Комментари хушас

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртме сĕнчĕç.  

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев ĕç ветеранĕсен нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕн тăкакĕсене саплаштарасси çинчен каларĕ. Саплаштару укçи çын пуçне уйăхсерен вăтамран 120 тенкĕ патнелле пулĕ. Кăçал çак çăмăллăха 4,6 пин çын илĕ — пĕтĕмпе 3,6 миллион тенкĕ кирлĕ. Проекта Патшалăх Канашĕ тишкерсен ЧР Пуçлăхĕ алă пуснă кунран саккун вăя кĕмелле.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: