Комментари хушас

11 Раштав, 2019

Çамрăксем çуралнă тăрăха таврăнас шанăç пур

Республикăри Хресченсен союзĕн ертÿçи, «Ленинская искра» колхоз председателĕ пулнă Аркадий Айдак — «Хресчен сасси» хаçата йĕркелекенĕсенчен пĕри. Хальхинче вулакана Аркадий Павлович ĕçлесе пурăннă тăрăхпа паллаштарас килет. Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен ял администрацийĕ Тури Ачакра вырнаçнă. Икĕ хутлă çурт умĕнче Аркадий Айдакăн палăкĕ пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альбина Егорова пире хапăлласа кĕтсе илчĕ.

Халăх пулăшать

— Альбина Ивановна, нумаях пулмасть эсир, администраци ĕçченĕсем, Мăн Шемертен тăрăхĕн халăхĕпе «Пуçаруллă бюджет» проекта сÿтсе явнă, пĕрле пурнăçламалли ĕçе палăртнă.

— Çитес вăхăтра икĕ проекта пурнăçа кĕртесшĕн. Пĕри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата тыл ĕçченĕсен ячĕпе хăпартнă Яракассири мемориал комплексне юсаса çĕнетессипе çыхăннă. Йĕрке тăрăх, укçан 60 процентне республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Çавнашкалах вырăнти хысна укçипе, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курăпăр. Тĕслĕхрен, ку ĕçе «Ленинская искра» колхоз хутшăнма кăмăл турĕ. Пухмача халăх та укçа хывĕ. Икĕ хутчен пухăнса çакăн çинчен калаçрăмăр ĕнтĕ.
Тепри Анат Ачак ялĕнчи клуба хăтлăлатас ыйтăва татма пулăшĕ. Кăçал çак программăпа усă курса çурт тăррине витрĕмĕр. Çитес вăхăтра чÿречесене улăштарасшăн, стенана сăрласшăн. Сăмах май, пирĕн тăрăхри культура çурчĕсем хупăнман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш, 80-мĕш çулĕсенче уçнисем паянхи кун та ĕçлеççĕ. Унта мероприятисем тăтăш иртеççĕ.
2019 çулта çак проектпах çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарма 17 лапам хатĕрлерĕмĕр. Ку хутĕнче халăхран укçа пуçтарман. Район администрацийĕ, спонсорсем пулăшрĕç.
Тури Ачакри «Чăваш хресчен çурчĕ» музей экспонатсемпе пуян. Аваллăха упрама, ахăртнех, укçа- тенкĕ сахал мар кирлĕ.
— Малтанхи çулсенче ЧР Ял хуçалăх, ЧР Культура министерствисем укçа-тенкĕ хывнине кура музее йĕркене кĕртрĕмĕр. Чăваш халăхĕн çи-пуçне çĕлетме те май килчĕ. Çав вăхăтрах «Пуçаруллă бюджет» проект хута кайни юсав ĕçĕсене тăсма пулăшрĕ. Шухăшланине пурнăçа кĕртмешкĕн ял халăхĕ тухса ĕçлерĕ.
Музее çĕнетни республикăшăн та, районшăн та пĕлтерĕшлĕ самант пулчĕ. Мускавран, Санкт-Петербургран теплоходпа курма килекенсене турист маршручĕпе Етĕрнерен Тури Ачака илсе килеççĕ. Сăмах май, Чăваш хресчен çуртĕнчи экспонатсем Раççейре пурăнакансемшĕн кăна мар, чикĕ леш енче тĕпленнисемшĕн те кăсăклă. Çуллахи вăхăтра «Созвездие» лагерьте канакан ачасем музейри аваллăхпа çыхăннă япаласем урлă чăваш халăхĕн культурипе кăмăлтан паллашаççĕ.
Социаллă сетьсенче «Мăн Шемертен» ушкăн хыпарсемпе пуянланса пыни кăмăла çĕклерĕ. Ку ĕçе пурнăçласа пыракансем конкурс йĕркелеме те, çĕнтерÿçĕсене парнепе хавхалантарма та май тупаççĕ. Çавна май пурнăç вĕресе тăнăн туйăнать. Калăр-ха, сирĕн тăрăхра пушанса юлнă çурт нумай-и?
— Ял çамрăкĕсем ашшĕ-амăшĕн килне типтерлĕ тытаççĕ, юсаса çĕнетеççĕ. Пурăнакансем, ытти тăрăхри пекех, сахалланаççĕ пулсассăн та çурт вырăнне сутакан çук. Çакă, паллах, савăнтарать. Çамрăксем çуралнă вырăна каялла таврăнас кăмăлпа пурăнаççĕ пулĕ тетĕп. Мăн Шемертен ял администрацине кĕрекен ялсем аслă çул çывăхĕнче вырнаçнă- çке. Киле газ кĕртнĕ. Урамра асфальт çул сарнă.
— Ял тăрăхĕнчи этнопарка çĕнететĕр-и?
Ку ĕçе «Ленинская искра» колхоз хăйĕн çине илнĕ. Этнопарк пуçлăхĕ Юрий Краснов тăрăшнипе шкул ачисем юман, кедр лартаççĕ.

Амăшĕн пилĕ

Эсир вырăнти администраци пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитет. Сире кам пулăшса- хавхалантарса пырать?
— 2002 çултанпа администрацире ĕçлетĕп. Малтан специалистра тăрăшрăм. «Пуçлăх вырăнне арçын шырăр», — теттĕм хĕрарăмăн тилхепене тытса пыма йывăррине ăнланса. Суйлавччен 3 кун маларах кăна документсем леçрĕм. 89 çулти аннен Александра Соловьевăн сăмахĕсем пил вырăннех маншăн. Вăл халăхăн кăмăлне тивĕçтерсе ĕçлемелли çинчен аса илтерсех тăрать.
Эпир мăшăрпа Владимир Юрьевичпа пĕр класра вĕреннĕ. Вăл Аркадий Айдак ячĕллĕ Тури Ачакри вăтам шкул директорĕнче вăй хурать. Пирĕн çемье Анат Ачакра пурăнать. Икĕ хĕр республикăри аслă шкулта тухтăра вĕренчĕç. Оксана çар çыннине качча тухрĕ, Екатеринбург çывăхĕнчи çар хулинче стоматологра ĕçлет. Ольга кăçал хĕрлĕ диплом илчĕ. Вăл республикăри клиника больницинче ăсталăхне туптать. Ачасем хăйсемех çынсене юрăхлă професси суйласа илчĕç.
Килте пысăк сад пур. Пĕр ĕне, чăх-чĕп усратпăр. Мăшăрăм пыл хурчĕсемпе аппаланма юратать. Ăна кĕçĕн хĕр Оля пулăшать.
Кулленхи ĕç-пуçа мăшăрăмпа сÿтсе явассине йăлана кĕртнĕ. Ĕçпе района пĕрле тухатпăр.
Администраци йышĕ пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнăран ĕç кал-кал пырать. Унсăр пуçне «Ленинская искра» колхоз председателĕ Валерий Герасимов пĕр ĕçрен те айккинче юлмасть. Ял аталанăвне халăх та, депутатсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.

Çĕр параççĕ, çурт çĕклеççĕ

Пуçлăха çирĕплетнĕренпе пурнăçланă курăмлă ĕçсене аса илсемĕр.
— 2014 çулта федераци программине кĕрсе пĕве юсама май пулчĕ. Вăл Урпаш юхан шывĕ çинче Тури Ачакран тухса кайнă çĕрте вырнаçнă. Федераципе республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçапа ĕçе вĕçлерĕмĕр. Халĕ унта пулăсем ĕрчетеççĕ. Çулла шыв хĕрринче ял çыннисемпе хăнасем канаççĕ.
Станислав Смирнов ертÿçĕре ĕçленĕ вăхăтрах Мăн Шемертен клубне тума пуçланăччĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран часах хута яраймарăмăр ăна. Çапах эпĕ ĕçе вĕçлерĕм.
3 ялта шыв башнисене улăштартăмăр. Анат Ачак ялĕн масарĕнче карта тытрăмăр. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.