Тăван килĕ юнашарах пулнăран Володя унта кашни кун кай-
нă, выльăх пăхма çÿренĕ, пахча çимĕç ÿстернĕ. «Хваттер халĕ
çук», — терĕ вăл.
Пăрачкавра Язиковсен пысăках мар йывăç çурт, вăл ашшĕ
тунăскерех. Газпа шывне Володя кĕртнĕ. Кăçал çулла канализаци хурасшăн-мĕн. Çапла калани мана, паллах, тĕлĕнтерчĕ. Ку ĕçсене укçа нумай ĕçлесе илнĕ чухне мĕншĕн туман-ши?
Иртнĕ канмалли кунсенче кăна-ха шăллĕн ывăлĕ Паша ăна тăван килне илсе кайнă. Кушак унта
пĕчченех пурăнать. Хуçи ваттисен çуртне кайиччен ăна юлташĕ-
сене парса хăварнă пулин те чĕр чун киле тарнă. Ăна пырса апат
çитерекен çынсем пур. Тăван килне Владимир Юрьевич шăллĕн
ывăлĕсем çине çурмалла çыртарнă. Пашăпа Андрей авланнă,
ача-пăчаллă. «Андрея Мускава ĕçе хам вырнаçтартăм. Питĕ ăслă
ача. Ĕçмест, туртмасть. Йĕкĕрешсем çуралчĕç, икĕ çултанах
тепĕр хĕр пĕрчи кун çути курчĕ.
Ачисем пĕчĕк пулин те вĕсен пуласлăхĕшĕн халех тăрăшать. Му-
скавра икĕ хваттер туянчĕ, юсарĕ. Паша Шупашкарта пурăнать, ăна
ашшĕнчен 3 пÿлĕмлĕ хваттер юлчĕ. Эпĕ вĕсем патне хăнана
кайса килкелетĕп. Мăшăрĕсем кăмăллă. Шăллăмăн ывăлĕсемшĕн
савăнатăп», — калаçрĕ Владимир Язиков. «Ваттисен çуртне ки-
личчен вĕсем патне кайса пурăнас шухăш пулман-и?» — ыйтрăм
унран. «Çу-ук! Мĕн тесе çынсене чăрмантарас? Хăйсем тĕллĕн
пурăнччăр. Мана кунта та лайăх, курортри пек туятăп», — пытар-
марĕ вăл.
Владимир Юрьевич апат тутлă пĕçернине каларĕ. Ку ĕçпе аппа-
ланма юратать вăл. Пĕччен те питĕ лайăх пурăнаять. Ваттисен çуртне
вара сывлăхĕ кăштах хавшанăран килнĕ. Палăртам: вăл инвалид мар.
Мускавран таврăнсан сывлăхĕ лайăх пулнă-ха. Юлашки вăхăтра ури
шыçма тытăннă. Вăл тĕрлĕ районта ваттисен çуртĕнче пурăннă, ан-
чах Кÿкеçре ытларах килĕшет ăна.
«Пăрачкава поликлиникăна кайрăм. Мана пырса пăхакан та пул-
марĕ. Кунта лайăх усраççĕ, тухтăр çырса панă эмелсене ĕçетĕп.
Çĕнĕ çула ваттисен çуртĕнче кĕтсе илтĕм. Пÿлĕмре ларса вăхăта ирт-
терместĕп, мероприятисем тăтăш иртеççĕ те унта хутшăнатăп, çын-
семпе калаçатăп», — терĕ Владимир Юрьевич.
Халĕ вăл ĕçмест, туртмасть.
Юлашки хут шăллĕне пытарнă чухне эрех сыпнă-мĕн. Стреспа
кĕрешмешкĕн ăна вăрмана кăмпана, Сăра пулла çÿрени пулăшать. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН.