Йывăç-тĕмрен тасатнă
Вăрмар районĕнчи Ичеснер Атайкасси ялĕнче пурăнакансем субботника тухнă.
Çынсем çанталăк ăшăтасса, çуркунне çитессе кĕтмен, çул хĕррине хăрăк, ватă йывăç-тĕмрен тасатма тытăннă. Хĕл кунĕсенче çул-йĕре юр тултарнă май иртсе çÿреме те чăрмавлă пулнă. Ырă пуçарăва халăх хастар хутшăннă. Кĕске хушăра вĕсем тавралăха тасатса йĕркене кĕртнĕ. Ĕç вĕçленсен ял çыннисем пĕчĕк уяв йĕркеленĕ.
Лариса НИКИТИНА.