Комментари хушас

21 Чÿк, 2019

Ваттисен çурчĕ кил пулса тăнă

Валя аппа нихăçан та качча каяс темен, ĕмĕрне пĕчченех ĕмĕрлес шухăшпа пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара Коля пиччене тĕл пулнă. Хут уйăрттарсах çырăннă вĕсем. Шăкăл-шăкăл кăна пурăнмалла та — кил алăкĕнчен инкек шакканă.

Çăнăхпа курăк икерчи

«Çемье çавăрма шухăшламанччĕ. Тупса пачĕç çакна, — шÿтленĕ май мăшăрĕ енне пăхрĕ 85-ри Валентина Андреева. — Тĕп килтен кайма тĕллевлеменччĕ. Качча тухсан начар, çемье çавăрсан никам та ырă курман теттĕм. Çамрăк чухне пурте ĕçлетчĕç, çемье пирки шухăшлама вăхăт пулман».
Муркаш районĕнчи Йÿçкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валя аппа. Шкулта 5 класс çеç вĕреннĕ. «Атя 6-мĕш класа», — чĕннĕ ăна ачасем. Хĕрача вара фермăна пăру пăхма кайнă. Колхозра ĕçлесси, çавăншăн тыр-пул илесси пĕлтерĕшлĕрех тенĕ. Çемйи пысăках пулман: ашшĕ, амăшĕ, йăмăкĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне фронта илсе кайнă. Ун чухне Валя 1-мĕш класа çÿреме тытăннă кăна-ха. «Лайăх çитĕнĕр, ачасем», — çывăх çынни çапла каласа килĕнчен тухса кайнă.
«Шкул вăрçă çулĕсенче те хупăнмарĕ. Ачасем нумаях марччĕ. Нумайăшĕн ашшĕне тăшманпа кĕрешме илсе кайнă. Манăн атте киле таврăнчĕ. Анчах вăл киличчен йывăр пурăнтăмăр. Анне пире тăрантарассишĕнех колхозра ĕçлерĕ. «Ма çавăрса çапман-ши пире пĕрех хут? Пирĕншĕнех тар тăкатăн», — теттĕм ăна. Колхозра та, килте те ĕç нумай. Çимелли çук. Канлĕ пурнăç пулмарĕ», — аса илчĕ кинемей. Колхозран 200 грамм çăнăх панă. Вальăн амăшĕ ăна сая яман, курăкпа хутăштарса хĕрĕсене икерчĕ пĕçерсе çитернĕ. Пĕр çулхине колхоз уйĕнчи кăларнă хыççăн юлнă çĕр улмине пуçтарма кайнă хĕрарăм. Лайăхраххисене çăнăхпа, çупа пăтратса апат хатĕрленĕ. Юрать, çемьен ĕне пулнă. Выçах ларман. «Ĕне çуккисем мĕнле пурăнчĕç-ши? Вăл пурччĕ те — аптăраман. Хырăм выçсан сĕт ĕçнĕ, тăпăрчă çинĕ. Хăш чухне анне ĕçрен каçхине кăна таврăнатчĕ. Апат çуккипе сĕт ĕçсе çывăрма выртаттăмăр йăмăкпа», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Ашшĕ çапăçу хирĕнчен таврăнсан колхозра тар тăкма тытăннă. Валентина фермăна çул такăрлатнă. 20 ĕне таран алăпа сунă. Каярах аппарат çине куçнă. Каçхине пĕрле ĕçлекенсемпе пухăнса калаçса ларнă. Çамрăк Валя хушăран вăййа тухкаланă. Тен, унта вăл шăпа çырнине тĕл пулма пултарнă? Анчах пикен ку пуçра та пулман. «Çынсен хĕрĕсем пек çÿллĕ, хитре мар», — çапла шухăшланă вăл. Часах йăмăкĕ качча тухнă. Ашшĕпе амăшĕ Вальăна ют çемьене ярасшăн пулман. Арăм тăвас текенсем тупăнсан та. «Пĕр каччă: «Заявлени парар», — терĕ. Аннене каларăм та: «Ниçта та каймастăн. Эс ăçта çул тытăн, сан хыççăн пырăп», — терĕ. Евчĕсем килетчĕç — пурне те хирĕçленĕ. Пĕри машинăпах килчĕ, лартса каясшăнччĕ. Килĕшмерĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ.
Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Валя йăмăкĕпе çеç юлнă. Лешĕ, качча кайнăскер, ачипе тăван килне таврăннă. Валентина Ивановна тивĕçлĕ канăва тухсан çеç çемье çавăрассине тĕлĕкре те тĕлленмен. Ăна Отарккă ялне хăнана чĕннĕ. Çавăнта Николайпа паллаштарнă. «Пĕрле пурăнмалла сирĕн», — сĕннĕ вĕсене. Валентина Ивановна яхăнне те яман. «Хĕрхен ĕнтĕ, Коля сан пекех пĕччен. Выльăх усрать. Ĕçе тиркемест», — мухтанă Николай Андреевича. Хĕрарăм хирĕçлесе темĕн те каласа пăхнă. Хăйне хаяр тенĕ. «Хĕрарăм арçынна тытса хĕнемест пуль-ха», — кулнă «евчĕсем». Юлашкинчен тинех килĕшнĕ.
Коля пиччен те тăванĕсем пулман. Ашшĕпе амăшĕ, пĕртăванĕсем пурнăçран уйрăлнă. Ача чухне пиччĕшĕпе, йăмăкĕпе тăлăха юлсан вĕсене ашшĕн йăмăкĕ пăхса пурăннă. Николай çамрăк чухне бригадăра лашапа ĕçленĕ, салтакран таврăнсан кÿршĕ ялти пĕр хĕрпе пĕрлешнĕ. Мăшăр хĕрачана усрава илнĕ. Анчах çемье пурнăçĕ ăнман — Николай арăмĕнчен уйрăлнă. Вĕсен хĕрĕ çемье çавăрнă, анчах телейлĕ пурăнма тÿр килмен ăна. Упăшкипе Чулхула хулинче пурăннăскере пĕр пуçтах пурнăçран уйăрнă, виллине шыва кайса пăрахнă.
Арăм пулса тăриччен кăшт маларах çеç Валя аппа пура туянса çĕнĕ пÿрт лартнă. Николай Андреевича хăйĕн патне илсе килесшĕн пулнă. Анчах арçын хирĕçленĕ, «Килтен тухмастăп», — çапла татса каланă. Валя аппа çĕнĕ çурта сутса упăшкин ялне куçнă.

Кĕпе вĕççĕн тăрса юлнă

Виçĕ çул каялла Андреевсен хуçалăхĕнче пушар тухнă. «Йĕркеллех пурăнтăмăр. Выльăх тытнă: ĕне, хурсем, чăхсем, кăвакалсем, сысна… Сурăх та усраса курнă. Пушар мĕне пула тухнине паянхи кун та пĕлместпĕр», — хăрушă çав куна аса илнĕ май калаçрĕ çулланнă хĕрарăм.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ. Мăнкун. Валя аппа çамрăксемпе шашлăк çиме çывăхри çырмана кайнă. Унччен те пулмасть — çумăр çума тытăннă. Хĕрарăм килне утнă. Çывăрма выртнă мăшăрне тăратнă, апат çинипе çименнипе кăсăкланнă. Апатланнă хыççăн кинемей такам алăкран шакканине илтсе верандăна тухнă. Никам та çук, анчах йытă хытă вĕрнĕ. Хĕрарăм килне кĕнĕ, анчах тепĕртакран каялла тухнă. Карта урлă пĕр çын сиксе каçнă: «Пушар! Çунатăр!» — сехре хăптаракан сăмахсем каланă. Валя аппа алăка уçсан сарай çуннине асăрханă та тÿрех упăшки патне васканă. Ялти çамрăксем чупса килнĕ, ватăсене тумланма ыйтнă. Çывăрма выртма хатĕрленнĕскерсем кĕпе вĕççĕнех, çара уран пулнă. Урама тухнă чухне ал айне мĕн лекнĕ, çавна тăхăнтартма ĕлкĕрнĕ вĕсене çынсем.
«Урама кăларса тăратрĕç. Çынсем çулăма сÿнтерме тăрăшса шыв сапрĕç. Эпир кăшкăратпăр, макăратпăр. Веçех куç умĕнче çунса кĕлленчĕ-çке — хăть уласа йĕр. Темиçе арча çĕнĕ япалаччĕ. Выльăхсăр та юлтăмăр. «Йытта сăнчăртан вĕçертмелле», — терĕç çынсем, анчах вăл никама та çывăха пыртармарĕ, çаплах вилчĕ. Чăхсем çунчĕç, кушаксем таçта тарса пĕтрĕç. Инкекчен маларах ĕнене сутнăччĕ. Больницăна лекрĕм те кÿршĕсем канаш пачĕç. «Халĕ çамрăк мар, сăваймастăн», — терĕç. Шел, ĕнине пăрулаттарса кураймасăрах сутрăмăр, — малалла калаçрĕ ватă. — Кайран васкавлă медпулăшу килчĕ, лăплантарма тытăнчĕç. Пире кÿршĕ ялти ырă çынсем хăйсем патне йышăнчĕç. Тепĕр кунхине ял-йыш çурт-йĕртен юлнине çÿп-çап купине кайса пăрахнă», — çав «хура» куна куç умне кăларчĕ Валя аппа.
Ют çынсем патĕнче пурăнма аван мар тесе Валентина Ивановна район пуçлăхĕ патне кайнă. «Çулла улмуççи айĕнче кун кунлама пулĕ-ха, хĕлле вара çук. Пĕчĕк хваттер пулсан та тупса параймăр-ши?» — ыйтнă шар курнăскер. Мăшăрĕпе иккĕшне Йÿçкассинчи ватăсен çуртĕнче йышăнма хатĕррине пĕлтернĕ. «Япалăрсене пуçтарăр», — хушнă вĕсене. «Пирĕн нимĕн те çук. Хамăр та, кĕлетке çеç», — хуравланă хĕрарăм. Ырă çынсем вĕсене пулăшнă, тумтир панă.
Укçа пулсан, тен, хваттер туянма е тара тытма та май пулĕччĕ. Анчах Андреевсем пухнă нухрат та, 150 пин тенкĕ, пушарта çунса кĕлленнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.