Комментари хушас

24 Кăрлач, 2020

Четвĕртпе килнĕ учителе тиркенĕ те...

Хăйĕнчен тăватă çул кĕçĕн йĕкĕте качча тухнă

«Путина спаççипă калăр-ха: пенси парать», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Муркаш салинче пурăнакан, 99 çула пуснă Татьяна Чугунова. «Эсир Владимир Путина та пĕлетĕр-çке», — сăмах пуçартăм ватăпа. «О-о! Ăна лайăх паллатăп эпĕ», — калаçăва тăсрĕ хĕрĕпе кĕрĕвĕ патĕнче хваттерте пурăнакан Татьяна Степановна.

«Ура хуçнипе мĕн чухлĕ ĕç юлчĕ»

«Анкарти хыçпе, ай, отма çол, ман яш ĕмĕр, ай отрĕ поль, мăн çол çине ай çитрĕ поль, шупа юхса, ай, кайрĕ поль», — кĕç юрласа ячĕ шураппа. Хавхаланăва çухатманнине, хаваслă кăмăллă пулнине пытармарĕ вăл. «Ĕмĕре лайăх ирттертĕм, ачасем лайăх пулчĕç. Ку тарана çитрĕм, ватлăха та куртăм, спаççипă Турра. Тулĕк ура хуçрăм та мĕн чухлĕ ĕç юлчĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Татьян аппа. Паян вăл пуринчен ытла хăй ĕçлейменнишĕн пăшăрханать. «Çав таран ĕçлеме юрататăп, халĕ те ĕçлес килет», — тет.
Татьяна Чугунова Муркаш районĕнчи Мăн Токшик ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти пуçламăш шкулта 4 çул вĕреннĕ хыççăн кÿршĕллĕ Тойкилтĕре 7 класс пĕтернĕ. Мăн Сĕнтĕрти зоотехниксен курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Унтан ялти фермăра 2 çул зоотехникре, каярахпа бригадăра ĕçленĕ. 1942 çулта ăна налук агенчĕ пулма шаннă. 1947 çулччен виçĕ ялта налук пуçтарнă вăл. Ашшĕ чирлесе пурнăçран çамрăклах уйрăлнă. Амăшне те утмăлтах юлашки çула ăсатма тивнĕ. Хăй вăхăтĕнче пăрчăкан пек ĕçчен Татьяна окоп чавма, вăрман касма, утă çулма, Чулхула облаçне тыр-пул пухса кĕртме çÿренĕ.
Татьяна Степановна 1947 çулта Мăн Токшик каччине Александр Чугунова качча тухнă. Александр Семенович фронтран таврăнсан колхозра кладовщикре ĕçленĕ. Кайран вĕсем мăшăрĕпе пĕрле ялти лавккара нумай çул вăй хунă. Татьянăпа Александр Чугуновсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Мария Александровна райпо тытăмĕнче, госстрахра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пелагея Александровна /Чĕкеç/ çĕвĕçĕре вăй хунă. Çĕвĕ цехне хупсан газооператора вĕреннĕ. Акă ĕнтĕ 15 çул газооператорта ĕçлет. Александр Александрович /Шăнкăрч/ ĕмĕр тăршшĕпех электрикре тăрăшнă. Малтан — тăван колхозра, кайран — Çурçĕрте. Александр Чугунов 2008 çулта 84 тултарсан куçне яланлăхах хупнă.
«Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр. Сивĕ сăмах нихăçан та каламан вăл. Ăна, хамран тăватă çул кĕçĕнскере, юратса качча тухрăм. «Хитре Татьян», — тетчĕç мана хĕр чухне. Йăм хура çÿçĕм купарча таранччĕ, çивĕтлесе çÿреттĕм. Çивĕчĕ чавса туни пек хулăнччĕ», — каласа кăтартрĕ Татьян аппа.

Хунямăшĕ пиллесе хăварнипе

Паян вăл ачисемпе 5 мăнукĕпе, мăнукĕсен 4 ачипе хĕпĕртесе пурăнать. Тĕпренчĕкĕсем пурте мăшăрлă пулнишĕн савăнать. Упăшкапа килĕштерсе пурăнни ĕмĕре вăрăмлатнине пытармасть. «Вырăнпа выртакан хунямана икĕ çул пăхрăм. Мĕн таран спаççипă калатчĕ. «Мана пăхнăшăн санăн ырă курса пурăнмалла пултăр», — тесе пиллесе хăварчĕ. Çавăнпа нумай пурăнатăп», — палăртрĕ хисеплĕ ватă. Вĕсен йăхĕнче вăрăм ĕмĕрлисем тек пулман. Татьяна Степановнăн кĕрĕвĕн Александр Изосимовичăн шухăшĕпе, лăпкă, çав вăхăтрах хаваслă пулни, апат тиркеменни, куллен зарядка туни, утма тăрăшни ĕмĕре вăрăмлатать. «Атя, Марипе Шăнкăрч патне шăнкăравла, курманни нумай пулать», — аса илтерсех тăрать мана апи /анне. — Авт. акипе /аппа/ шăллăм ялтан кашни канмалли кунрах çитеççĕ пулсан та. Вĕсем килнĕ çĕре яланах кукăль пĕçерттерет. Кун урлă духовкăра хура çăкăр янтăлатăп. «Çăкăр пĕтнĕ, çăкăр пĕçерес пулать», — тет ялан. Тепĕр чухне чустине хăех çăрса лартать. Çăкăрне малтан хăй куллен пĕçернĕ. Унта тулă, ыраш çăнăхĕ тата хывăх хушатăп. Тутлă пулать, час хытмасть, тĕпренмест», — каласа кăтартрĕ Пелагея Александровна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.