Комментари хушас

9 Раштав, 2019

Юратмалла тата парăнмалла мар

Çак эрнере Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче уçăлчĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова конкурса хутшăнакансене ăнăçу суннă май чăваш кинематографисчĕсем Раççей киноиндустрине курăмлă тÿпе хывнине, ку ĕçĕн пуласлăхĕ пуррине палăртрĕ.
Кинофестивальте 33 ĕçпе паллашма май пулчĕ. Вĕсенчен документ 18 фильмне, илемлĕ 8 фильма конкурс программине кĕртнĕ.

Истори мĕлтлетсе иртет

«Кукаçипе кукамайăн, Чăваш фильмĕсене пуçласа ÿкерекенĕн Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрĕн, чăвашсен пĕрремĕш актрисин Тани Юнăн, кун-çулĕ çăмăлах пулман. Çапах пурнăçĕ интереслĕ, хăйне евĕрлĕ иртнĕ. Вĕсене пĕр-пĕрне юратни çĕнĕ ĕçе пуçăнма, пултарулăх çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшнă. Эсир те, куракансем, Иоаким Степановичпа Татьяна Степановна пекех юратăр тата нихăçан та ан парăнăр», — «Священная роща» документ фильмра Андрей Градов актера сăмах панă. Вăл калани çав тери вырăнлă пулса тухрĕ. Светлана Алякимова режиссер ку фильма Чăваш Республикинче, Тутарстанра, Мускавра ÿкернине палăртрĕ.
Республика аталанăвне тÿпе хывнă Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев çинчен ÿкернĕ фильм та аса илÿпе пуян. Залра ларакансем те унăн витĕмĕпе çыхăннă самантсем çинче чарăнса тăчĕç. Документ фильмĕнче трактор тăвакансен завочĕ пĕтĕм çĕршыва продукципе тивĕçтерни, Оперăпа балет театрĕ ĕçлеме пуçлани, ГЭС хута кайни... мĕлтлетсе иртет. «Тивĕçлĕ çын çинчен тивĕçлĕ фильм ÿкернĕ», — пĕтĕмлетсе каларĕ унпа пĕрле ĕçленĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕн тилхепине тытса пынă Петр Ивантаев.
Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕнче ĕçленĕ Иосиф Дмитриев çинчен ÿкернĕ фильма ентешĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкассинче çуралса çитĕннисем, курма килнĕ. «Çамрăклăх куç умне тухрĕ. Куççуле чараймарăмăр», — терĕç чăваш хĕрарăмĕсем. Вĕсен аса илĕвĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр. Иосиф Александрович утă çулма вĕрентни таранчченех каласа кăтартрĕç.
Чăваш Республикинчи кинематографистсен союзĕн ертÿçи Олег Цыпленков каланă тăрăх, паллă çынсем çинчен кино ÿкерес ĕç малалла тăсăлĕ. Черетлĕ фильмăн тĕп сăнарне сасăласа палăртĕç.
«Иртнĕ эрнере Казахстанра тĕрĕк халăхĕсен фильмĕсене кăтартрĕç. Вĕсем «О чем молчат куклы деда Тероша?» документ фильмĕ çав тери килĕшнине шăнкăравласа пĕлтерчĕç, тав турĕç», — Марина Карягина режиссерăн тата сценаристăн черетлĕ çитĕнĕвĕ çинчен каларĕ республикăри кинематографистсен союзĕн ертÿçин çумĕ Илтепер Ефимов. Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч Терентий Дверенин ăста çинчен ÿкернĕ фильм çав тери тарăн шухăшлă пулни çине пусăм турĕ. Пуканесем урлă чăваш халăхĕн историне кăтартни, чăн та, нимрен хаклă.
Юрий Сергеев режиссерăн «Наследие» фильмĕ чăваш халăхĕ вăрçăра пĕтменнине, куçса çÿренĕ май çухалса кайманнине истори тĕслĕхĕсемпе çирĕплетет. Анчах юлашки вăхăтра тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ чакса пырать. Чăваш пулса çуралнă ача аташса çÿрет. Капла мĕн патне пырса тухăпăр?

Хаярланма тивнĕ

«Волшебное слово» илемлĕ фильмра пулăçă асамлă сăмахсем пĕлет. Çавăнпах кÿлĕре чавса тăршшĕ çăрттан тытасси ним те мар уншăн.
«Сценари авторĕ Владимир Карсаков сĕннипе Амаçури сăнарне калăпларăм. Ку роль, паллах, куракана килĕшес çук. Анчах эпĕ ыйтнине пурнăçлама хăнăхнă. Амаçурин сивĕ чунне кăтартмашкăн ытларах ятлаçрăм, хаярлантăм пулĕ», — чунне уçать Юрий Скворцовăн хайлавĕ тăрăх ÿкернĕ «Амаçури» илемлĕ фильмра тĕп сăнара вылянă Зоя Илларионова.
«Юман» илемлĕ фильмăн режиссерĕ Елена Рябцева Муркаш районĕнче, ашшĕ-амăшĕн тăван тăрăхĕнче, кино ÿкернине аса илчĕ. Алексей Айхи композитор кĕвĕ çырса панă. Ку ĕçе Турцире, Сербире, Индире, Аслă Британире кăтартма ĕлкĕрнĕ. Фильмра ÿкерĕнекенсем XIX ĕмĕрти чăваш кĕписене тăхăннă.

Укçа ыйтăвĕ çивĕч

«Ĕмĕрсен хушшинче хăйĕн чĕлхине, культурине, йăли- йĕркине çухатман халăхăн хăйĕн кинофестивалĕ пурри, паллах, савăнтарать. Çав вăхăтрах залра кино куракан сахалли пăшăрхан-тарать. Темле пулсан та фильмсене ытларах халăха кăтартас килет. Кинофестиваль бюджечĕ пĕчĕк. Гран-прие тивĕçекенсене укçан хавхалантарма май пулсан тем пекехчĕ. Çакă тепĕр фильм ÿкерме пулăшĕччĕ, мĕншĕн тесен режиссера укçа-тенкĕ тупма питĕ йывăр.
Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри чăваш пулса çуралнишĕн вăтанать. Шел те, вĕсем тăван халăхпа мăнаçланмаллине ăнланмаççĕ», — чунне уçать малтанхи кинофестивальсенче Гран-прие тивĕçнĕ Марат Никитин. Хальхи унăн фильмĕ Оперăпа балет театрĕнче кăтартакан «Аттила — рождение легенды» спектаклĕ çинчен каласа кăтартать. Режиссер палăртнă тăрăх, ют çĕршывсенче нумаййăн çакнашкал фильмсем ÿкереççĕ.
«Кăçалхи кинофестиваль питчинг йĕркеленипе те асра юлĕ. Çакă чăваш фильмĕсен пуласлăхĕ пуррине çирĕплетрĕ. Ку ĕçе манăн çум Илтепер Ефимов сĕннипе пурнăçларăмăр. Ăна Мускавра пурăнакан чăваш кинематографисчĕ Елена Рябцева пулăшса пычĕ. Сăмахран, «Тайны древней Волги», «Волки замерзшей Булы» сценарисене ырларĕç. Ку ĕçсем аваллăхпа çыхăннă. Ăнсăртран мар пуль çакă. Хальхи вăхăтра пире, чăвашсене, йăх-несĕл тымарĕ, тăван халăхăн пуян историйĕ вăй парса, хавхалантарса тăрать. Аттила, Андриян Николаев, Иоаким Максимов-Кошкинский, Тани Юн… Чăваш халăх историйĕнче йĕр хăварнă ывăл-хĕрĕн ятне асăнса та çитереймĕн. Эпир, хальхи ăру, вĕсем пулăшса пынине туятпăр.
Укçа-тенкĕ çитсе пыманран кăçал «Асам» кинофестивале йĕркелесси иккĕленÿллĕччĕ. Çапах тахăш самантра çул уçăлчĕ, пулăшакансем тупăнчĕç.
Юлашки вăхăтра федераци тата республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă документ фильмĕсем ÿкертĕмĕр. Илемлĕ фильмсемпе ĕçлекенсен вара спонсор пулăшăвĕ шырама тивет. Чăваш автономийĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем иртсен кино ÿкерме укçа ăçтан тупăпăр? Çавăнпах чун ыратăвĕ тавра пĕр вĕçĕм калаçатпăр.
Чăваш кинематографине аталантарасси саккун йĕркипе, патшалăх программипе пулса пымалла. Кÿршĕ регионсенче шăпах çавнашкал ĕçлеççĕ.
Чăваш ĕçчен, хастар, çаврăнăçуллă çынсемпе пуян. Пурăннă вăхăтра вĕсем çинчен документ фильмĕ ÿкересчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, 4 çулта, кинематографистсен союз не йĕркеленĕренпе, нумай ĕç пурнăçларăмăр. Иоаким Максимов-Кошкинские кино ÿкерме укçа панă. Унтанпа çакнашкал пулăшу пулман. Юлашки вăхăтра патшалăх пирĕн çине ырă куçпа пăхнине туятпăр. Çавăнпах лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанас килет», — палăртрĕ Олег Цыпленков.
Олег Михайлович кинофестиваль программинче мультфильмсем пулманнишĕн те пăшăрханса калаçрĕ. Вĕсем те илемлĕ, документ фильмĕсем пекех тăван халăхăн авалхи тата хальхи пурнăçĕпе паллаштараççĕ, чăвашсем мĕнешкел хăватлă халăх пулнине кăтартаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.