Комментари хушас

12 Утă, 2014

Пĕр чăматан кĕнекерен пуçланнă пурнăç

Иртсе каякан эрне Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕпе е кил-йыш управçисен сăваплă Петрпа Феврони кунĕпе асра юлчĕ. Пирĕн çĕр-шывра ăна 2008 çултанпа паллă тăваççĕ.

2009 çултанпа ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 50 тата ытларах çул пурăнакан тĕслĕхлĕ çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысласси вăя кĕчĕ. Асăннă тапхăртанпа республикăри 89 мăшăр, вăл шутра 14-шĕ - кăçал, çак хисепе тивĕçрĕ. Çавăн пекех 25 тата ытларах çул пĕрле пурăнакансене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе хавхалантараççĕ. 2009 çултанпа общество çак награди пурĕ 310 хуçине тупнă.

Çĕрпÿ районĕнчи Аялти Хыркасси ялĕнчи 55 çул пĕрле пурăнакан Владимир Степановичпа Антонина Семеновна Михайловсем те - кăçал орденпа наградăлама тăратнисен списокĕнче. Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхне пĕлмешкĕн çула тухрăмăр.

Турă маннă ялта

Владимир Степанович Патăрьел чарăнăвĕнче кĕтсе илме шантарнăччĕ. Автобусран ансанах ăна шыраса йĕри-тавралла тинкертĕм. Кĕмĕл джипран хура куçлăхлă, ковбой шĕлепки тăхăннă тĕреклĕ арçын анчĕ те ман еннелле утрĕ. Çавах-ши? Ÿсĕмне кура мар ытла «чăнкăскер» ку. Иккĕленсех ун патнелле пытăм. Çакăнтан пуçланчĕ паллашу.

«Турă маннă яла илсе каятăп сире, - автомобиле хускатрĕ хуçи. - Аялти Хыркасси пĕчĕк ял, унта пурĕ те 27 кил кăна. Хĕл каçакансем тата сахалтарах, пĕр çулхине 5-6 кил кăна пушă марччĕ. Ашшĕ-амăшĕ ватăлнă е вилнĕ хыççăн çĕрпе ачисем усă кураççĕ: кураксем пек çуркунне килеççĕ те яла, кĕркунне, пахча ĕçĕсем вĕçленсен, каяççĕ. 2010 çулччен пирĕн яла асфальт çул та килмен. Ку ĕçе пуçарас тĕллевпе Путин патне çыру çырма тиврĕ... Пĕлтĕр урама та хытă çул сартăмăр. Йăлтах хамăр вăйпа, ывăл та чылай пулăшрĕ». Çулташ правур та хастар староста пулнине тÿрех ăнланса илтĕм.

Пÿрте хăмла шăрши сарăлнă. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче Владимир Степановичпа пĕрле вĕреннисем шăмат кун хăнана килмелле-мĕн, çавсене кĕтме хатĕрленеççĕ. 1961 çулта диплом илнĕскерсем çыхăнăва халĕччен упраса хăварнишĕн ăмсанмалла кăна.

Туслăхран çуралнă юрату

Владимир Степанович та, Антонина Семеновна та пĕр ÿсĕмрисем, халĕ вĕсем - 78-та. Иккĕшĕ те Патăрьел районĕнче çуралнă, Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре 7-мĕш класченех пĕрле вĕреннĕ, ача чухнех туслашнă. Кайран çав туйăм юратăва куçнă. «Анне мана çуратнă хыççăн виçĕ çултан çĕре кĕнĕ. Атте вăрçа кайсан эпĕ кукаçипе пурăннă, мана вăлах ÿстернĕ. Эпĕ лайăх вĕренсе, çын хушшинче хама йĕркеллĕ тытма тăрăшнă. Çавăнпах Володя мана куç хывнă-тăр. Унăн ашшĕ-амăшĕ ятлă-сумлă çынсем шутланнă. Вĕсен ывăлне качча пыма тивĕçнĕшĕн эпĕ мухтанатăп та темелле», - аса илчĕ кил ăшшине упракан.

Пилĕк çул савнисем пек çÿренĕ хыççăн, Владимир 4-мĕш курсра чухне, çамрăксем пĕрлешнĕ. Çемьеллисене направленипе аякка яман, хамăр республикăрах хăварнă ун чухне. Вĕренсе пĕтеричченех авланнин сăлтавĕсенчен пĕри çакă та. Антонина Семеновна ку тĕлĕшпе шÿтлеме юратать. «Кăнтăр енчи чăвашсен хĕр вăрлас йăла сарăлнă. Çавăнтан хăранипе хăвăртрах качча илес терĕ мана», - шахвăртать вăл.

«Хамран ыйтмасăр авлантарнăпа танах»

Аслă пĕлÿллĕ специалиста Тăвай районĕнчи Ленин ячĕллĕ тĕслĕх хуçалăха тĕп агрономра ĕçлеме янă, çемье Тăрмăш ялĕнче тара илнĕ çуртра пурăннă. Антонина çав вăхăтра Канашри медицина училищинче фельдшера вĕреннĕ. Анчах пурăннă тăрăхра профессийĕпе килĕшÿллĕ ĕç тупăнманран почта пуçлăхне, пионервожатăя вăхăтлăх вырнаçнă. «Ялта садик çукчĕ, ывăлăма пăхакан пулманран вĕçĕмех пĕрле илсе çÿреттĕмĕр. Пепкепе 3 çулччен ларма ирĕк паман ун чухне. Йывăр вăхăт пирĕн те чылай пулнă. Укçа-тенкĕ çитменнишĕн те, пурăнмалли хамăрăн кĕтес çуккишĕн те чылай нушаланнă. Çавăнпах тепĕр ача çуратма тăхтарăмăр... Чăматан çинче пурăннă темелле. Упăшкана кирек хăш вăхăтра та урăх çĕре куçарма пултарнă-çке», - сÿтĕлет аса илÿ çăмхи. «Пурлăхĕ те çаксем кăначчĕ: пĕр чăматан кĕнеке, арăмăн тупри - тÿшекпе сысна çури. Пурнăçа çакăнтанах пуçларăмăр», - хушса хурать Владимир Степанович. 5 çултан ăна Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх управленине куçарнă. Арăмĕ Нĕркеçри фельдшер пунктне медсестрана вырнаçнă. Анчах хăнăхнă йăла-йĕркерен каллех уйрăлма тивнĕ: вăхăт нумаях та иртмен, Владимир Степановича Çĕрпÿ районĕнчи юлса пыракан «Богатырь» колхоза çĕклемешкĕн ăсатнă. «Хамран ыйтмасăр авлантарнипе танахчĕ çакă. Парти çыннисем хăйсен пурнăçĕпе пурăнайман. Мĕн хушнă - сăмахсăрах пурнăçлама тивнĕ», - уçăмлатать хисеплĕ ватă. Антонина Семеновна валли те Аялти Хыркассинчи фельдшер пунктĕнче ĕç тупăннă. Çулталăка çитмен пепкесем вăл вăхăтра участокра 20-рен кая мар пулнă. Вĕсен йывăрăшне уйăхсерен виçсе тăнă, сывлăхне тĕрĕсленĕ... Çынна пулăшу кирлĕ чухне çĕрле тăрса чупни те пайтах пулнă. 20 çул фельдшер пункчĕн заведующийĕ, Уйкас больницин аслă медсестри пулса ĕçленĕскере халĕ те çынсем манмаççĕ. «Çăлаканăм манăн» тесе тав тăваççĕ, чир-чĕртен сывалма сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.

Йăхран куçнă туртăм

Владимир Степановичăн ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă çулсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Правда» совхоза ертсе пыма тÿр килнĕ. Патшалăх шкулсемпе социаллă ытти учреждени, ферма, çĕнĕ урампа поселок çĕклемешкĕн укçа шеллемен саманара вăл хăй те хăпартланса ĕçленĕ. Кирек ăçта пурăнсан та, ĕçлесен те сад ÿстернĕ, вăрман ĕрчетме тăрăшнă. Çулталăкра 15-20 гектар йывăç лартса хăварса çĕр эрозийĕпе кĕрешнĕ. Пулăхлă мар çĕр çинче тухăçлă тыр-пул туса илме пултарнă Владимир Степанович. Çак пултарулăх ăруран ăрăва юнпа куçнă. «Хресчен ĕçĕ этеме çут çанталăка юратма, тĕллев патне çирĕппĕн ăнтăлма вĕрентет», - тесе çирĕплетеççĕ Михайловсем. Ашшĕ Степан Михайлович - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăл колхоз йĕркелес ĕçсене хастар хутшăннă, ĕмĕр тăршшĕпех çĕр çинче тар тăкнă. Владимир Степанович - ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Унăн ывăлĕ Юрий фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, халĕ вăл пысăк предприяти пуçлăхĕ. Юрий Владимирович та - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. Унăн ывăлĕсем те ашшĕн çулне суйланă.

Çул хĕрринчи шăнăр курăкĕ

«Аякран килнĕ çынсене вырăнтисем кăмăлламастчĕç. Пĕрре мар сиснĕ çакна. Кĕпертен ывăтма та, хĕнеме те тăнă мана. Анчах эпĕ хăраканни мар, кирлĕ пулсан «тăн кĕртме» те пултарнă. Çамрăк чухне бокспа кăсăкланнă-çке. Хама çул хĕрринче ÿсекен шăнăр курăкĕпе танлаштаратăп - таптасан та çÿлеллех кармашатăп», - пурнăç çинчен юхрĕ сăмах.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вĕсем чун киленĕвне çĕр ĕçĕнче тупнă. 3 гектар пай çĕр çинче тĕрлĕ сорт пахча çимĕç ÿстернĕ. Антонина Степановна та медикран агронома çаврăннă. Ял хуçалăхĕ саланнă хыççăн ĕçсĕр халăх Михайловсен уйне çÿренĕ. Хуçасем вĕсене укçа тÿленĕ, кăнтăр апачĕ çитернĕ, анкартинчи çĕр ĕçĕсене хăйсен техникипе пурнăçлама пулăшнă. «Кĕркунне пахча çимĕç йÿнĕ. Кишĕре, сăмахран, килограмне 50 пуспа йышăнатчĕç, Тутарстана çити КАМаз темиçе прицепĕпе ăсататтăмăр. Вăл вăхăтра ывăлăмăр Юра хăйĕн ĕçне çавăрса янăччĕ ĕнтĕ, техникăпа вăл пулăшрĕ. Çапла хамăр туса илнĕ пахча çимĕçе сутса Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянтăмăр. Унта виçĕ уйăх пурăнса пăхрăмăр. Хула пурнăçĕ - пире валли мар. Ял пĕчĕк пулсан та питĕ килĕшет, шăплăх хуçаланать кунта. Хваттере мăнука туйра парнелерĕмĕр», - каласа кăтартаççĕ Михайловсем.

Пĕрре килетпĕр çĕр çине

«Çемье çирĕплĕхĕ мĕнре?» - пĕлес килчĕ пирĕн. «Пĕрремĕшĕ - пĕр-пĕрне каçарма пĕлни, пулнă-иртнĕ япăх самантсене манни, çавсемпе кÿлешсе чылай вăхăт чĕмсĕр çÿременни. Иккĕмĕшĕ - атте-аннене хурлантарасран питĕ хăранă эпир, çавăнпах ял-йыш умĕнче ята яман. Сăмахран, медик пулнă май, хам тăрлавсăр тăк çынран тирпейлĕхе епле ыйтăттăм? Виççĕмĕшĕ - ачасемпе мăнуксене хăвăн тĕслĕхÿпе воспитани пани», - уçăмлатрĕ Антонина Семеновна.

Унтан пахчана тухрăмăр. Агрономсен пахчи тĕлĕнмелле пуян. Мĕн тĕрлĕ тĕм çук-ши кунта: персик, абрикос, иçĕм, улмуççи, груша... Теплицăра помидор та пиçнĕ, йăран тулли хăяр, пăрăç... Çĕр ĕçне юратакансен алли çăмăл çав - йăлтах ăнса пулать. Хĕрарăм чечек кăмăллать, вĕсене тăрăшса пăхни сисĕнет. Хÿме, чаплă мунча куçа илĕртеççĕ. Уйри çĕр те пушă выртмасть Михайловсен, унта халĕ те пахча çимĕç, утă сутмалăх та туса илеççĕ. 80-на çывхараканскерсем анкартинчи, кил-тĕрĕшри ĕçсене йăлтах пĕрле пурнăçлаççĕ, ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсемпе мăшăрĕсем, вĕсен тĕпренчĕкĕсем çак кил-çурта çăтмах вырăнпа танлаштараççĕ, ватăсем унта - турă вырăннех. Ку килте яланах шÿтлени-кулни, ача-пăча хаваслă сасси илтĕнет. Чăнах та, çын ĕçлеме кăна мар, пурăнма килет çĕр çине. Вăл вара кашнин - пĕрре.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.