Комментари хушас

22 Кăрлач, 2020

Костинсен ячĕллĕ премишĕн тупăшĕç

Чăваш Енре çакнашкал премишĕн фотоконкурс виççĕмĕш хут иртĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕ кăрлачăн 17-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Çакнашкал номицисем пулĕç: «Тăван Чăваш Ен илемлĕ вырăнĕсем», «Çемье йăлисем», «2019 çул пулăмĕсем». Çамрăк фотокорреспондентсем валли ятарлă номинаци — «Костинсен тăхăмĕсем» — йĕркелеççĕ. «Тăван Чăваш Ен илемлĕ вырăнĕсем» ушкăнра мала тухнă фотокорреспондент ятарлă медале тата 5 пин тенкĕлĕх премие тивĕçĕ.

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА.

Рубрика: