Комментари хушас

30 Кăрлач, 2020

Шупашкара 2400 ытла видеокамера сăнать

ÇÇХПИ ĕçченĕсен çул-йĕр йĕркине пăсакансем тĕлĕшпе мĕн чухлĕ протокол çырмалла? ЧР ШĔМĕн кинологи службинче миçе йытă полици ĕçенĕсемпе тан тăрăшать? «02» службăн сотрудникĕсем талăкне миçе шăнкăрав йышăнаççĕ? Çакнашкал чылай ыйтăвăн хуравĕ Шу-пашкарти темиçе аслă шкулсен студенчĕсемшĕн уçăмланнă. Пурĕ 15 çамрăк йăлана кĕнĕ «Студентсен десанчĕ» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

Мероприяти кăрлачăн 17-мĕшĕнче старт илнĕ. Çав каçхинех «десантниксене» ушкăнсене пайласа полицин тĕрлĕ подразделенийĕсене илсе кайнă. Коопераци институчĕн тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем патрульпе пост службин ĕçĕпе паллашнă. Хулари çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи талăкĕпе эрех-сăра сутакан вырăнта пулнă çеç мар, ÿсĕрсене полици уйрăмне илсе çитерме те пулăшнă.
Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр техника университечĕн Атăлçи тăрăхĕнчи филиалĕн студенчĕ Артем Финин ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе рейда тухнă. «Эп рейда хутшăннă каç пăтăрмахсăр иртмерĕ. Автомобиль водителĕ заправкăра пулнă хыççăн шланга кăлармасăрах тапраннă. Автозаправка хуçисем ÇÇХПИе пĕлтерсен çула тухрăмăр. Бензобакран шланг сĕтĕрĕнсе пыракан машинăна часах тупрăмăр. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекенсен çав тери нумай çырмалла, хутпа ĕçлемелле иккен! Кун пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Акци вăхăтĕнче ÇÇХПИ музейĕнчи экспонатсемпе те паллашрăм. «Гром» спецназ отрячĕ, кинологи служби кăмăла кайрĕ. Эксперт лабораторийĕнчи экскурсире те тĕлĕнмелли тупăнчĕ: экспертизăна ШĔМрех ирттереççĕ-мĕн. Кинологсем хатĕрлекен йытăсем пире, чăнах та, тыткăнларĕç. Çав тери ăслă. Вĕсем взрывчаткăна е наркотике епле шыраса тупма пултарнине хамăр куçпа куртăмăр. Кинологи центрĕнче — пурĕ 50 яхăн йытă полици ĕçченĕсемпе пĕр тан службăра тăрать. Ытларах — нимĕç овчарки. Хура лабрадора та асăрхарăм», — шухăш-кăмăлне пайларĕ 19-ти каччă. Ăна спецназ илĕртет, пуласлăха унпа çыхăнтарма ĕмĕтленет.
Хăйне евĕр акцие кăрлачăн 23-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ май ШĔМре унта хутшăннă хастарсемпе тĕлпулу иртрĕ. Ăна Студентсен кунне халалланă. Сăмах май, «Студентсен десантне» хутшăннă чылай çамрăк пуласлăха йĕрке хуралĕпе çыхăнтарасшăн. Служба çăмăл мар пулин те. Ку йĕрке хуралĕн ĕçне шалтан сăнанăскерсене пачах шиклентермест. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки Юлия Ярдухина çирĕппĕн шухăшне пĕлтерчĕ: вăл урăх ниçта мар, ШĔМре çеç ĕçлесшĕн. Хими факультетĕнче пĕлÿ илекен пике эксперт лабораторийĕнче вăй хума ĕмĕтленет. Вăл «Студенсен десанчĕ» акци евĕр мероприятисем çамрăксемшĕн кирлĕ пулнине палăртрĕ. Профессипе паллашма май пани питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Нарядсен управленийĕн оперативлă центрĕнчи экскурси «десантниксене» видеокамерăсен шучĕпе тĕлĕнтернĕ. Унта Шупашкара пин-пин камера объективĕпе сăнама май пур. Паянхи кун тĕлне — 2400 ытла видеокамера. Мĕн тума кирлĕ-ха вĕсем? Хулара ăçта мĕн пулса иртнине веçех пĕлсе тăма май параççĕ. Талăкĕпе сыхă полицейскисем. «02» службăн дежурнăйĕсем талăкра 300-е яхăн шăнкăрав йышăнаççĕ! Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.