Комментари хушас

24 Кăрлач, 2020

100 çул тултарнă ятпа саламланă

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче пурăнакан Нина Егорова патне хăнасем килсе çитнĕ. Сумлă сăлтавпа! Ĕç ветеранĕ Нина Ивановна çав кун 100 çул тултарнă.

Ăна ăшă сăмахсем каласа саламламашкăн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Ю.Иванов, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăм ертÿçи Л.В.Анисимова тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.С.Моисеев çитнĕ. Ветерана Раççей Президенчĕ Владимир Путин ячĕнчен те саламланă. Хăнасем вăрăм ĕмĕрлĕ Нина Ивановнăна парнесемпе савăнтарнă май çирĕп сывлăх, çывăх çынсемпе телейлĕ пурăнма суннă.

Нина Егорова пурнăç тăршшĕпе «Красноармейский» совхозра тар тăкнă. Çичĕ ача çуратса çитĕнтернĕскер халĕ мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе хавхаланать. Çывăх тăванĕсем ун патне тăтăшах килсе çÿреççĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.