Çынсем шалу кĕтеççĕ
Шалупа çыхăннă парăмсене Çĕнĕ çулччен пĕтерме тăрăшмалла — çапла пĕтĕмлетрĕç ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин паян иртнĕ ларăвĕнче.
Ку ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин республикăри предприятисемпе организацисенче ĕç укçи тÿлес енĕпе пухăннă парăмсем, вĕсене татас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл «Чăвашавтотрансри» лару-тăру пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Комисси ларăвне ĕç укçи тĕлĕшпе парăмсем пур компанисен представителĕсене те чĕннĕ. Вĕсем лару-тăрăва лайăхлатас тесе мĕнле мерăсем йышăнни тата мĕн тума планлани çинчен пĕлтерчĕç.
Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова налук органĕсем ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен /МРОТ/ сахалрах тÿлекен организацисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.