Комментари хушас

Эпир йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем хĕç-пăшалпа, хулăн папкăпа çÿренине хăнăхнă. Пакунлисем йĕркене пăсакансемпе кĕрешеççĕ, йывăр преступленисене уçăмлатаççĕ… Йĕрке хуралçисем те çынсемех, кашнин чун киленĕçĕ пур. Çак шухăш ЧР ШĔМĕн «Талисман» музыка ансамблĕн солисчĕсемпе паллашсан тепĕр хут çирĕпленчĕ. Çынсем вĕсем сцена çине тухсан тĕлĕнеççĕ иккен. «Пакунлисем те юрлаççĕ-им?» — тесе ыйтаççĕ.

Кремльти сцена çинче

Ансамбль солисчĕсем — Андрей Николаев, Надежда Санталова, Марина Андреева — иртнĕ уйăхра Çурçĕр Кавказра пуçласа пулнă. Артистсем унта çур çуллăха служба тăма кайнă ĕçтешĕсене Йĕрке хуралçин кунĕ умĕн саламлама çитнĕ. Чăн-чăн уяв туса панă. Кĕтмен парнешĕн питĕ хĕпĕртенĕ чăваш полицейскийĕсем. Коллектив Комирен килнĕ йĕрке хуралçисене те концертпа савăнтарнă. «Ку унашкал пĕрремĕш командировка пулчĕ. Пирĕншĕн пысăк опыт», — теççĕ юрлакан полицейскисем.
2007 çултах йĕркеленнĕ «Талисман» ансамблĕн историйĕ пуян. Унтанпа солистсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă, пултарулăх конкурсĕсене, концертсене хутшăннă. Кашнинче Чăваш Ене наградăпа таврăннă. Ансамбле Ольга Тимофеева йĕркеленĕ. Хăй тавра йĕрке хуралĕнче тăрăшакан, юрлама кăмăллакан хĕрсене пухнă вăл. Пакунлă артистсем тĕрлĕ мероприятире юрăсем шăрантарнă, регионсене тухса çÿренĕ. Йĕрке хуралçисен ĕçĕ питĕ яваплă, çавăнпа репетицисем ирттермешкĕн йывăртăрах килнĕ. Дежурство, ĕç хыççăн пуçтарăнмалла-çке. Вăхăт иртсен коллектив саланнă: пĕрисем çемье çавăрнă, теприсем урăх региона куçнă… Чăваш Енрех юлнисем пĕчченшерĕн юрланă. Ольга Тимофеева та Мускава кайнă, халĕ вăл РФ ШĔМĕн культура центрĕнче тăрăшать, юрăсем хайлать.
2010 çулта çамрăк специалист Андрей Николаев «Талисман» вучахне çĕнĕрен «чĕртнĕ». Оперуполномоченнăй пулнăскер культура центрне ĕçлеме куçнă, аслă методист тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Капитан мĕн пур культура мероприятийĕшĕн яваплă халĕ. Шупашкар каччи ачаранпах юрлама кăмăллать, музыка шкулне те çул такăрлатнă. РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн курсанчĕ пулнă чухне те пĕр мероприятирен те юлман, пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. «Талисман» ансамбльте вăл Марина Андреевăпа пĕрле юрлама тытăннă. Марина Александровна хăйне шÿтлесе «пенсионерка» тет, коллективра вăл мĕн йĕркеленнĕренпех юрлать. Нумаях пулмасть йыш хушăннă: Надежда Санталова тупăннă. «Эпир пурте тĕрлĕ уйрăмра ĕçлетпĕр. Эпĕ — культура центрĕнче, Надежда — кадрсен уйрăмĕнче, Марина — пенсипе тивĕçтерекен уйрăмра. Пире музыка пĕрлештерчĕ», — терĕ Андрей Николаев.
Марина Андреева малтанхи коллектив йышĕнче 2008 çулта Санкт-Петербургра иртнĕ «Милосердие белых ночей» конкурсра II степень лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. «Талисмана» тÿрех асăрханă, Мускава чĕннĕ. Чăваш Енри коллектив Кремльти сцена çинче Раççейри мĕн пур йĕрке хуралçине саламланă. «Эпир уяв концертне уçрăмăр. Пĕр сцена çинче çав çул РФ Президенчĕ пулнă Дмитрий Медведевпа пĕрле тăтăмăр», — аса илчĕ аслă лейтенант. Вăл — Пенза облаçĕнчен. Шăпа ăна РФ ШĔМĕн Чулхулари академин Шупашкарти филиалне илсе çитернĕ. Кунтах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Пултаруллă çемьере çуралса ÿснĕскер 5 çултанпах юрлать, музыка шкулне çÿресе ăста-лăхне туптанă.
Куславкка хулинче çуралса ÿснĕ Надежда Санталова та ачаранпах музыка тĕнчипе тачă çыхăннă. Чулхулари академинче вĕреннĕ хыççăн вăл Улатăрта следовательте ĕçлеме тытăннă. «Меропри-ятисене хастар хутшăнаттăм, юрлаттăм. «Щит и лира» конкурсăн регионти тапхăрĕнче мана Андрей асăрхарĕ, «Талисмана» йыхравларĕ. Шупашкарта иртекен концертсене сайра хутра çеç çитееттĕм. Çавăнпа Маринăпа Андрей ытларах иккĕн юрлатчĕç. Кăçалхи çулла вара Шупашкара ĕçлеме куçрăм», — каласа кăтартрĕ Надежда Санталова аслă лейтенант.

Пултарулăхне Харатьян хакланă

Шалти ĕçсен министерствинче иртекен мĕн пур уяв ячĕпе йĕрке хуралçисене «Талисман» саламлать. Юлашки икĕ çулта ансамбле урăх ведомствăсем те йыхравлама тытăннă. Çак кунсенче акă çăлавçăсене саламлама çитесшĕн. Пакунлă юрăçсене Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Çĕнтерÿ кунне халалланă концертра та курма пулать.
Çулленех Санкт-Петербург хулинче служба тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пурнăçран уйрăлнă ĕçченсене халалласа музыка пултарулăхĕн фестивалĕ иртет. Жюрире паллă çынсем — Дмитрий Харатьян, Дмитрий Дюжев актерсем, тата ыттисем… — лараççĕ. «Талисман» Нева çинчи çак хулана яланах çитет. Кăçал, сăмахран, тăваттăмĕш вырăна тухнă. 35 ытла коллектив хутшăннине шута илсен ку лайăх кăтарту пулнине палăртаççĕ. Халĕ тепĕр çулхи пултарулăх тупăшăвне тĕплĕн хатĕрленме тытăннă. Ку енĕпе вĕсене ÇÇХПИ ĕçченĕ Александр Федоров пулăшать. Коллектив валли юрă çырнă. Сăмах май, вăл та мероприятисене хастар хутшăнать, сцена çине гитарăпа тухать. «Талисманпа» пĕрле командировкăсене çÿрет, конкурссене хутшăнать.
Раççей шайĕнче иртекен «Наследники Победы» конкурсра ансамбльсен хушшинче коллектив 2-мĕш вырăн йышăннă. Андрей Николаев пĕччен юрласа — виççĕмĕш вырăн, Надежда Санталова гран-при çĕнсе илнĕ. Надежда кăçал Волгоград хулинче «Щит и лира» конкурсра республика чысне хÿтĕленине те палăртмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.