Чăваш Ен çулталăка ăнăçлă вĕçлет
Республика çулталăка ăнăçлă вĕçлет. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсем çапла çирĕплетме май параççĕ. Вĕсене Правительство çуртĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура тишкерсе хакларĕç.
Цифрăсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин кăрлач-чÿк уйăхĕсенчи индексĕ 104,9% танлашнă. Ÿсĕме тĕревлекенсен шутĕнче — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем. Хĕвел батарейисем туса кăларакан «Хĕвел» предприяти çĕнĕ лини хута ярассипе çыхăннă ĕçсен иккĕмĕш тапхăрне вĕçленĕ, паян унăн продукцине хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Электроаппарат завочĕ, ВНИИР, ытти промышленноç предприятийĕ те производствăна ÿстерсе пыраççĕ.
Ял хуçалăх производстви те хушăннă: иртнĕ çулхи 11 уйăхрипе танлаштарсан — 103%. Аш-какай, сĕт, çăмарта ытларах туса илнĕ. Пÿлмесене кĕнĕ тĕш тырă 713,6 пин тоннăпа танлашнă — 107,9%. Çĕр улмине те пĕлтĕрхинчен ытларах /114%/ çитĕнтернĕ. Пахча çимĕç — иртнĕ çулхи шайра.
Инфляци — 1,9%. Ку Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Ĕç укçи ÿссе пынине палăртма кăмăллă. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче республикăри уйăхри вăтам шалу 28,7 пин тенкĕ пулнă /çулталăк каяллахинчен 7,6% пысăкрах/, 2019 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вара вăл 28912 тенкĕпе танлашмалла.
«Уксахлаканни» — пĕртен-пĕр отрасль, стороительство. Унăн кăтартăвĕ, шел те, 88,6% шайĕнче кăна.
Николай КОНОВАЛОВ.