Комментари хушас

15 Кăрлач, 2020

Унтанпа 60 çул иртрĕ

1956 çулта эпир, Патăрьел тăрăхĕнчи 20-30 çамрăк, кĕрхи призывпа Канаша çитрĕмĕр. Пирĕн тăрăхран маларах çитнĕ тепĕр 60-70 йĕкĕт унта-кунта чупкалать, пĕр-пĕринпе паллашрăмăр. Салтака юрăхлă пулнăшăн пурте савăнтăмăр.
Канашри призыв пунктĕнче пĕр эрне ытла пурăнтăмăр. Ларма-тăма вырăн çук темелле. Пĕррехинче тавар турттаракан вакунсене ларса çула тухрăмăр. Хусан, Ульяновск хулисенче пирĕн йыш татах хушăнчĕ: тепĕр темиçе вакун çаклатрĕç. Çапла вара пуйăсăн пуçĕ те, хÿри те курăнмарĕ. Нумайăшне Грузи çĕрĕ çинче хăварчĕç. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Турци чиккине çитрĕмĕр. Юлашки станци — Ахалцихе. Ултă-çичĕ çамрăка «ГАЗ-63» автомашинăсем çине лартрĕç те малалла илсе кайрĕç. Машинăсем тăвалла аран-аран хăпарчĕç, ял çутисем таçта аякра курăнса юлчĕç. Ирхине тăтăмăр та тĕлĕнтĕмĕр: эпир утрав çинче тейĕн, пиртен аяларах — шурă пĕлĕтсем.
Çапла пуçланчĕ хĕсметри пурнăç. Патăрьел каччисем чылаййăнччĕ. Вырăссене те чăвашла калаçма вĕрентрĕмĕр. «Товарищи, юлташсем, эпир пурте чăвашсем», — тетчĕç шÿтлесе.
Салтака кайнишĕн эпĕ те савăннă пулас. Присягăна сăвă пек пăхмасăр калама вĕрентĕм. Çĕнтерÿ кунне ман сăна Хисеп хăми çине вырнаçтарчĕç. Салтака кайиччен Аслă Арапуçĕнче радиотелефониста вĕренни те нумай пулăшрĕ. Каярахпа çăкăр касаканăн ĕçне шанчĕç. Анчах эпĕ унта нумай ĕçлеймерĕм, мана апат-çимĕç склачĕн заведующине суйларĕç. 1958 çулта Турци пăлханнăран пирĕн вырăна танк чаçне куçарчĕç, пире салатса ячĕç. Кутаисине гвардин мотопехота полкне лекрĕм. Водзинский танк полигонне электриксем кирлĕрен унта командировкăна ячĕç. Хĕсмете кайиччен эпĕ Кузбасра шахтăра дежурнăй электрик пулăшуçинче вăй хунă. ФЗОра специальноç илни мана питĕ кирлĕ пулчĕ.
1959 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче киле килме çула тухрăмăр, виçĕ-тăватă кунран Канаша çитрĕмĕр. Юлашки чарăну Шупашкарта пулмаллине кура пире пурне те тĕп хуларан Патăрьеле автобус валли билет илме çар требованийĕсем панă. Канашри автостанци вĕсемпе билет параймасть. Салтака пĕрле кайнă хамăр ял ачин требованийĕ çинче çеç «Канаш — Батырево» тесе палăртнă. «Коля, кăна пар-ха», — терĕм хайхискере. Унта «Ефрейтор Партасов Н.Р. один» тесе çырнă. Эпĕ вара «Ст. ефрейтор Партасов Н.Р. и одиннадцать человек с ним» тесе тÿрлетсе çыртăм та кассăна патăм. Мĕн тетĕр? 11 билет алла илтĕм. Хамăр тăрăхалла каякан юлташсене валеçсе патăм. Юлнă 2-3 билета сутрăм. Çапла вара грузотаксипе çула тухрăмăр. Патăрьеле çитсен çар комиссариатне кĕтĕмĕр. Пире кун пирки полк командирĕ малтанах асăрхаттарнăччĕ.
Канашри пулăм пирки майора сисчĕвленсе каласа кăтартрăм. Вăл ман çине савăнăçлăн пăхса илчĕ те салтакăн хăть мĕнле лару-тăруран та тухма ăс çитермеллине каларĕ, алла хыттăн чăмăртарĕ.
Чăматансене йăтрăмăр та килелле утрăмăр. Шуçлак, йăпăр- япăр утаймастăн. Çавна май каçхине 8 сехет тĕлне тин Турхана çитрĕмĕр. Николай Кадушкин юлташ патĕнче çĕр каçнă хыççăн тепĕр кун тăван яла, Упамсана, çул тытрăмăр.
Хĕсметре пулнă юлташсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.