Мал ĕмĕтлĕскерĕн пурнăçне усал шыçă татрĕ
Çĕнĕ çул çывхарать. Кашниех унран асамлăх кĕтет, çитес çул иртнĕ кунсенчен лайăхрах, телейлĕрех пуласса шанать. Уяв çывхарнă май кил-çурта тĕрлĕ теттепе илемлетме, ăлка лартма пуçларăмăр. Хула та каçсерен тĕрлĕ çутăпа ытларах та ытларах ялкăшать. Шупашкарти Т.Кривов урамĕнчи общежитисенчен пĕринче пурăнакан Ильинсем те кашни çулах уява çемьепе хаваслăн кĕтсе илнĕ. Пÿлĕме, чăрăша ытларах чухне кил вучахĕн управçи хитрелетнĕ. Шел те, малашне Надеждăн алли пĕр япалана та тĕкĕнеймĕ, унăн çепĕç сасси янăраймĕ.
“Пĕччен хĕрарăмсене ăнланатăп”
Алăка кил хуçи Александр Ильин уçрĕ. Пысăках мар пÿлĕмре ăшă, тирпейлĕ. Ача кравачĕ çинче пепке выляса ларать.
- Пирĕн икĕ ывăл. Илья 9 çулта. Вĕренÿ çулĕ пуçланнине халалласа ирттернĕ уява хулари шкултах кĕтсе илчĕ. Халĕ, 3-мĕш класа куçнăскер, Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта ăс пухать. Кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче пурăнать. Амăшĕнчен Егор 5 уйăхра тăлăха юлчĕ. Хальлĕхе эпир хулара иккĕнех пурăнатпăр. Медицина тĕрĕслевĕсене çÿретпĕр. Çĕнĕ çула Надюшăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче кĕтсе илĕпĕр. Малашне куç курĕ, - пуçларĕ калаçăва 35-ри арçын пепкине ăшшăн çупăрласа. - Мăшăрăм хăйне Надюха е Надюша тесе чĕннине юрататчĕ. Вăл яланах çемьешĕн тăрăшатчĕ. Аслă ывăлăмăра вăл пĕччен тенĕ пекех ÿстерчĕ. Надя нихăçан та мана кĕвĕçмен. Сăлтав пулнă-и е пулман-и - вăрçман.
Саша Санкт-Петербургра сакăр çул ытла ĕçленĕ. Юратнă çынни патне час-часах килеймен. Икĕ уйăхра пĕрре икĕ эрнелĕх килсе çÿренĕ. Е Надя савнă мăшăрĕ патне кайма çулталăкра пĕрре инçе çула тухнă. Арçынна Мускава командировкăна ярсан пĕр-пĕрне савакансем тăтăшрах тĕл пулнă. Отпускра вăхăта çемьепе ирттернĕ. Кану вырăнĕсене, ача-пăча лапамĕсене çÿренĕ. Çемьепе пĕрлех час-часах чиркĕве кайса çурта лартнă.
Вăхăт хăвăрт иртет-çке. Çамрăк ашшĕ тĕпренчĕк епле утма пуçланине сиссе-курса юлайман, пĕчĕк çеç чĕлхипе каланă пĕрремĕш сăмахсене те илтеймен.
- Ун чухне пĕтĕм йывăрлăх Надя çине тиенчĕ. Халĕ ачасен малашлăхĕ манăн алăра, - самантлăха шăпланчĕ кил хуçи. - Салана кайсан тăвансем Егора алăран ямаççĕ: кăшт йĕрмĕшсен те, лăпкă чухне те малтан - пĕри, унтан тепри тытать. Хулара иккĕн çеç чухне вара йывăртарах. Пепкеме алла тÿрех тытма васкамастăп. Унсăрăн май çук. Кĕпи-йĕмне çумалла, апат-çимĕç хатĕрлемелле, унта-кунта тухса кĕмелли те пулать-çке. Пĕччен амăшĕсене питĕ лайăх ăнланатăп. Халĕ эпир, арçынсем, хĕсметри пек пурăнма вĕренетпĕр.
Ашшĕне те, амăшне те юлашки çула ăсатнă, халĕ арăмĕсĕр юлнă Саша шÿтлесе калаçма тăрăшрĕ-ха, анчах чи юратнă, чи çывăх çынна яланлăхах çухатнă хыççăн чун ыратăвне пытарма пулать-ши? Çук. Тăлăх арçыннăн шывланнă, кичеммĕн пăхакан куçĕ те çакнах пĕлтерчĕ.
Çемье пуçĕ каланă тăрăх - Егор каçсерен лăпкă çывăрать. Ир еннелле вăрансан хутăш, пăтă çитерет те пĕчĕкскер каллех мăшлатса выртать. Алли-урине хутран-ситрен пĕр вĕçĕмсĕр вылятакан, темĕн каласшăн сас паракан Егор амăшĕн сĕтне уйăх çеç çисе курайнă. Хурлăхлă çав кунсене аса илме йывăр пулин те Саша каласа кăтартма хал çитерчĕ.
Кăçал Мăн кунра иккĕмĕш тĕпренчĕкне çут тĕнче парнеленĕ хыççăн Надьăн хырăмĕ çинчи шурă тĕс çапнă вырăн татах сарăлнă. Тĕрĕсленме Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницине кайнă. Çамрăк хирург хăрамалла маррине, пÿсĕр пулнине ăнлантарнă. Хĕрарăм ăна шанмасăр Комсомольски район больницинче ĕçлекен тăванĕпе канашланă, ун патĕнче тĕрĕсленнĕ. Анализ кăтартăвĕсем савăнтарман, Надьăна Шупашкарти онкологи диспансерне вăхăта тăсмасăр кайма хушнă. Унти тухтăрсем çамрăк хĕрарăм вар-хырăмăн усал шыççипе чирленине пĕлтернĕ.
Операци тума палăртнă, хатĕрленнĕ, анчах ирттермен. Усал шыçă организмра вăйлă сарăлнă. Çакăн çинчен, чирлĕ çынсăр пуçне, пурте пĕлнĕ. Çывăх çыннисем унăн кун-çулĕ кĕç-вĕç татăлассине тавçăрнă пулин те нимĕн те шарламан. Чăтма тивнĕ. Мускава та илсе кайса сиплеме шухăшланă, анчах кунти тухтăрсем шанăç çуккине çирĕплетнĕ.
- Надюха вилĕм çинчен пĕрре те шухăшламан, калаçман. Вăл ура çине тăрасса шанатчĕ. Хваттер илесси пирки тăтăшах пуплетчĕ, - хурлăхлăн калаçрĕ Саша. - Мана маттур икĕ ывăл парнелерĕ. Эпĕ виççĕмĕш ача, хĕр, кирлине калаттăм та шÿтлесе: «Ун пек асаплану тек кирлĕ мар», - тетчĕ. Эпир ун чухне киле инкек кĕресси пирки шухăшлама та пултарайман. Пĕрремĕш ывăл ятне эпĕ суйларăм. Хĕр çуралнă тăк мăшăрăм ят парĕччĕ. Иккĕмĕшĕн валли Илья хăй килĕштернине суйларĕ, виçĕ хутран «Егор» тесе çырнине туртса кăларчĕ. Надя Арсений ята килĕштеретчĕ. Эпĕ Саша ят хурасшăнччĕ.
Макăрнă сасă илтĕнме чарăнмарĕ
Надя Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ пурăнать. Тăван пиччĕшĕ çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Надьăна кун çути парнеленĕ хĕрарăмпа телефонпа çыхăнтăм.
- «Ырă çыннăн кунĕ кĕске», - теççĕ. Леш тĕнчере те ырă çынсем кирлĕ тенине илтнĕччĕ, çавăнпа манăн хĕрĕме илсе кайрĕç пуль, - куççульпех йĕчĕ Нина Богатырева. - Лăпкă ачаччĕ вăл. Харкашнине курман-илтмен эпир. Шкулта хăй тĕллĕн çине тăрса вĕренетчĕ. «5» паллăпа тăрăшса ăс пухнăшăн панă тав хучĕсем халĕ те упранаççĕ. Эпир унпа урок тума пĕрле ларса курман. Аттестат панипе пĕрлех кĕмĕл медаль тыттарнă. Ачасемпе ĕçлеме юрататчĕ, çавăнпах 9-мĕш класс хыççăн воспитателе вĕренме Канаша каясшăнччĕ. Хирĕçлерĕмĕр, ытла çамрăк терĕмĕр. Шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытрĕ. Унта эпĕ те, ашшĕ те кайса курман, никама та укçа чышман. Надя экзамен тытмасăрах вĕренме кĕчĕ. Кашни икĕ эрнере килсе тăратчĕ. Çĕр улми кукăльне юратса çиетчĕ.
Нина Анатольевна каласа панă тăрăх - Надя кÿршĕ хĕр ачипе Оксанăпа кашни мероприятие хастар хутшăннă. Кирек кампа та çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă, юлташĕсене яланах пулăшма васканă. Ача чухне кукамăшĕ патне час-часах çÿренĕ. Унта та унăн тус-юлташ нумай пулнă.
Надя Богатырева вăр-вар çÿренĕ. Кĕçĕн классенчен пуçласа 8-мĕшĕчченех Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмне чупнă, ал ĕç ăстисен кружокĕнче те аталанма вăхăт тупнă.
- Надюха яланах хаваслă çÿретчĕ. Килте те тĕкĕр умне тăрса ташлатчĕ. Ильяна эпĕ спорт секцине çырăнтарасшăнччĕ. Амăшĕ шкулти ташă кружокне ячĕ, - аса илчĕ Саша.
Ильинсен аслă ывăлне амăшĕн пултарулăхĕ куçнă-тăр. Кăçал шкулта ылтăн кĕркунне ячĕпе ирттернĕ мероприятире ачасен ташламалла пулнă. Чи малтан Илья тухнă, ун хыççăн тин ыттисем хăюлăх çитернĕ. Илья Ильин хитре ташласа пурин кăмăлне те тупнă. Çакăн çинчен вăл кукамăшне хĕпĕртесе каласа кăтартнă. Шел, амăшĕ ун çине пăхса савăннине Илья текех кураймĕ. Апла пулин те ăна амăшĕ пулăшнине, илтнине, пĕрле пулнине туять вăл. Пĕррехинче вырăс чĕлхи урокĕнче учитель тĕрĕслев ĕçĕ çыртарнă. Арçын ача тĕрĕс хурава тÿрех тавçăрайман. «Анне, пулăшсам», - тесе пĕрре мар пăшăлтатнă. Илья çав кун киле «5» паллăпа таврăннă. Тĕлĕкре те амăшне тăтăшах курать.
Леш тĕнчерисем чĕррисене курни, пулăшни пирки кашниех шухăшлать-тĕр. Комсомольскинче Надя пурăннă хваттерте пĕр кравать çине мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ çывăрма выртнă. Тем вăхăтран Саша ураран такам тĕкнине туйнă. Арçын куçне уçнă-уçман кравать хĕррине çаврăнса çитнĕ çур çулти пепкине ярса тытма ĕлкĕрнĕ. Вилнĕ хĕрарăм мăшăрне вăратса ачана ÿксе суранланасран сыхланă-тăр.
Ĕненес килмесен те тиветех
Надя Ильинана эпĕ те пĕлнĕ, сахал мар курнă. Куçăн мар майпа аслă тепĕр пĕлÿ /экономист/ те илнĕскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн деканатĕнче ĕçлетчĕ. Унта кĕмессерен ăшшăн йăл кулатчĕ те мĕнле сăлтавпа пынине ыйтатчĕ. Пĕррехинче пире, студентсене, пĕр аудиторие пуçтарчĕç. Ун чухне Çăварни эрни пыратчĕ. Пуху вăхăтĕнче шерепеллĕ пысăк тутăр çыхнă, хитре тум тăхăннă Надежда Николаевна кĕрсе тăчĕ. Юрă çеммипе ташларĕ, уяв икерчипе сăйларĕ. Кĕтмен парне тунсăхласа е анасласа ларакан студентсене те туххăмрах вăратрĕ. Кашни чĕрере ырă туйăм вăратма пултарнă Надежда Николаевнăн пурнăçĕ 32 çултах татăлнине ĕненес килмест. Ĕненме май çук, анчах... ĕненме тиветех.
- Вăл вилĕм çинчен ман умра та, ашшĕпе Николай Порфирьевичпа та пĕр сăмах та хускатман. Анчах хĕрĕмĕр вилессине эпир пĕлнĕ-çке. Ăна тĕрĕссине калама пирĕнтен пĕрин те, пиччĕшĕн те, мăшăрĕн те вăй çитмерĕ. Вăл хваттерте утсах çÿретчĕ. Егорпа выляса ларатчĕ. Мăшăрне юратаканскер вăл хуларан килсенех пицца пĕçеретчĕ. Вилес умĕн икĕ кун маларах питех те йывăрланчĕ. Пурăнас кунĕ шутлă çеç юлсан Надя пирĕн тăвансенчен пĕрне: «Эпĕ вилетĕп пуль», - тенĕ. Унăн арăмне те çаплах каланă, хăйне тĕлĕкре: «Кайма хатĕрлен», - тенине пĕлтернĕ. Çакăн пирки пире пăшăрхантарас мар тесе-ши - чунне уçса калаçмарĕ, - хĕрарăмăн телефон кĕпçинчен илтĕнекен макăрнă сасси шăпланмарĕ.
Надя пĕлтĕр тата виçĕм çул Ильяпа пĕрле Сочире каннă, тăванĕсемпе тĕл пулнă. Унта канакансем хĕвел питтинче хĕртĕнмесĕр килмеççĕ. Çамрăк хĕрарăм та унта пиçĕхнĕ. Унăн хырăмĕ çинче пĕлтĕрех тупăннă шурă вырăн тĕсĕ çеç улшăнман. Нина Анатольевна çакна мунчана хĕрĕпе пĕрле каймассерен курнă, калаçнă. Анчах Надя нимĕн те ыратманран тем амакĕ пуласса шухăшламан. Усал шыçă вара ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм пурнăçне тăшман пек вăрттăн, пĕр шелсĕр таптарĕ, унăн мăшăрĕпе икĕ тĕпренчĕкне тăлăха хăварчĕ.
Пĕрремĕш диплома илсен Надя çуралнă районти Александровка шкулĕнче пĕр çулталăк 1-мĕш класс ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ. Çамрăк специалист акăлчан чĕлхин кружокне ертсе пынă. Çав шăпăрлансем пĕлтĕр 9-мĕш класс пĕтернĕ, вĕсем хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне нихăçан та манман, яланах çыхăну тытнă, уява та чĕннĕ. Университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем те ырăпа кăна асра тытаççĕ Надежда Ильинана.
- Эпир общежитире 2-3-мĕш курссенче пĕр пÿлĕмре пурăнаттăмăр. Каçал тăрăхĕнчен тата тепĕр Надя та пирĕнпе пĕрлеччĕ. Вăл яланах хаваслăччĕ. Пурнăçа ÿпкелешсе калаçнине пĕрре те илтмен. Куççуль юхтарнине те асăрхаман. Хаваслă куллипе пурин кăмăлне те çĕклетчĕ. Концерт-спектакль курма тăтăшах çÿреттĕмĕр. Ташлама питĕ юрататчĕ. Дискотекăсене те каяттăмăр. Мал ĕмĕтлĕ çынччĕ вăл, - калаçрĕ тусĕ пирки Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Оксана Чумакова.
Курнă-пĕлнĕ çынсенчен Надьăна, Надюшăна, Надюхăна никам та манаймĕ. Уйрăмах унăн çывăх çыннисемшĕн йывăр çухату. Анчах вилнисем хыççăн чĕррисен каймалла мар. Турă Нинăпа Николай Богатыревсене - мăнукĕсене, Саша Ильина ывăлĕсене ура çине тăратмашкăн вăй-хал, сывлăх патăрччĕ. Ку эрнери тунти кун Надя Ильинан хĕрĕх кунне асăннă.
- Унăн вырăнне никам та йышăнма, ăна улăштарма пултараймĕ. Надюха маншăн - пĕртен пĕрре. Ачамсемшĕн те вăл яланлăхах пĕртен пĕр амăшĕ юлĕ, - терĕ Саша Егора чуп туса.
Елена ТРОФИМОВА.