Пурне те ĕненмелле мар
Право хуралĕн органĕсем ултавçăсене вĕçĕмсĕр тăрă шыв çине кăлараççĕ, киревсĕр ĕçĕсен вăрттăнлăхĕсене уçăмлатаççĕ. Апла пулин те вĕсем çынсене улталамалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ.
Çакнашкал преступленисен шутĕнче, паян ЧР Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленĕ пресс-конференцире палăртнă тăрăх, банк карттисем çинчен укçа вăрласси уйрăмах анлă сарăлнă. Кăçалхи 11 уйăхра çакăн евĕрлĕ 2303 тĕслĕхе шута илнĕ. Ултавçăсем 97 миллион ытла тенкĕлĕх /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 56 миллион ытла тенкĕ/ сăтăр тунă.
Право хуралĕн органĕсен представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, банк карттисенчен укçа вăрлакансем тĕрлĕ меслетпе «ĕçлеççĕ». Вĕсем банк сотрудникĕ те пулаççĕ, кредит илме те сĕнеççĕ, начар пахалăхлă япалашăн компенсаци те парасшăн, соцсетьсенче те пулăшу ыйтаççĕ… Çак çынсем каланине ĕненекенсем инкеке лекеççĕ те ĕнтĕ: банк карттин номерне, вăрттăн кодсене пĕлтереççĕ. Çакăн хыççăн укçа çухалать… Çавăнпа, тен, чи малтан айăпĕ банк карттисен хуçисенче хăйсенче?
Преступниксене шыраса Чăваш Ен полицейскийĕсем Мускав, Самар, Оренбург, Пенза, Рязань облаçĕсене çитнĕ, Тутарстанра командировкăра пулнă. Пакунлисем çирĕплетнĕ тăрăх — шăпах çак регионсен территорийĕсенчен контаксăр мелсемпе укçа вăрлакансем йышлă.
Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.