Комментари хушас

4 Кăрлач, 2020

Çĕнĕ çулта — çĕнĕ тĕллевсем

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕпе Валерий Ивановпа тĕл пулнă.

Валерий Николаевич иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май «Фирма «Акконд-агро» тата «Аккондмолоко» ял хуçалăх комплексĕсене лайăх енне улăштарассипе çыхăннă инвестици проекчĕсем пирки каласа кăтартнă: «2019 çул пуçламăшĕнче палăртнине туллин пурнăçларăмăр. Çĕнĕ çулта — çĕнĕ тĕллевсем. «Акконд-агро» аталанăвне тĕпе хурăпăр. Хамăр çĕршывра услам çу, сĕт юра-варне курттăммăн сутасшăн. Йогурт, сыр, тăпăрчă, хăйма туса илес ĕçе хута ямалла. Пĕр сăмахпа, сĕт-çу завочĕ туса хурасшăн».

Михаил Васильевич агропромышленноç предприятийĕн ертÿçине курăмлă ĕçсемшĕн тав тунă. Предприяти суту-илÿпе лайăх ĕçленине, çулсерен экспорта ÿстернине те палăртнă. Çывăх вăхăтрах «АККОНД» çĕнĕ рыноксене тухас тĕллевлĕ. Кăçал вăл пĕтĕм тĕнчери 6 пысăк курава хутшăнĕ.

 

 

Теги: