Пысăк хуçалăхсене аталанма çăмăлрах
70 çул каялла Патăрьел районĕнчи Красномайск ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Леонид Журавлев аспирантурăра ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленнĕ çулсенчех тăван «Ленинец» колхозра чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ. Унччен хуçалăх кашни гектартан вăтамран
150 центнер çĕр улми туса илнĕ, 1975 çулта — 315. Республикăри чи пысăк тухăç пурне те тĕлĕнтернĕ. Механизациленĕ бригадăсем йĕркелени те тухăçлă ĕçлеме май панă.
— Леонид Алексеевич, пурнăç каçалăкĕ умне тăричченхи яшлăх çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?
— Çутă та ырă самантсемпе. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăччĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Тăватсăмăра пăхма аннене йывăр килчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕре Патăрьелти интернат шкул хăйĕн хÿттине илчĕ. Ун чухнех эпĕ «Ĕмĕре пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар» каларăш пĕлтерĕшне лайăх ăнланса илнĕччĕ, хама тивĕçлĕ çын пулма сăмах панăччĕ. Ĕмĕте пурнăçлас тесе пĕтĕм вăйран çине тăраттăм. 10 класс пĕтерсен пĕр хушă клуб заведующийĕнче тăрăшрăм. Клубпа юнашар правлени çурчĕ вырнаçнăччĕ. Унта Владимир Павлов учетчикре ĕçлетчĕ. Библиотекăри пĕр хаçатра Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ куçăн мар майпа вĕренме илесси çинчен пĕлтернине асăрхарăмăр. Эпĕ — агроном, вăл инженер-техник пулма вĕренме кĕтĕмĕр. Пăхатпăр та — пĕтĕмпех ватăсем. Килĕшмерĕ пире вĕсен хушшинче пулма. Пĕр семестр хыççăн çĕнĕрен экзамен тытса кăнтăрлахи уйрăма кĕтĕм. Владимир Борисовича Горький /халĕ Чулхула/ хулинчи медицина институчĕ хирург пулма йышăнчĕ. Вăл 20 çул ытла Канашри больницăра тĕп врач пулчĕ. Шел, халĕ пирĕн хушăра çук. Канаш чиркĕвĕ патĕнчи пĕр урама унăн ятне панă. Студент чухнехи çуллахи каникула çулленех тăван колхозра ирттертĕм, пĕлĕве практикăра çирĕплетрĕм. Темле йывăр пулсан та ĕмĕте пурнăçларăм, çăкăр çитĕнтерекен пулса тăтăм.
— Аспирантура хыççăн çул ăçталла выртрĕ?
— Ял хуçалăх министерствинче ĕçлекенсем пĕлĕве тата тăрăшулăха асăрхарĕç пулас — Красноармейски районне куçарчĕç. Кунта 7 çул — колхоз председателĕ, 9 çул ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пултăм. Çавăн пекех КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн, халăх депутачĕсен район Канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм, районти «Агропромхими» пĕрлешĕвне ертсе пытăм. Юлса пыракан хуçалăхсене малтисен ретне кăларма хал çитертĕмĕр. Унччен тăкак тÿснĕскерсем малалла тупăш илме пуçларĕç. Вăл çулсенче Янкасри культура çуртне туса пĕтертĕмĕр, ясли-садике хута ятăмăр, тĕп урама асфальт сартăмăр. Мускаври галантерея фа-брикипе калаçса татăлтăмăр. Галстук çĕлекен цех уçрăмăр. Хатĕр продукцие çĕршывăн тĕп хулинчех вырнаçтараттăмăр. Пĕр çулхине экономика кăтартăвĕсем тăрăх вăтам зонăра мала тухрăмăр. Халăх чунне парса ĕçлетчĕ. Çитĕнÿ хăй хальлĕн килменех ĕнтĕ. «Гигант», «Прогресс», «Герой», «Звезда» колхозсенче тата «Красноармейский» совхозра республика шайĕнчи семинарсем иртетчĕç. Çав вăхăтрах кÿренмелли те тупăнкалатчĕ. Колхозниксене уйăхсерен шалу тÿлемен, продукцие вырнаçтарнă хыççăн кăна хатĕр продуктпа татăлнă. Алра чĕрĕ укçа тытса курманран кăмăлсăрччĕ вĕсем. Укçа-тенкĕ вара налуксем тÿлеме, вут-шанкă, ыттине те туянма кирлех пулнă. Аса илмелли темĕн чухлех.
— Хастарлăх кăтартнăшăн сире епле хавхалантарнă?
— Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ, ытти награда çителĕклех. Анчах вĕсемшĕн эпĕ нихăçан та çунман. Орден-медаль таврашĕ вара çук. Чи кирли — ял çыннисен пурнăç шайне çĕклессиччĕ. Халĕ «кредит» сăмах анлă сарăлчĕ. Вун-вун çул каялла кивçен панă укçа-тенке «ссуда» тетчĕç. Унăн проценчĕ пĕчĕк пулнă. Бригада подрячĕ анлă сарăлнăччĕ. Малалла вулас...
Валентин ГРИГОРЬЕВ.