Комментари хушас

24 Раштав, 2019

Каçал тăрăхĕ пуянланчĕ

Комсомольски районĕнче пурăнакансемшĕн иртнĕ эрнекун савăнăçлă икĕ пулăмпа асра юлчĕ. Кунта халăх кăмăлне çĕклекен, чунне уçакан объектсем уçăлчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Палăкпа та…

Михаил Игнатьев чи малтанах Кĕçĕн Çĕрпÿеле çитрĕ. Райадминистраци, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕ, районти тинĕс çар ветеранĕсен союзĕ, Каçалсен тĕп хулари ентешлĕхĕ çине тăнипе, пулăшнипе сала варринче Якорь-палăк уçăлчĕ. Ăна Аслă Çĕрпÿелте 1909 çулта кун çути курнă Василий Разумов инженер вице- адмирала, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, халалланă. Унăн кун-çулĕ йывăр, анчах питĕ кăсăклă пулнă. Чăваш ачи Мускаври Н.Э.Бауман ячĕллĕ механика-машиностроени институтне пĕтернĕ, 1933 çултанпа — СССР сывлăш- çар флотĕнче. Вице-адмирал ятне 1965 çулта тивĕçнĕ. Шел, ентешĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Вăл 1967 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Каçал тăрăхĕнче ентешне манмаççĕ. Тăван ялĕнче 2005 çулта Асăну хăми уçнă. 2009 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче ун ячĕпе Асăну хăми вырнаçтарнă. 1994 çултанпа Василий Разумов ячĕпе çулленех винтовкăран перес енĕпе районта турнир иртет. Кăçал вара, вице-адмирал çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май, палăк çĕкленчĕ.
— 2020 çул — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлăпăр. Тăван халăхăмăрăн хăрушă вăрçăри паттăрлăхне çитĕнекен ăрăва каласа кăтартас, çутă астăвăма упраса хăварас тĕлĕшпе тата нумай тумалла- ха. Паян уçăлнă палăк — çак ĕçĕн пĕр пайĕ. Пархатарлă пуçарăва пурнăçа кĕртекенсене чун-чĕререн тав тăватăп. Хальхи вăхăтра республикăра 1678 асăну об˜екчĕ пур, — палăртрĕ Михаил Васильевич.
Райадминистраци пуçлăхĕ Александр Осипов Комсомольски районĕн çыннисем Каçал тăрăхĕнчен икĕ вице-адмирал тухнипе мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Василий Разумов ĕçне паян унăн ентешĕ Владислав Ильин вице- адмирал тăсать. Мероприятие те хутшăнчĕ вăл. Владислав Алексеевич ентешсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлĕхне ертсе пырать.
— Василий Петрович шыв айĕн ишекен пулнă, эпĕ те çак енĕпех ĕçленĕ. Вăл та, эпĕ те вице-адмирал таран çĕкленнĕ. Ентешĕм юлашки çулсенче службăра тăнă вырăнсенче манăн та вăй хума тÿр килчĕ. Шел, унăн пурнăçĕ ытла та кĕске пулчĕ, — терĕ Владислав Ильин. Вăл палăк уçмашкăн нухратпа пулăшнă ентешне — Раççей тава тивĕçлĕ энергетикне, ЧР тава тивĕçлĕ машиностро-ительне, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинне Анатолий Иванова — «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлĕхĕн ячĕпе Андриян Николаевăн медалĕпе чысларĕ.
Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, ыттисем хутшăнчĕç.

Культура çурчĕпе те…

Шурутсем çак куна тахçантанпах кĕтнĕ. Вĕсемшĕн кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕ уйрăмах савăнăçлă пулĕ. Хальччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Çавăнпах вырăнти артистсен хăйсен концерчĕсене вăтам шкулти акт залĕнче кăтартма тивнĕ. Акă тинех çак кун çитрĕ. Культура çурчĕ хăнасене, ял çыннисене йышăнчĕ. Паллă пулăмпа Михаил Игнатьев Шурутсене ăшшăн саламларĕ.
— Ялсенче кун пек керменсем пулни питĕ паха, вĕсенче пушă вăхăта усăллă, чунпа, кăмăлпа канма майсем пур. Юлашки тапхăрта Чăваш Енре 18 культура çурчĕ туса лартрăмăр. 2020 çулта тата 7-шне хута ярăпăр, — терĕ республика ертÿçи.
Михаил Васильевич çавăн пекех кăçалхи авăн уйăхĕнче кăларнă «Республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе йышăннă хушма мерăсем çинчен» указа аса илчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри 364 культура учрежденийĕ 500 миллион тенкĕ илĕ. Комсомольски районне 6 культура çуртне тата 7 библиотекăна юсама, 5 культура çуртне сĕтел-пуканпа тивĕçтерме нухрат парĕç. Республикăра 92 культурăпа кану учрежденине, 95 вулавăша тĕпрен юсĕç, 89 клубпа 136 библиотекăна кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерĕç тата ытти ĕçе пурнăçлĕç. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.