Сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ
Çак кунсенче Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Нина Егорова 100-мĕш çуралнă кунне уявланă.
Нина Ивановна паян — Трак тăрăхĕнчи чи ватă çын. Ăна юбилей ячĕпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — йĕркелÿпе кадр ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ Лариса Анисимова, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Моисеев саламланă. Валерий Юрьевич район вăрçă, ун хыççăнхи çулсене тÿссе ирттернĕ Нина Егорова пек çынсемпе мăнаçланнине пĕлтернĕ, шураппана Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне çитернĕ. Павел Сергеевич ватă çынна асăнмалăх парнепе савăнтарнă. Хăнасем пĕр ĕмĕрти çынна çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, канлĕ ватлăх, ăшăлăх суннă.
Нина Ивановна ĕмĕр тăршшĕпех «Красноармейский» совхозра ĕçленĕ. Сакăр ача пăхса ÿстернĕ, пурне те лайăх воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем ăна тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, канмалли кунсенче çитсе курма васкаççĕ.
Роза АНАТОЛЬЕВА.