Комментари хушас

29 Чÿк, 2019

"Самант" журнал, 11 №, 2019 çул

«САМАНТ» ЖУРНАЛĂН ÇĔНĔ НОМЕРĔНЧЕ:
ЫЙТĂМ. Амăшĕн кунĕ пурнăçра мĕнле пĕлтерĕш йышăнать?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Элĕк хĕрĕ Катя Никитина режиссер пулма тĕллев тытнине пĕлтерсен çывăх çыннисенчен нихăшĕ те хирĕçлемен.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Турккă каччине килĕштерекен, унпа пĕрле пулма ĕмĕтленекен хĕре Лилия Вишнева психолог мĕн сĕнет-ши?
ТЕАТР. Спектакль пынă вăхăтра чаршав хупăнсан мĕн тумалла? Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕн Анатолий Анисимовăн пултарулăхĕпе паллашнă чухне кун пирки çеç мар пĕлĕн.
ТИШКЕРӲ. Çĕнĕлĕх пур-и чăваш эстрадинче? Çамрăк юрăçсем мĕнле варкăш илсе кĕресшĕн?
ПĂШĂЛ-ПĂШĂЛ. Андрей Заволжские çаратнă. Алена Сергеева амăшне канма илсе кайнă. Евгений Григорьевăн Индире скутерĕ кайма чарăнсан вырăнта пурăнакансем укçасăрах пулăшнă. Кристиан Юратăн хушма ячĕ ăçтан тупăннă?
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Шупашкарти Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ халăх çынни пуçтарăнчĕ.
ÇУЛ ÇӲРЕВ. Кашни станци музей евĕрлĕ. Ăçта-ши ку? Казахстанра! Çак çĕршыв тата мĕнпе тĕлĕнтерет-ши?
«САМАНТ» ХĂНИ. Шупашкарти 3-мĕш шкулти учительсен туслă ушкăнĕ /Любовь Алексеевна, Ольга Ивановна, Вера Валерьевна, Екатерина Алексеевна/ тунсăх мĕнне пĕлмест. Часах республикăра вĕсем çинчен илтмен çын та юлмĕ.
ТРУД КРУТ. С какими достижениями вернулись чувашские студенты из Всероссийского слета студенческих сельскохозяйственных отрядов, который проходил в Воронеже?
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ Настя Подольская 17-рех стаж пуянлатма тытăннă: ача-пăча уявĕсене йĕркелеме хутшăннă…
ТĔПЕЛТЕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Маленькая страна» 1-мĕш ача садĕнчи Людмила Смирнова какай кукли пĕçерме вĕрентет.
ЮРАТУ-ЫРАТУ. …Класа пысăк шап-шурă кĕлчечек çыххи йăтса Роберт кĕчĕ. Шурă кĕлчечексен варринче пĕрре ыттисенчен пысăк хĕрлĕ тĕсли. «Чунран сана юратса», — тесе класс умĕнче парнелерĕ вăл. Манăн куççуль тухрĕ. Мĕншĕн Ваньăран мар-ши?..
РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. …Мана аннепе кукамай пăхса ӳстерчĕç. Вĕсен кашни сăмахне ăса хывма тăрăшрăм. Çавăнпах юлташсем хăйсенчен уйăрчĕç пуль. Вĕсем пек джинс шăлавар тăхăнса шкула çӳресе курман эпĕ.
МАТТУР. Хăй те çамрăк. Çамрăксене вĕрентет. Сăмах Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ӳснĕ Александр Краснов пирки пырать.
СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи студентсен конгресĕ мĕнпе тĕлĕнтерет?
ӲНЕР ТĔНЧИ. Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче ăс пухакан Катя Лазарева пушă вăхăтра яланах мĕн те пулин ăсталать.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Уртăшпа /можжевельник/ сĕтел-пукана илемлетнĕ чухне усă кураççĕ. Анчах вăл сахаллансах пырать… Çунатлă кăмпана ан çийĕр — хăвăршăн аванрах.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.