Комментари хушас

10 Утă, 2014

КУРĂК ÇĂВĔ КИРЕК ХĂÇАН ТА ВЫРĂНЛĂ

Çулла ырă шăршăллă курăк çăвĕсем хатĕрлеме питĕ меллĕ вăхăт. Пĕрисемпе сиплевре усă курма, теприсене салата яма юрать. Мускавра пурăнакан диетолог тата физиотерапевт Д. П. Балясова çакăн пек рецептсем сĕнет.

Илепертен

1 пай илепере /донник лекарственный/ 9 пай хĕвел çаврăнăш çăвне ямалла, шыв мунчинче 3 сехет пиçĕхтермелле. Вĕриллех сăрăхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Çак çура йĕпетнĕ пусмана мастит чухне чирлĕ кăкăр çине хумалла. Компреса 1 сехет тытмалла. Сиплев курĕ - сывлăх лайăхланиччен.

Çăпан çине илепер çăвĕнче йĕпетнĕ бинт хумалла, çÿхе полиэтиленпа витмелле, бинтпа çирĕплетмелле. Çыхха кашни кун çĕннипе улăштармалла. Çăпан шăтса юхиччен, суран тасаличчен сипленмелле.

Сар çип утинчен

Сар çип утин /зверобой продырявленный/ 1 стакан вĕтетнĕ чĕрĕ чечекне 1,5 стакан тасатнă /рафинированное/ тип çăва ямалла. Тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчи чĕр тавара пăчăртаса юхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Хырăмлăх язви аптратсан 1 десерт кашăкĕ çăва кунне 2-3 хут апатчен 20 минут маларах ĕçмелле.

Ангина чухне кунне 2-3 хут темиçе тумлам çăва сыпса ĕммелле. Сываличченех сипленмелле.

Ÿте пĕçертсе ярсан çура йĕпетнĕ марля салфеткăна сиенленнĕ вырăна хурса бинтпа çирĕплетмелле. Çыхха кашни кун çĕннипе улăштармалла. Сар çип ути çăвĕпе усă курсан ÿт çинче илемсĕр çĕвĕсем юлмаççĕ.

Фарингит тертлентерсен кунне 3-4 хут пыра çак çăва сĕрмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Асăрханăр: сар çип ути çăвĕпе бронх астми, гипертони аптратсан, ÿт температури ÿссен, ача кĕтнĕ вăхăтра усă курма юрамасть.

Календулăран

Календулăн вĕтетнĕ 1 стакан чĕрĕ е çур стакан типĕ чечекне 1,5 стакан тасатнă тип çăва ямалла. Тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Ÿте пĕçертсе ярсан çĕвĕ юласран сиенленнĕ вырăна çупа лайăх лачкаса йĕпетнĕ марля салфетка хумалла. Сывлăш кĕрткен çыхăпа çирĕплетмелле. Кашни кун çĕнĕ çыхă хумалла. Сиплев - сывлăх лайăхланиччен.

Венăсем варикозла сарăлсан календула çăвĕнче йĕпетнĕ бинта шыçнă тĕле 2-3 сехете хумалла. Кашни кун сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Бархатцы чечекрен

Ялан выртнипе ÿт шăтсан, чавса ÿчĕ хытсан пулăшать. Чечеке çур литр банкине пусармасăр тултармалла, хĕрринченех тасатнă хĕвел çаврăнăш çăвĕ ямалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Сиенленнĕ ÿт çине çак çура йĕпетнĕ пир пусма хумалла, эластик бинтпа çирĕплетмелле. Çыхха кашни кун çĕннипе улăштармалла. Сиплев - сывлăх лайăхланичченех.

Хытнă чавсасене ăшă çăва чиксе 7-10 минут лармалла. Процедурăна кун сиктерсе тумалла. Чавса ÿчĕ йĕркене кĕричченех сипленмелле.

Салата яма

Ырă шăршăллă çу валли базилик, укроп, майоран, розмарин паха. Ÿсен-тăранăн çуса типĕтнĕ çÿлти пайне хăвăра килĕшнĕ чухлĕ илсе тасатнă е тасатман тип çуллă кĕленче савăта ямалла. Сивĕтмĕшре 1 эрне лартмалла, сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Çăва пĕчĕк виçесемпе хатĕрлесен лайăх, мĕншĕн тесен унпа 7 кун кăна усă курма юрать.

Асăрханăр: розмарин гипертонипе аптракансене юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.